АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çĕрле хурал тăрассине çĕнĕрен йĕркелеме йышăннă

22 сентября 2017 г.

Çĕрле хурал тăрассине çĕнĕрен йĕркелеме йышăннă

Пушар ытларах чухне çынсем пурăнакан вырăнта тухни никамшăн та вăрттăнлăх мар. Çак синкерлĕ пулăма статистика та çирĕплетет, унăн кăтартăвĕсем тăрăх пушарсен 75 проценчĕ пурăнмалли секторта алхасасть. Çынсем çакăн пек инкек вĕсемпе пулса тухасса час-часах ĕненмеççĕ. Анчах çакна палăртса хăвармалла: пушар – ăнсăртран сиксе тухакан япала мар, ку çын айăпĕпе тÿрремĕнех çыхăннă пулăм. Пушартан сыхланасси вара кашни çыннăн яваплă тивĕçĕ пулмалла.
Авăн уйăхĕн 18-мĕшĕнче Малтикасра ял старости, пушар хуралĕн ветеранĕ Петр Сергеев, пуçарнипе халăх пухăвĕ иртнĕ. Мероприятине пушар хуралĕн аслă инспекторĕ Александр Димитриев те хутшăннă. Вăл ял çыннисене хулапа районти пушар статистикипе паллаштарнă, çак инкекĕн тĕп сăлтавĕсене палăртнă.
Ял çыннисем хăйсен кил-çуртне, хуралтисене хĕрлĕ автанран сыхланмалли мĕнле мелсем пурри çинчен пăшăрханса ыйтнă.
- Çулăм ытларах чухне лайăх çунакан тата хăвăрт хыпса илекен япаласем патĕнче вăй илет. Енчен те пушар хăрушсăрлăх йĕркисене пăхăнсан пушар тухас хăрушлăх чакать. Электричество приборĕсемпе тĕрĕс усă курмалла, электричество пралукĕсене юсавлă тытмалла, киле çутă кĕртессине специалистсене çеç шанмалла. Çак йĕркесене кăмака хутнă чухне те шута илмелле, - тесе пĕлтернĕ пушар хуралĕн инспекторĕ.
Пухура малтикассем çĕрлехи вăхăтра хурал тăрассине çĕнĕрен пуçласа ямашкăн йышăннă.

Хулапа районти
пушар хурал инспекцийĕ

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика