АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тăхăр вунна пуснă кинемей пулă тытма та çÿрет

30 июня 2017 г.

Тăхăр вунна пуснă кинемей пулă тытма та çÿрет

   Нина Павловна Павлова Янкăлч ялĕнче пурăнать. Ырă кăмăллă, ăш-пиллĕ, тарават кинемейĕн ĕмĕр сакки, чăн та, сарлака пулнă. Тăхăр вунна пуснă вăл: нумай пурăннă, нумай курнă. Пурнăç вăрттăнлăхĕсене те аван пĕлет.
   - Нина аппа, хăвăр çинчен каласа парсамăрччĕ.
  - Нумай çул каялла çак ялтах, йышлă çемьере çуралнă эпĕ. Пуçламăш шкулта тăватă класс вĕреннĕ. Мăшăрăм манăн янкăлчсемех пулнă. Пÿлĕхçĕ каçартăр та, кăра мăмăллă çынччĕ вăл. Лайăх пурăннă çĕртех пурнăçа ахăр саманана çавăратчĕ. Апла пулин те тÿснĕ, ачасене тĕрĕс-тĕкел ÿстерес тесе тăрăшнă.
   - Миçе ача сирĕн?
   - Виçĕ ывăл та икĕ хĕр çуратрăм. Мăнуксем те пур. Ачасемпе савăнатăп. Люба хĕрĕм Мускавра пурăнать, Сашăпа Толя çемйисемпе Шупашкарта тĕпленнĕ. Оля - Ульяновскра, Вова вара ялта. Ачасем мана лайăх пăхаççĕ. «Анне» тесе çеç тăраççĕ. Уявсенче пĕрле пуçтарăнсан чун савăнать, юрлас килет.
   - Юрă - чун уççи теççĕ çав.
   - Юрланă, юрламасăр тăман. Савăнăçра та, тунсăхра та юрă пулăшнă.
   - Эсир выçлăх çулĕсене те, вăрçă çулĕсене те тÿссе ирттернĕ.
  - Çапла, çăмăл пулман. Арçын вырăнне ĕçленĕ. Тырă акса тата вырса илме питĕ йывăрччĕ. Лашасем çитсе пыманнипе вăкăрсемпе ĕнесене кÿлеттĕмĕр. Тыр-пула вăхăтра пуçтарса кĕртейменни те пулнă. Уйри юра сире-сире шăннă пучахсем пуçтарса килеттĕмĕр. Улăхсене çулаттăмăр. Аслисемпе вăрман ĕçне те кайнă... Выльăх пăхнă.
   - Нина аппа, çĕр çинче тулăх пурăнас тесен мĕн тумалла?
   - Лайăх пурăнас тесен ĕçлемелле. Пилĕк авса, тар тăкса. Ачасене те пĕчĕклех ĕçе хăнăхтармалла. Унсăрăн «тÿрĕ пилĕк» çитĕнеççĕ.
   - Эрех ĕçнĕ-и эсир?
  - Эрехе пачах ĕçмен тесе калаймастăп. Хытă шăнсан, йывăр ĕçлесен шăм-шака çемçетме, анчах та иртĕхмен. Ытлашши ĕçни, çини сывлăхшăн сиенлĕ. Халĕ юн пусăмĕ ÿснипе аптратăп та эрех тени аса та килмест.
   - Апат начар çинипе сывлăх хавшать тетпĕр? Эсир мĕн-мĕн çинĕ-ха?
  - Крахмал пашалăвĕ те, мăян çăкăрĕ те. Çĕр кăмпине те, кăпăкпекскерне пуçтараттăмăр. Вăл çумăр çусан сап-сарă тухатчĕ. Çавна ăшаласа çиеттĕмĕр.
   - Тăхăнмалли енчен те хĕсĕк пулнă пулĕ...
   - Хальхи пек пусма-тавраш ирĕк пулман. Пиртен кĕпе-йĕм çĕленĕ. Хăйă, краççын çутипе çыхнă, тĕрленĕ.
   - Хăвăр пурнăç пирки мĕн калама пултаратăр?
   - Ватăлтăм çав. Çак тарана çитме пултартăм. Пурнăçра темĕн те куртăм. Çав-çавах çут тĕнче хаклă. Хăш-пĕр чухне, ватă çыннăн ача ăсĕ тенĕ пек, пулă тытма тухса ларатăп. Пĕви хамăр пахча хыçĕнчех те. Çакă та хăйне май пурнăç интересĕ.
   - Нина аппа, эсир чунпа çап-çамрăк. Сăнăрпа та чиперех. Ăшă калаçушăн пысăк тав сире. Ан чирлĕр, сывлăхпа тăрăр.
   - Тавах, ман пек вăрăм ĕмĕрлĕ пулăр.

Елена ВАСИЛЬЕВА
калаçнă

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика