АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Выльăх апачĕн пахалăхне шута илсе ĕçлемелле

30 июня 2017 г.

Выльăх апачĕн пахалăхне шута илсе ĕçлемелле

   Нумаях пулмасть район администрацийĕн АПК организацийĕсемпе çыхăнса ĕçлекен эксперт специалисчĕсем районти хуçалăхсене тухса выльăх апачĕ хатĕрлес ĕç мĕнле пынипе паллашнă. «Ямашевская» агрофирмăра нумай çул ÿсекен курăксене çулаççĕ. Район комиссийĕ пынă вăхăтра ямашсем курăка 50 гектар çинче çулнă. Ăна типĕтсе илсе кĕресшĕн. Хуçалăх ĕçченĕсем çавăн пекех ĕнесене те симĕс курăк çулса çитереççĕ.
   «Цивиль» тулли мар яваплă пĕрлĕхре те утă валли нумай çул ÿсекен курăксене çулаççĕ. Çанталăк час-часах ылмашса тăнине тĕпе хурса курăка вăхăтлăха сенажа хывма палăртнă. Вĕтетнĕ симĕс массăна тăватă техника турттарса тăрать. Сенаж шăтăкĕнче ăна икĕ трактор таптаса пусăрăнтарать. Траншейăна вĕсем тăватă кунта тултарĕç, выльăх валли 900 тонна апат пулĕ.
   Кăçал районта выльăх-чĕрлĕхе тĕрĕс-тĕкел хĕл каçарма 3411 тонна утă, 8054 тонна сенаж тата 9476 тонна силос хатĕрлесе хăвармалла. Нумай çул ÿсекен курăксен лаптăкĕ районта 4876 гектар йышăнать, пĕр çул ÿсекеннисене кăçал 1798 гектар çинче акса хăварнă.
   Çанталăк çĕр ĕçченне типĕ тата уяр çанталăкпа кăçал питех савăнтармасть. Çак сăлтава пула утта типĕтсе кĕртме чăрмавлă. Хуçалăх ĕçченĕсем хаклă вăхăта сая ярас мар тесе хальхи вăхăтра сенаж хатĕрлессипе çине тăрса тимлеççĕ.
   Çĕртме уйăхĕн 28-мĕшĕ тĕлне районти ял хуçалăх организацийĕсемпе фермер хуçалăхĕсем нумай çул ÿсекен курăксене 1814 гектар çинче çулнă (планăн 37 проценчĕ). 215 тонна утă хатĕрленĕ (планăн 6 проценчĕ), 500 тонна сенаж хывнă (планăн 6 проценчĕ).
   Сенаж хывассипе «Цивиль» тулли мар яваплă пĕрлĕх (250 тонна янталанă), Киров ячĕллĕ ЯХПК (200 тонна) кăтартуллă ĕçлесе пыраççĕ. «Сормовский» пĕрлĕхре 300 тонна силос хывнă.
   Çумăрлă çанталăка пăхмасăр районта утă типĕтсе кĕртекен хуçалăхсем те çук мар. «Цивиль» пĕрлĕхре ăна 30 тонна, «Исток» пĕрлĕхре 40 тонна, Петров фермер хуçалăхĕнче 80 тонна хатĕрленĕ. Нумай çул ÿсекен курăка çулассипе Герасимов, Кочанов, Никонов, Михайлов тата Лукиянов фермер хуçалăхĕсем лайăх ĕçлесе пыраççĕ.
   Выльăх апачĕ хатĕрленĕ чухне план калăпăшне кăна шута илмелле мар, апат пахалăхне те тĕп вырăна хумалла. Çак тĕллевпе хатĕрленĕ выльăх апатне лабораторире тĕрĕслеттерсех тăмалла.

Валерий ДОЛГОВ

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика