03 ноября 2017 г.
Ял çыннишĕн вырăнти почта уйрăмĕ, хальхилле каласан, информаци центрĕ вырăнне пулнă. Унта çынсем хаçат-журнал çырăннă, посылка, çыру янă. Аякри хулара пурăнакан тăванĕпе телефонпа калаçма та почтăнах кайнă. Халĕ çынсем пĕр-пĕрин патне çыракан çырусем питĕ сайра килеççĕ-каяççĕ пулин те почтальонсен сумкки пушанмасть. Налук органĕсенчен, РФ Пенси фондĕнчен, газпа энергослужбăсен çырăвĕсем туллиех. Кусене вара кашни ялти кашни уйрăм хуçалăха çитермелле. Почтальонăн ĕçĕ, мĕн каламалли, нихăçан та çăмăл пулман. Малтанхи çулсенче, çынсем хаçат-журнал нумай çырăнса илсе вуланă тапхăрта (ун пек вăхăтсем те пулнă вĕт-ха), почтальон сумккине кĕмен кăларăмсене тепĕр сумкана хурса йăтатчĕç. Унтан пичет изданийĕсене валеçнисĕр пуçне тавар сутса почтăна тупăш кÿмелли йĕрке тухрĕ. Почтальон йывăр çăк йăтса кунĕпе миçе çухрăм утнине кам та пулин шутланă-ши? Унăн çанталăка пăхмасăр хăйĕн ĕçне тумалла.
Халĕ ялсенчи почта уйрăмĕсемпе паллашар-ха. Почтальонăн ĕç кунне икке пайлама пулать: пĕри çыхăну уйрăмĕнче, тепри урамра иртет. Урамри пайне хамăр куçпа курса хак- лаятпăр-ха, вăл пур çĕрте те пĕрешкел. Поч-та çурчĕсенчи ĕç условийĕсем еплерех-ши?Япăххинчен пуçласа лайăххипе вĕçлем-ши?
Хаçатра вун ултă çул ĕçленĕ тапхăрта районти нумай ялта пулса куртăм. Чылай ялта тăтăш пулма тивет, тепринче - тахçантан пĕрре. Вырăнти социаллă пĕлтерĕшлĕ объектсен сăн-сăпачĕ мĕнле улшăнни куç умĕнче. Алфавитпа килĕшÿллĕн «а»-ран пуçлам-ха апла.
Асхвари почта уйрăмĕ Вырăскас Пикших ялĕнче вырнаçнă. Пĕчĕк çеç кирпĕч çуртра, вăл ĕнтĕ тахçанах кивелнĕ. «Пирĕн почта ĕçлесех каймасть. Заведующи те çук. Эрнере пĕр-икĕ хутчен Канашран пĕр специалист килсе каять, почтальонсене укçа шутласа памалла чухне пуль-и. Шалу пĕчĕк пулнăран çамрăксем ку ĕçе килмеççĕ», - терĕ мана суту-илÿ çурчĕ умĕнче тĕл пулнă ватах мар хĕрарăм. Ялти хыпара вырăнти халăхран лайăхрах кам пĕлтĕр?
Çĕнĕ Аччари почта уйрăмĕ ĕлĕкхи колхоз кантурĕ пулнă çуртра «тĕпленнĕ». тултан та, шалтан та нимĕнле хăтлăх çук. Çурта почтальонсем хăйсем кăмака хутса ăшăтаççĕ. Катекре те почта кивĕ, анчах та кунта газ кĕртнĕ. Условисем Аччарипе танлаштарсан кăштах аванрах тейĕпĕр.
Ямашра та «информаци центрĕ» питĕ кивĕ çуртра. Малти Питтикассинче почтальон çук.
Кайри Ăнтавăшри почта уйрăмĕ яла пырса кĕнĕ çĕрте вăрман хĕрринчех ларать. Пĕр çирĕм çул каялла вăл хăйне май аванччĕ. Вăхăт иртнĕ çемĕн ватăлчĕ. Шăтăк-çурăкран çил вĕрет, сивĕ.
Шуркассинчи почта шкул çурчĕ пулнă кирпĕч çуртра вырнаçнă. Шалта йĕркеллех-ха, анчах та çурт патне çул çук. Почта машини вырăна çитеймест, çавăнпа почтальонсен «почтăна» михĕсемпе йăтма тивет.
Чакаçри почта уйрăмне акă мĕнле хакларĕ пĕр пĕлĕшĕм: «Пирĕн ялти почта пекки республикипе те çук пуль! Шалта япала хума та вырăн çук. Кăмака хутаççĕ. Почта урлă мĕн ĕç кăна тумаççĕ: çутăпа, газпа усă курнăшăн, тĕрлĕ налук тÿлевĕсене илеççĕ, тавар сутаççĕ, хаçат-журналне калама çук хаклатса ячĕç. Çынсем çавăнпа та вĕсене çырăнса илме пăрахрĕç. Почтальонсен шалăвĕ сĕре пĕчĕк. Вĕсем вара куллен икшер сумка йăтса утаççĕ. Нивушлĕ почта тытăмĕн пĕчĕк çеç хăтлă çуртсем туса пама вăйĕ çук. Чухăн отраслех те мар-çке».
Халĕ лайăххи патне куçас пуль. Сиккассинче социаллă тата йăла ыйтăвĕсене тивĕçтерекен учрежденисем компактлă вырнаçнă. Ял тăрăхĕн администрацийĕ, «Урюм» хуçалăхăн правленийĕ, сберкасса, почта - пурте пĕр çуртра. Çын унта-кунта çÿресе вăхăт ирттермест, хăйĕн ыйтăвĕсене пĕр вырăнтах татса параять. Почта пÿлĕмĕ Сиккассинче, чăнах та, питĕ хăтлă. Вырăнти халăх çакна, тен, асăрхамасть те пуль. Шалта илемлĕ, çутă, хăтлă, чи кирли - ăшă. Почта заведующийĕн хăйĕн ĕç вырăнĕ, почтальонсен хăйсен уйрăм пÿлĕм. Хăвна кирлĕ япалана витрина çинче суйласа илме пулать. Почтальонсем çамрăк ÿсĕмри çынсем, чылайранпа ĕçлеççĕ. Шалу тивĕçтермест пулин те хăйсен ĕçне юратнине калаççĕ.
Район территорийĕ пысăк, пур çĕре те наччасра çитсе килме çук. Лайăх условиллĕ уйрăмсем, тен, татах та пур-тăр. «Раççей Почти» почтальонсем çине çаврăнса пăхасса, почта пулăшăвĕн хакĕсене пур шайри çынна та тивĕçлĕ тăвасса шанас килет. Вара хаçат-журнал çырăнса илекенсен йышĕ те хушăнĕ, почтăра ĕçлеме те çамрăксем килĕç.
Влада МИРОВА