21 июля 2017 г.
Канаш хулинче те, районĕнче те И.Суранова пĕлмен çын çук-тăр: вăл 30 çул Канашри чăх-чĕп фабрикин коллективне ăнăçлă ертсе пынă. Унăн пархатарлă ĕçне тивĕçлипе хакланă. Илья Кузьмича «Хисеп Палли» орденпа, Чăваш Республикин, ЧР Аслă Канашĕн хисеп грамотисемпе чысланă, «Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ зоотехникĕ» сумлă ятне панă. 2010 çул кăтартăвĕсем тăрăх ăна «Раççейри чи лайăх çынсем» Пысăк энциклопедие кĕртнĕ, унта И.Суранов çинчен уйрăммăн çырса кăтартнă. Нумаях пулмасть пирĕн ентеш тепĕр пысăк хисепе тивĕçрĕ: районăн ĕçпе юрă уявĕнче акатуйра ăна «Районăн хисеплĕ гражданинĕ» ятпа чысларĕç.
Илья Кузьмич алхасуллă-пăтрашуллă 90-мĕш çулсене аса илет те тĕлĕнет: малалла талпăнса утма пÿлсе тăракан чăрмавсене çĕнтерме ăçтан вăй-хал тупнă-ши? Çав самантрах ăна савăнăç туйăмĕ çупăрлать: йывăрлăхсен умĕнче чĕркуçленмен, производство кăтартăвĕ- сене чакарман, çынсене ĕçшĕн тивĕçлипе хавхалантарма пултарнă, çавăнпа коллектив умĕнче чунĕ таса унăн. Чăнах та, экономикăри пăтăрмахсем кĕрхи урмăш çил пек лăскасан та ураран ÿкмен И.Суранов, ÿсĕмсен çулĕпе коллектива шанчăклăн малалла ертсе кайнă. Предприяти çуллен-çул производство калăпăшне ÿстерсе пынă, çапла вара финанспа экономика кăтартăвĕсем çирĕпленнĕ.
Кайăк-кĕшĕк ĕрчетессипе пирĕн республика совет саманинчех палăрнă. Шăпах çав тапхăрта Чăваш Енре чăх-чĕп фабрикисем çĕкленсе ларнă: пĕрисем çăмарта илессипе аталаннă, теприсем бройлер ашĕ çитĕнтерессипе специализациленнĕ. Анчах 90-мĕш çулсенче отрасль йывăрлăха кĕрсе ÿкнĕ, ăçта ертÿçĕсем хавшак, унта предприятисем алăран алла куçнă. Çак лару-тăрура çынсемшĕн тăрăшас тĕллеве пĕр ырă ĕмĕтпе кăна пурнăçа кĕртме май килмен паллах, кунта пуçаруллă хуçа çаврăнăçулăхĕ, професси ăсталăхĕ кирлĕ пулнă. И.Суранов витесенче шĕвĕ топливăпа усă куракан генераторсене отрасльте чи малтан çут çанталăк газĕ çине куçарнă. Вырăнти апата Голланди белокĕпе витаминĕсен хутăшĕпе пуянлатса тутăлантарассине те фабрикăра чи малтан ĕçе кĕртнĕ.
Дипломлă зоотехник Илья Суранов Канашри чăх-чĕп фабрикине 1976 çулта ĕçе вырнаçнă. Ĕç биографине аслă экономистран пуçланă, каярахпа тĕп экономист пулнă, зоотехникра та вăй хунă. 1981 çулта ăна предприяти коллективне ертсе пыма шаннă. Мал ĕмĕтлĕ директор ĕçе пуçаруллă йĕркелесе пынипе фабрика ăратлă кайăк-кĕшĕк ĕрчетекен хăватлă комплекс пулса тăнă. Малтан икĕ чăх вити кăна пулнă, халĕ кунта çиччĕ. Пуринче те ку чухнехи оборудовани вырнаçтарнă, вĕсем çăмарта нумай илме кăна мар, кайăк-кĕшĕк йышне сыхласа хăварма та май параççĕ. Сăмах май, ку кăтарту фабрикăра çĕр процентпа танлашать.
Директор тăтăшах производствăшăн тăрăшни çынсене тимлĕх уйăрассине пĕрре те чăрмав кÿмен. Фабрика таврари пилĕк ялта пурăнакансене ĕçпе тивĕçтернĕ. Кашни ир икĕ автобус вĕсене предприятие тÿлевсĕр турттарса килнĕ. Рабочисем вăхăтра ĕç укçи илнĕ. Кунти шалу калăпăшне районти чылай хуçалăхра тĕлленмен те. Кунсăр пуçне, фабрикăра вăй хуракан кашни çын уйăхсерен çур хакпа 3 кило кайăк ашĕ тата 60 çăмарта туянма пултарнă.
И.Суранов ертсе пынипе Канашри чăх-чĕп фабрики совет саманинче отрасльте малта пыракан предприяти пулнă, ăна темиçе хутчен те КПСС тата Тĕп Комитечĕн, СССР Министрсен Совечĕн, комсомолпа профсоюзăн тĕрлĕ дипломĕпе тата куçса çÿрекен ялавĕсемпе чысланă. Экономика реформисен кăткăс тапхăрĕнче те коллектив çĕнсе илнĕ чикĕсенчен чакман, çăмарта илессине ÿстерсе пынăшăн, производствăна ăнăçлă аталантарнăшăн Чăваш Енĕн Ял хуçалăх министерствин дипломĕсене, Пĕтĕм Раççейри курав центрĕн ылтăн тата кĕмĕл медалĕсене тивĕçнĕ. Канашри чăх-чĕп фабрики республикăри кайăк-кĕшĕк ĕрчетекен хуçалăхсем хушшинче ялан пĕрремĕш-пе иккĕмĕш вырăнсене çĕнсе илнĕ. Илья Кузьмич чăх-чĕп фабрикине вăтăр çул çитĕнÿсемпе çĕнтерÿсен çулĕпе тытса пынă. Халĕ ентешĕмĕр тивĕçлĕ канура.
Ирина ВЛАДИМИРОВА