АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çемйипех выльăх апачĕ хатĕрленĕ çĕрте

28 июля 2017 г.

Çемйипех выльăх апачĕ хатĕрленĕ çĕрте

Районти çĕр ĕçченĕсен умĕнчи тĕп тĕллев - лартса ÿстернĕ тухăçа йĕркеллĕ пухса кĕртесси, выльăх-чĕрлĕхе хĕл каçарма апат çителĕклĕ хатĕрлесси.

Районта паянхи куна нумай çул ÿсекен курăксене 5754 гектар (97 проц.) çинче çулнă. Çулăнмасăр юлнисем - вăрлăх валли ÿстерекен нумай çул ÿсекен курăксем. 2930 тонна утă (86 проц.), 9600 тонна сенаж (119 проц.), 500 тонна силос (6 проц.) хатĕрленĕ.
Выльăх апачĕ хатĕрлессипе «Цивиль» тулли мар яваплă пĕрлĕхре уйрăмах лайăх ĕçлеççĕ. Кунта планпа 500 тонна сенаж хывмалла пулсан паянхи кун тĕлне паха апата 1200 тонна янтăланă, утă - 100 тонна. «Исток» ОООна лайăх енчен палăртмалла. 300 тонна сенаж (250 проц.), 150 тонна утă; «Хучель» ОООра 450 тонна сенаж (100 проц.), 250 тонна утă; Киров ячĕллĕ хуçалăхра 3700 тонна сенаж (93 проц.), 180 тонна утă хатĕрленĕ. В.Герасимов, В.Петров фермерсен хуçалăхĕсенче те ĕçе аван йĕркеленĕ.
Юнкун В.Никонов фермер хуçалăхĕ тата «Исток» ООО выльăхсене тутă хĕл каçарас тĕлĕшпе мĕнле ĕçленине вырăна тухса тишкертĕмĕр. Никоновсем çемйипех выльăх апачĕ хатĕрленĕ çĕрте вăй хураççĕ. Аслă ывăлĕ Александр тата Валерий Михайлович хăй МТЗ тракторсемпе курăк çулаççĕ. Вăталăх ывăлĕ Алексей Джон Дир тракторпа сенажа таптатса пусарттарать. Курăк турттарнă çĕрте Алексейăн юлташĕ, Чăваш патшалăх ял хуçалăх академийĕн студенчĕ, пулăшать. Асăннă кун тĕлне хуçалăхра 700 тонна сенаж, 80 тонна утă хатĕрленĕ. Ку енĕпе ĕçсем малалла пыраççĕ.
«Исток» хуçалăхра çулнă курăка сенажа хывма тракторпа Вячеслав Иванов турттарать. Вячеслав Геннадьевич техникăна ачаранах юратать. Шкулта вĕреннĕ чухнех комбайнпа ĕçлекен ашшĕне пулăшма çÿренĕ. Кирек мĕнле техника хатĕрĕпе те ĕçлеме пултарать, çамрăксене пулăшса пырать.
Кĕр тыррисем валли çĕр хатĕрлесси те кулленхи тимлĕхре. Тырă вырса çапмалли, типĕт- мелли техникăна вырмана тухиччен юсаса çитермелле.


Валерий ДОЛГОВ,
ял хуçалăх пайĕн тĕп эксперт специалисчĕ

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика