21 июля 2017 г.
Ухманти харпăр пулăшу магазинĕ яла пырса кĕнĕ çĕртех вырнаçнă. Чарăнура анса юлакан çын лавккана кĕрсе мĕн те пулин туянмасăр иртсе каймастех. Кунта тавар илекен хăйне мĕн кирлине хăй суйласа илет. Валентина Алексеевна Данилова магазин заведующийĕ, Людмила Михайловна Степанова, Оксана Петровна Владимирова (ÿкерчĕкре сылтăмран сулахаялла) суту-илÿ тытăмне ăнсăртран лекмен, вĕсем пурте ку енĕпе ятарлă професси илнĕ. Валентина Алексеевна потребкооперацире 30 çул вăй хурать. Тавар туянакансемпе яланах тарават вĕсем, ĕçре пысăк опыт пухнă.
Чăнах та, магазина килнĕ çын кирлĕ тавар туяннипе пĕрлех унтан çĕкленчĕк кăмăл туйăмпа кайтăр тесе те тăрăшаççĕ сутуçăсем. Ĕç планне те тултарса пыраççĕ. Килен-каяна çывăх тăван пек кĕтсе илеççĕ Ухманти лавккара. Ял çынни хăйĕншĕн тăрăшнине кунта кашни килмессерен туйса тăтăр теççĕ.
Ирина АНДРЕЕВА