АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çĕнĕ Аччара уяв кĕрлерĕ

11 августа 2017 г.

Çĕнĕ Аччара уяв кĕрлерĕ

Вырăнти шкулăн спорт лаптăкĕ пулнă вырăн çывăхĕнчи хытă сийлĕ çул хĕррине çăмăл машинăсем пĕрин хыççăн тепри пырса чарăнчĕç. Салонсенчен тухнă çынсем çĕкленÿллĕ кăмăл-туйăмпа ял çамрăкĕсен юратнă вырăнне, спорт залне, çул тытрĕç. Вĕсен кăмăлне тултарас е кăмăлне пăсас тесе-ши тавралăха тĕксĕм сăн карса çумăр «ташша яра пачĕ». Унта-кунта сунчăксем кăмпа евĕр ÿссе ларчĕç. Чылайăшĕ залалла талпăнчĕ. Вĕсен шутĕнче, паллах, эпĕ те пултăм. Нумайăшĕн кăмăлĕ хуçăлчĕ. Анчах та вăл вăраха пымарĕ. Кашни ялтах юрă-ташă ăстисем пур. Çĕнĕ Аччара та ку тупрапа чухăн мар. Пилĕк урампа икĕ тăкăрлăк маттурĕсем юрласа та ташласа, такмаксем каласа салху туйăма самантрах хăваласа ячĕç. Зал савăнăç ытамне кĕрсе ÿкрĕ. Уява пуçтарăннă халăхăн кăмăлне тултарас е юрас тесех пулĕ чарусăр çумăрĕ те чарăнчĕ. Тавралăх çуталчĕ, тÿпене сарă хĕвел ярăнса тухрĕ.
Спорт площадкинче ятарласа хатĕрленĕ сцена куракансене хăй патне йыхăрчĕ. Çамрăксем тенкелсем вырнаçтарчĕç. Часах ешĕл ку- рăкпа витĕннĕ уçă вырăн курав залĕ пулса та тăчĕ. Кураканĕсем вара хушăнсах пычĕç.
Уява Ачча ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Анатолий Аввакумов уçрĕ. Вăл ентешĕсене саламланă май кĕскен ял кун-çулĕпе, ĕçпе, пултарулăхĕпе палăрнă çыннисемпе паллаштарчĕ, çирĕп сывлăх, ăнăçу, иксĕлми телей, инçе çул пек вăрăм ĕмĕр сунчĕ. Сцена çине Канаш район администрацийĕн представителĕ Алина Клементьева тухрĕ. Вăл хăнана пушă алăпа килмен. Ял тăрăхĕн пурнăçне хастар хутшăннă Александр Гаврилова, икĕ Валенина Федоровăна, Владимир Алексеева тата Людмила Порфирьевăна районăн Хисеп грамотипе чысларĕ. Ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Анатолий Аввакумов та парăмра юлмарĕ: 14 çынна вĕсен ял пурнăçĕнчи хастарлăхне палăртса Тав хучĕ парса хавхалантарчĕ.
Кăçал ялта çут тĕнчене тăватă пепке хушăннă. Вĕсен ашшĕ-амăшне асăнмалăх парне парса хисеп турĕç, ăшшăн саламларĕç, тĕпренчĕкĕсене тĕрĕс-тĕкел çитĕнтерсе çĕршыва усăллă çын тума ырлăх-сывлăх сунчĕç. Ĕçпе ырă ят çĕнсе илнĕ, пĕр-пĕринпе килĕштерсе нумай çул пурăннă мăшăрсене, юбилярсене хаклă парнепе сăвап турĕç.
Районăн чаплă юрăçи Константин Садюров, Катекри «Шевле» халăх фольклор ансамблĕ халăхра анлă сарăлнă илемлĕ те хаваслă чăваш юррисемпе савăнтарчĕç. Вĕсене пулăшас тесе-ши, куракансен пысăк ушкăнĕ ташша яра пачĕ. Канашра пурăнакан, Çĕнĕ Аччара çуралса ÿснĕ шалти ĕçсен органĕсен ветеранĕ, чылай çул судьяра тимленĕ, хальхи вăхăтра адвокатра тăрăшакан Анатолий Гаврилов тăван яла халалланă сăввине вуласа пачĕ. Ентешĕсем унăн хайлавне хыттăн алă çупса йышăнчĕç. Кăçал пуçласа пĕлÿ çурчĕн алăкне уçса кĕрекен шăпăрлансене те тимлĕхсĕр хăвармарĕç. Пĕчĕкскерсене асăнмалăх парнеллĕ турĕç.
Уяв лапамĕнче аттракционсем, суту-илÿ лавккисем ĕçлерĕç. Çамрăксем ачалăха аса илсе футбол мечĕкне «хăваларĕç». Кĕскен каласан, никама та кичем пулмарĕ.

Виталий АЧЧА
Сăн ÿкерчĕк ял тăрăхĕн
сайтĕнчен

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика