07 июля 2017 г.
Кăçал çанталăк тĕлĕнтермеллипех тĕлĕнтерет. Вырăн-вырăн çил тăвăл алхасать, хăш-пĕр регионта шăрăх çунтарать, шыв айне пулнипе нушаланакансем те пур. Нумаях пулмасть кăна-ха Тутар Республикинче шап-шурă юр çуса лартрĕ. Хамăр республикăра та çумăрпа хутăш пăр çукаласа иртет. Кун пек чухне çĕр ĕçченне кăçалхи тухăç мĕнле пуласси ирĕксĕрех шухăшлаттарать. Пахча çимĕçпе улма-çырлана хĕл каçма çителĕклĕ туса илме май килĕ-ши? Çĕр çинче çăвĕпе ĕçлени усăсăр пулмĕ-и? Çак канăç паман ыйтусем çине хурав шыраса Уйкас ялĕнче пурăнакан Марина Степановнăпа Виталий Осипович Глущенкосем патне çитсе килтĕмĕр. Кăçалхи çул ăста пахчаçăсемпе сад ĕрчетекенсемшĕн те кĕтменлĕх пулчĕ. Пуян опыт пухни тата çĕр çинче ĕçлеме юратни вĕсене çанталăк чăрмав кÿнине пăхмасăр чылай ял хуçалăх культурине çухатусăр çитĕнтерме май пачĕ.
Глущенкосен кил хуçалăхне пырса кĕрсен тĕлĕнмеллипех тĕлĕнтĕм. Икĕ хутлă пысăках мар çурт тăррине çити иçĕм çырли тĕмĕ кармашать. Чÿрече айĕнче ÿсекен тĕрлĕ тĕслĕ чечексем куçа илĕртеççĕ. Пахчара илемлĕ йăрансем. Хăтлă беседка хăй патне илĕртет. Кил хуçисемпе пуçарнă калаçу шăпах çав пĕчĕк хуралтăра пулса иртрĕ те.
- Çанталăк çакăн пек тĕлĕнтермĕшсем кăтартнине хамăр ĕмĕрте астусах каймастпăр. Ака уйăхĕн вĕçĕнче тата çу уйăхĕн пуçламăшĕнче пăшăрхантаракан пулăмсем пулса иртрĕç. Хур кайăксем, кайăк кăвакалсем тата акăшсем Уйкас ялĕ урлă вĕçсе иртрĕç. Кун пекки нихăçан та пулман. Çакна ялта пурăнакан ватăсем те çирĕплетрĕç. Кăнтăртан килекен вĕçен кайăксен çулĕ пирĕн тăрăхран выртман. Çитменнине тата вĕсем çурçĕртен кăнтăралла вĕçрĕç. Хытă пăшăрханнипе çак пулăма ăсчахсене ăнлантарса пама ыйтрăмăр. Вĕсем пире лăплантарчĕç: çĕршывăн çурçĕр енче йăва çавăрма вырăн çуккипе кайăксем кăнтăралла çул тытнă имĕш.
Малтанлăха çу кунĕсен пĕрремĕш уйăхĕ сивĕ пулассăн туйăнмарĕ. Ака уйăхĕ ăшă тата лăпкă тăчĕ. Пахчаçăсем çĕр улми лартма тытăнчĕç, калчасене ана çине куçарса лартрĕç. Çу уйăхĕ кĕтмен «парне» илсе килчĕ. Сивĕсем хуçаланма пуçларĕç, каçсерен тăм ÿкрĕ. Шăтса тухма ĕлкĕрнĕ çĕр улми çулçисем хуралса ларчĕç. Чылайăшĕн помидор калчисем пĕтрĕç. Эпир çак культурăна çăлса хăварма пултартăмăр, кашни тĕмне теплицăна куçарса кĕтĕмĕр. Çулçисем, паллах, хуралчĕç, кайран тепĕр хутчен хунаса вăй илчĕç. Сивĕсем текех пулмĕç пулĕ тетпĕр, пилĕк-ултă градуса вĕсем тÿссе ирттерчĕç. Хăярсем те çеçкене ларчĕç, тинтерех кăна имшер курăнатчĕç. Çанталăк ăшăтнине вĕсем те сисрĕç курăнать.
- Марина Степановна, Виталий Осипович! Кăçал çĕр ĕçченне мĕнле çимĕçсем тухăçĕпе савăнтарма пултарĕç?
- Кăçал тымар çимĕçсем - çĕр улми, кăшман тата кишĕр ăнса пулĕç. Вĕсем ÿссе ĕлкĕрĕç. Суханпа ыхра та тухăçĕпе савăнтарма кирлĕ. Купăста валли çанталăк уйрăмах меллĕ, сивĕ тата нÿрĕ çанталăка çак çимĕç питĕ кăмăллать.
Çырла тата пан улми сахалтарах пулĕ. Чие йывăççи те çеçкене ирĕккĕн лармарĕ. Жимолость çеçкереччĕ, анчах та ун çийĕн пыл хурчĕсемпе тĕкĕл турасем вĕçеймерĕç. Çанталăкĕ ăшă кунсемпе савăнтармарĕ. Хăмла çырли тата хурлăхан тĕмĕсем те çырлапа йăтăнса лармĕç. Пан улми йывăççисем çеçкереччĕ, шел, вăл вăхăтра çанталăк сивĕтсе кайрĕ.
- Уйкаса мĕнле лекнĕ-ха эсир?
- Промышленность енĕпе ĕçлекен пысăк хулара пурăннă май пĕчĕк тата лăпкă вырăна куçса килме ĕмĕтленеттĕмĕр. Канаш хули шăпах çак вырăн пулчĕ те. Кунта эпир 1985 çултанпа пурăнатпăр. Уйкас ялĕнче çĕр илтĕмĕр, унта çуркунне пурăнма каятпăр та кĕркунне куçса килетпĕр. Çăвĕпех пахча ĕçĕпе тăрмăшатпăр.
- Пысăк тухăçăн вăрттăнлăхĕсене уçса парăр-ха?
- Халĕ сухан тата укроп лартма кая юлман-ха. Анчах та сулхăнра. Ыхрана та уçă вырăна лартни вырăнсăр. Хăшĕ-пĕри кишĕре суха кассипе акма кăмăллать, эпĕ çак культурăна йăран çине хăйăрпа хутăштарса сапатăп. Çиелтен кайран кĕреплепе иртсе каятăп та вăл питĕ аван шăтса тухать. Пирĕн йăхра пахчаçăсем çук пулин те çĕр çинче ĕçлеме питĕ кăмăллатăп. Атте - çар çынни, анне служащи пулнă. Хрущев вăхăтĕнче, çĕр лаптăкĕсем валеçнĕ тапхăрта, манăн аттепе анне те айккинче юлман. Сад участокĕсем хуларан питĕ аякраччĕ, эпĕ унта çуркунне кайса чечексем лартаттăмччĕ.
Пахчаçăсен çакна яланах асра тытмалла, çĕре кирек хăçан та кăпкалатса тăмалла. Çакă шăварнинчен те пахарах. Тымарăн сывламалла. Çумăр иртсе кайнă хыççăнах эпĕ çак ĕçе пуçăнатăп. Пахчара ĕçленĕ чухне манăн кăмăл çĕкленет, ыратни çинчен те манса каятăп.
- Çитĕнтернĕ тухăçпа мĕн тăватăр? Ăçта упратăр?
- Хуçалăхра нÿхреп пурри пĕлтерĕшлĕ. Пуçтарса илнĕ пахча çимĕçе тăварлатпăр, кантăк савăтсене хупатпăр. Улма-çырларан компот вĕрететпĕр, варени пĕçеретпĕр. Кавăн пăтти хатĕрлетпĕр. Çак пурлăх йăлтах сивĕ нÿхрепре упранать.
Алена ПЧЕЛКИНА
Сăн ÿкерчĕкĕсем авторăн