21 июля 2017 г.
Çеçпĕл ял тăрăхĕ. Сасăллă (калаçакан герб). Çеçпĕл чечекĕ - çуркунне çитнине, хăюлăха, çамрăклăха палăртакан символ, ял тăрăхĕн ячĕпе пĕр килет. Касаккасси ялĕнче (халĕ Çеçпĕл) 1899 çулхи ноябрĕн 16-мĕшĕнче чăвашăн çĕнĕ поэзине никĕслекенĕ Çеçпĕл Мишши классик çуралнă. Çеçпĕл псевдонима вăл ахальтен суйласа илмен. Пултарулăх çулĕн пуçламăшĕнче поэт хăйне çуркунне çитнине пĕлтерекен пек туйнă. Кĕске кăна ĕмĕрĕнче чăваш литературин ылтăн фондне кĕрсе юлмалли произведенисем çырнă. 1969 çулта Çеçпĕл Мишшин тăван ялне Çеçпĕл ят панă.
Герб щитне çурла евĕр пайлани кунта ял хуçалăхĕ вăйлă аталаннине кăтартать. Çурла вара çыннăн авалхи ĕç хатĕрĕсенчен пĕри, çĕр ĕç символĕ.
Симĕс тĕс çут çанталăк палли: вăрман, уй-хир, улăх-çаран.
Ылтăн (арă) - хĕвел, тулса çитнĕ пучах, тыр-пул тĕсĕ.
Кĕмĕл (шурă) - тасалăх, ăс-хакăл, уçăмлăх символĕ.