АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Яка çулпа инçет те çывăхланать

13 октября 2017 г.

Яка çулпа инçет те çывăхланать

   Паянхи пурнăçра транспорт хатĕрĕпе çула тухсан палăртнă вырăна чăрмавсăрах çитме пулать. Инкек ан пултăр та, тумхах сиксе ан тухтăр. «Çул вăл çын организмĕнчи артери евĕрех. Хальхи вăхăтра çул пурне те кирлĕ: çуран çÿрекен çынна та, автотранспорта та, - тет çул-йĕр хуçалăхĕнче нумайранпа ĕçлекен Вячеслав Макаров фермер. - Малтанхи вăхăтсемпе танлаштарсан çул-йĕр пахалăхĕ палăрмаллах лайăхланчĕ. Çĕнĕ хăватлă техника хатĕрĕсем туянатпăр, паянхи пурнăç ыйтакан технологисене алла илетпĕр».
   2017 çулта районти çул-йĕр хуçалăхне тытса тăма бюджетра 53529,3 пин тенкĕ пăхса хăварнă. Çав шутран автоçулсене тытса тăма 16190,770 пин тенкĕ уйăрнă: республика бюджетĕнчен 14564,0 пин тенкĕ, район бюджетĕнчен 1626,770 пин тенкĕ. Кăçал район пĕлтерĕшлĕ çулсене юсама 19657,7 пин тенкĕ уйăрнă. «Çĕрпÿ - Ульяновск» - Çĕнĕ шелттем - Кивĕ Шелттем çула; «Аниш» - вăрăмпуç - Пĕршенер трассăна юсамалла, чылай ялта урамсене çул сармалла, юсамалла пулнă.
    Çул-йĕр хуçалăхĕнче ĕçлекенсен уявĕ умĕн эпир районти пĕр объектра пултăмăр. Хучел тăрăхĕнчи ял урамĕсенче çул сарассипе «Строймаш» ООО (ертÿçи Юрий Урусов) ĕçлет. «Volvo» экскаватор-погрузчик машинисчĕ Александр Иванов çĕре чавса машина çине тиет. Федор Фасанов тăпрана КАМаЗ автомашинăпа турттарса каять. Микушка ялĕнче - 380 метр, Алешевора - 680 метр, Муллаварта 848 метр тăршшĕ çула çĕнетеççĕ. Урамри кивĕ асфальта хырса илсе шултра чул хураççĕ, ун çине сăмалапа хутăштарнă вак чул сарса якатаççĕ. Унсăр пуçне çулпа параллельлĕ троутар та хураççĕ. Çапла вара ÿлĕмрен ялта та йĕпе-сапара пушмак вараламасăрах çÿ-реме пулать. Ялĕсенче пурăнакансем урам хушшисене типтерлесен, туса панă çула çăрса-ватса пĕтермесен, паллах, сĕре аван пулмалла.
    Хамăр та куллен çула тухнăран çул-йĕр строителĕсен ĕçĕ йывăр та пархатарлă пулнине лайăх ăнланатпăр. Вĕсене çирĕп сывлăх, телей, ăнăçу сунатпăр.


Ирина Владимирова
Артемий МЯСНИКОВ
сăн ÿкерчĕкĕсем

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика