26 марта 2008 г.
Шупашкарта хула администрацийĕн физкультура, спорт тата туризм управленийĕн спорт шкулĕн йĕлтĕрпе чупассипе уçă ăмăртăвне районти ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕн воспитанникĕсем те хутшăнчĕç. Начар мар ăмăртрĕç вĕсем унта.
Хăйсен çулĕсен ушкăнĕсенче Л.Михайлова пĕрремĕш, В.Николаева, Л.Орынко иккĕмĕш, З.Белова, И.Николаева виççĕмĕш, А.Гришина тăваттăмĕш вырăнсем йышăнчĕç. 10 тата 30 километрлă дистанцисенче Н.Дмитриевпа Е.Николаев финиша саккăрмĕш çитрĕç.