АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Михаил Бабич Канаш хулипе паллашнă

11 августа 2017 г.

Михаил Бабич Канаш хулипе паллашнă

Çурла уйăхĕн 8-мĕшĕнче Раççей Федерацийĕн Президенчĕн Атăлçи федераци округĕнчи полномочиллĕ представителĕ Михаил Бабич ĕçлĕ визитпа Чăваш Республикинче пулнă, Совет Союзĕн Геройĕ А.В.Кочетов ячĕллĕ кадет шкулĕн çĕнĕ корпусĕн никĕсне капсула хунă çĕре хутшăннă. Мероприятие унпа пĕрле Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев хутшăннă.
Çак кунах Михаил Бабичпа Михаил Игнатьев республикăри монохуласенчен пĕрне - Канаша çитсе килнĕ. Раççей Федерацийĕн Правительствин приоритечĕ – монохуласене комплекслă аталантарасси. 2008 çултан пуçласа кризиса хирĕç кĕрешессипе йышăннă мерăсемпе килĕшÿллĕн йывăрлăха кĕрсе ÿкнĕ хуласене пулăшу парас тесе патшалăх сахал мар тăрăшать.
«Монохуласене комплекслă аталантарас» проектпа килĕшÿллĕн Канашра тавралăха тирпей-илем кĕртессипе комплекслă проектсем анлăн пурнăçа кĕрсе пыраççĕ. «Кулленхи пурнăçа хăтлăх кÿмелли 5 утăм» программа ĕçе пуçăннă.
«Промтрактор-Вагон» АХО заводăн директор ĕçĕсене пурнăçлакан Владимир Муханов производствăн ĕçĕпе тĕплĕн паллаштарнă, кунта туса кăларакан продукци пирки каласа кăтартнă. Михаил Бабича çĕнĕ вакунсене кăтартнă. Ертÿçĕсем заводăн экономика аталанăвне тĕплĕн сÿтсе явнă, малашлăх тĕллевсем çинчен сăмахланă. Пысăк йывăрлăхра пулин те завод опытлă ĕçченсене упраса хăварнă, халăх ĕçлет, заводăн бази çирĕп пулни те куç кĕрет. «Предприяти ĕç укçин парăмне татнă. Кăçалхи утă уйăхĕнчен заводра тулли эрне ĕç кунĕпе ĕçлеме пуçланă», - пĕлтернĕ Владимир Муханов.
Ильич урамĕнчи автоçула та тишкернĕ ертÿçĕсем. Чăваш Республикин çул-йĕр тата транспорт хуçалăхĕн министрĕ Владимир Иванов асăннă лаптăка «Рэмисс» ООО тĕпрен юсаса çĕнетнине пĕлтернĕ. Объекта çурла уйăхĕнче хута яма тĕллев лартнă. Раççей Президенчĕн Атăлçи федераци округĕнчи полномочиллĕ представителĕ Михаил Бабич хулара çулсем тума тата юсама бюджетран мĕн чухлĕ укçа-тенкĕ уйăрнипе кăсăкланнă.
Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев 2017 çулта Канашăн çул-йĕр строительствин ĕçне пурнăçлама 306,7 млн тенкĕ уйăрнине, «Воддорстрой» ООО Чукун çул урамĕнчи автоçула тĕпрен юсанине каланă. Çак организаци хулара ытти объектсенче те ĕçлет, унăн пĕтĕмпе 4,3 çухрăм çула тĕпрен юсамалла. Унсăр пуçне хулари нумай хваттерлĕ çуртсен таврашне тирпей-илем кĕртмелле. Объект чылай пулни никамшăн та вăрттăнлăх мар. Çак мĕнпур ĕçе пурнăçлама федераци тата республика хыснисенче 205,3 млн пăхса хăварнине палăртнă регион ертÿçи.
Канашри «Локомотив» стадиона та кăçал реконструкциленĕ. Строительство ĕçне пурнăçлама 19,3 млн тенкĕ тăкакланă.
Муниципалитетра социаллă пĕлтерĕшлĕ тепĕр пысăк объект хута кайнă – диализ центрĕ. Пÿре чирĕсемпе чирлĕ çынсем медицина пулăшăвĕ илме Шупашкара кайнă пулсан, халĕ вара юнашар районсемпе хуласенче пурăнакансем Канаша килме пултараççĕ.
Канашри транспортпа энергетика техникумĕнче Михаил Бабич специалистсемпе курнăçнă, вĕсен шухăшне ыйтса пĕлнĕ. 2012 çултан пуçласа техникум «АК «Транснефть» АУП корпоративлă вĕренÿ учрежденийĕ шутланать.
Техникум директорĕ Ильсур Назмутдинов пин ытла специалиста нефтьпе çыхăннă производствăра ĕçлеме хатĕрлесе кăларнине, кунтан вĕренсе тухнисем предприятисемпе организацисене чăрмавсăрах ĕçе вырнаçнине палăртнă.
Михаил Бабич Канаш хулине комплекслă аталантарни çав тери пысăк пĕлтерĕшлĕ пулнине каласа хăварнă. Чи пахи – халăхăн пурнăç условийĕн шайĕ лайăхланни.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика