АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Хăй тивĕçне юратса пурнăçлать

21 июля 2017 г.

Хăй тивĕçне юратса пурнăçлать

   Феония Михайловна Васильева Ешкилт ялĕнче 1962 çулхи утă уйăхĕн 6-мĕшĕнче Михаил Ивановичпа Римма Павловна Ивановсен çемйинче çуралнă. Çемьере вĕсем пилĕк ача çитĕннĕ. Шуркасси шкулĕнчен вĕренсе тухсан Вăрнарти училищĕре малалла вĕреннĕ.
   Шăпа Феньăна кÿршĕллĕ Матьшÿ ялне илсе çитернĕ. 1985 çулта Лев Николаевич Васильевпа пĕрлешнĕ. Малтанах çамрăк çемье Киров облаçĕнче пурăннă, каярахпа упăшкин тăван ялне куçса килнĕ. 1990 çултанпа Феония Михайловна почтальонкăра ĕçлет. Вăл çав тери маттур та вашават хĕрарăм, шÿтлеме те пултарать. Хăйĕн ĕçне питĕ юратса пурнăçлать. Çумăр çăвать-и, хĕвел хĕртсе пăхать-и, çил-тăман-и – яланах çул çинче. Кашни кун почта уйрăмне çитме сахал мар утмалла унăн. Ял халăхĕшĕн çав тери кирлĕ ĕç тăвать. Хаçат-журналпа, кирлĕ таварсемпе тивĕçтерсе тăнисĕр пуçне пенси укçине те вăхăтра çитерсе парать. Ял-йыш унпа яланах кăмăллă. Кашни çынпа курса калаçни мĕне тăрать. Уйрăмах ватăсемшĕн, пĕччен пурăнакансемшĕн Феня яланах кĕтнĕ çын. Юлашки вăхăтра çĕнĕрен-çĕнĕ журналсем килеççĕ, вĕсемпе те паллаштарма тăрăшать почта ĕçченĕ, çырăнса илнисĕр пуçне укçа тÿлесе те илсе вулать хăшĕ-пĕри. Уйрăмах çуллахи вăхăтра хуларан яла килсе пурăнакансем.
   Феония Михайловнăн çемйинче 4 çул каялла пысăк çухату пулчĕ, мăшăрĕ Лева пурнăçран вăхăтсăр яланлăхах уйрăлса кайрĕ. Юратупа тĕвĕленнĕ çемьере ывăлпа хĕр çитĕнсе çитсе пурнăç çулĕ çине тăнă ĕнтĕ, чун тĕпренчĕкĕсем амăшĕшĕн пысăк тĕрев пулса тăраççĕ. Тата мăнукĕ Богдан пурăнма хавхалантарать.
   Сумлă юбилей ячĕпе Феония Михайловнăна районти почта уйрăмĕн ĕçченĕсем ĕçри çитĕнÿсемшĕн Хисеп хучĕ, чечек çыххи тата асăнмалăх парне парса чысларĕç. Çавăн пекех ĕçтешĕсемпе çывăх çыннисем те саламларĕç. Вăрăм ĕмĕрлĕ пулма çирĕп сывлăх, телей, ăнăçу сунчĕç.


Галина ШАДРОВА,
Çеçпĕл ял библиотекин заведующийĕ

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика