21 июля 2017 г.
2017 çул Чăваш Республикинче Ашшĕпе Амăшĕн çулталăкĕ. Пурнăçра чи хакли вăл - аттепе анне сывă пулни, вĕсем пурнăçăн çулĕ-пе тĕрĕс утма вĕрентни.
Кăшнаруй тăрăхĕнчи хисеплĕ аттесенчен пăри вăл - Петр Андреев. Ачисемпе мăнукĕсемшĕн вăл - ырă кăмăллă атте тата асатте.
Петр Андреевич 1927 çулхи июнь уйăхĕн 17-мĕшĕнче Пушарпуç ялĕнче çуралнă. Вĕсем çемьере çиччĕн çитĕннĕ. Ачаранах хутпа аппаланма юратнă. Шкултан вĕренсе тухнă хыççăн пĕлĕвне малалла ÿстерес тĕллевпе Канашри педагогика училищине вĕренме кĕнĕ. Çăпата сырса Канаша çурран çÿренĕ. Виçĕ çул хушши ушкăн старости пулнă.
1956 çулта Феофания Алексеевна Морозовăпа пĕрлешнĕ. Мăшăрĕ, Вăрмар районĕнчи Уйкас ялĕнче çуралса ÿснĕскер, çамрăклах ал ĕç тума юратнă. Чăваш чĕлхи учителĕ пулнă май хăй вĕрентекен ачасене мĕн пĕчĕкрен тăван чĕлхене тата çĕршыва юратма хăнăхтарнă.
Училищĕрен вĕренсе тухсан 1948 çулта Элĕкри шкула ĕçе вырнаçнă. 1950 çулхи ноябрь уйăхĕнчен пуçласа Тури Сурăмри çичĕ класлă шкулта математика вĕрентнĕ. 1958-1967 çулсенче – кĕçĕн классен учителĕ. 1971 çулта Шуркасси шкулне куçнă. Хăйĕн пурнăçĕн 41 çулне Петр Андреевич ачасене пĕлÿ парас ĕçе халалланă.
Ĕлĕкхи вăхăтсене аса илсен П.Андреевăн чунĕ ыратать. Колхозсем тунă вăхăтра вĕсен хуçалăхĕнчен икĕ кĕлет, лаша вити илсе тухса кайнă. Çăкăр пулман пирки улăм хăлчăкĕнчен çăмах туса çини те пулнă. Уйра крахмал пуçтарнă, çуркунне уткăшкар, серте-пултран хатĕрленĕ...
Паянхи кун та вăл «Канаш ен» район хаçачĕн редакцийĕпе тачă çыхăну тытать. Ялта пулса иртекен савăнăçлă хыпарсене ентешсене пĕлтерсе савăнтарать.
Вăл вулама, çырма вĕрентнĕ ачасенчен чылайăшĕ паллă çын пулса тăнă. Нумайăшĕ учитель профессине алла илнĕ.
Петр Андреевич мăшăрĕпе 2 ывăл пăхса çитĕнтернĕ. Ачисем те хăйсем пекех ăста та маттур. Мăшăрĕ ал-ĕç ăсти пулнăран вĕсен килне кĕрсен тĕрĕ те чĕнтĕр тĕнчине лекетĕн. Ал ĕçне мăнукĕсене те вĕрентсе хăварчĕ. Вĕренÿре те, ĕçре те маттур вĕсем. Аслă мăнукĕ Оксана университетра математика учителĕн профессине алла илчĕ, Шупашкарта вăй хурать.
- Ман икĕ ывăл, тăватă мăнук, кĕçĕн мăнуксем çиччĕн. Мăнуксем аслă пĕлÿллĕ, ĕçлеççĕ. Ачасем ирĕн-каçăн шăнкăравласах тăраççĕ. Тăватă кĕçĕн мăнук шкулта аван паллăсемпе вĕренеççĕ. Пĕри ак, Паша Великанов, Раççей шайĕнче Мускавра кашни çулах ирттерекен Архимед турнирĕнче хутшăнма тивĕçлĕ пулчĕ. 2016 çулхи ака уйăхĕн 3-мĕшĕнче çак турниртан дипломпа таврăнчĕ. 5-мĕш класс ачишĕн ку питĕ пысăк савăнăç. Вĕсемпе çапла савăнса пурăнатăп. Çавăн пек савăнăçлă вăхăтра, тăванăм, пĕрре те ватăлма васкамастăп, - тет вăл.
Людмила ФИЛИППОВА
Шуркасси