13 октября 2017 г.
Çамрăк ăрăвăн тăван халăхăн йăли-йĕркине, ял-хула историне, унăн пултаруллă çыннисене пĕлмеллех. Çак пархатарлă ĕçре пулăшу параканĕ, ман шутпа, аваллăх управçи - музей пулса тăрать.
Раççей Геройĕ НĕФĕ Гаврилов ячĕллĕ Янкăлч вăтам шкулĕнче Çарпа ĕç мухтавĕн музейĕ ĕçлет. 2006 çулта йĕркеленĕ ăна. Экспонатсемпе çав тери пуян вăл. Музей историйĕ те хăйне евĕрлĕ. Асăннă çул шкул юбилейне - вăл 125 çул тултарнă - Раççей Геройĕ Н.Ф. Гаврилов та килсе çитнĕ. Тăван шкула хăй вĕçнĕ вертолета парнеленĕ. Кĕçех çак асамлă экспоната курма тĕрлĕ çĕртен килсе çÿреме тытăннă. Çапла вара музей уçасси тĕп ыйтусенчен пĕри пулса тăнă.
«Пĕр вĕренÿ класне пушатса евроюсав ирттертĕмĕр те экспонатсем валли сентресем туянтăмăр. Укçа-тенкĕ енчен Николай Федорович хăй нумай пулăшрĕ. Кĕçех Янкăлча таврари ялсенчен çеç мар, кÿршĕ районсенчен те, хуласенчен те килсе курма тытăнчĕç. Иркутск тăрăхĕнчи чăвашсем те пулса курнă пирĕн музейра. Экспонатсемпе паллашса тĕлĕнмеллипех тĕлĕнчĕç пулас ун чух. Çакăн пек пĕчĕк ялта лайăх музей пурри вĕсене те савăнтарчĕ», - калаçăва хутшăнать музейăн тараватлă хуçи, химипе биологи учителĕ К.М. Иванова.
Музея аякран килсе куракансем те пур. Тĕслĕхрен, Пенза облаçĕнчи вĕрентÿ министерствин делегацийĕ шкулпа музей çамрăксене çарпа патриотла воспитани парас енĕпе мĕнле ĕçленин паха опычĕпе паллашнă, унăн ĕçĕ-хĕлне пысăк хак панă вĕсем.
Янкăлчри шкул музейĕнче пулса курнисем унта чăннипех хăтлăхпа илем хуçаланнине палăртаççĕ. Тем тĕрлĕ экспонат куçа илĕртет… Вĕсене йĕркипе типтерлĕ вырнаçтарса тухнă, стендсем йĕркеленĕ. Пĕрремĕш стенд, тĕслĕхрен, ялти шкултан вĕренсе тухнă, ăслăлăх ĕçĕнче палăрнă çынсемпе паллаштарать. Юнашарти стенд вара Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче пуç хунисене аса илме хистет. Тăван шкула пулăшакан пысăк чĕреллĕ çынсен сăнĕсем те пуянлатаççĕ музея. Çав вăхăтрах космоспа çыхăннă кĕтес те пур. Çар çыннисемпе тĕрлĕ отрасльте ĕçлесе сумлă ята тивĕçнĕ маттур ентешсем те вырăн тупнă аваллăх управçинче. Хастар та пуçаруллă ĕçпе орден-медале тивĕçнисемпе паллашма та питĕ интереслĕ.
Чи курăмлă вырăнта – вертолетсен макечĕсем, кадетсем тĕрлĕ конкурсра çĕнсе илнĕ карапсем, Янкăлч шкулĕнчен вĕренсе тухнисен парнисем. "Паян эсĕ - çăлтăрчăк, ыран вара çăлтăр" стенд та питĕ кăсăклă. Кадетсен пултарулăхĕпе ăсталăхĕпе туллин паллаштарать вăл.
Музейра Раççей Паттăрĕ Н.Ф. Гаврилов пурнăçĕ çинчен тĕплĕн каласа паракан материалсем пысăк вырăн йышăнаççĕ.
Çитĕнекен ăру таса чунлă, çĕршыва юрăхлă çын пулса çитĕнтĕр тесе Калиса Михайловна Иванова тĕрлĕ конкурс, курав йĕркелет. Куçпа курнинчен лайăххи вара нимĕн те пулас çук. Май пуррипе усă курса сире те, «Канаш ен» хаçатăн тусĕсем, çак музея çитсе курма сĕнетĕп.
Елена Васильева, чăваш чĕлхипе литература верентекенĕ