23 июня 2017 г.
Çурхи ĕçсем вĕçленчĕç. Çакна палăртса районта Акатуй уявне йĕркелесе ирттерчĕç. Çу кунĕсенче хресченĕн ĕç калăпăшĕ вара тата та ÿсет, шăтса тухнă культурăсене çум курăкран тасатмалла, сиенлĕ хурт-кăпшанкăран сыхламалла, çав вăхăтрах кĕрхи культурăсем валли çĕр те хатĕрлемелле.
«Канмаш» тулли мар яваплă пĕрлĕх кĕрхисене кăçал 500 гектартан кая мар акса хăварма палăртать. Çак тĕллевпе хуçалăх ĕçченĕсем çĕрсене хатĕрлеме пуçланă та ĕнтĕ. Асхва ял тăрăхĕнче ятарлă икĕ техника уйсене тĕм-йывăçран тасатассипе тимлеççĕ. Вĕсем хыççăн палăртнă уй-хире ытти агрегат тухĕ.
«Канмаш» хуçалăх районти пилĕк ял тăрăхĕнче ĕçлет, 3081 гектар çĕре сухаласа акса тăрать. Кăçал ял хуçалăх предприятийĕн ĕçченĕсем çурхисене 1948 гектар çинче акса хăварнă, вăл шутра пĕрчĕллĕ культурăсем 1341 гектар ышăннă. Кăçал пуçласа хĕвел çаврăнăшĕ акнă, вăл Ухман ял тăрăхĕнче 250 гектар çинче шăтса тухнă. Ÿкерчĕкре «Канмаш» тулли мар яваплă пĕрлĕхĕн исполнительнăй директорĕ Валерий Лапшин асăннă культурăн кальчисемпе паллашнине курма пулать. Кĕçех çак уй хĕвел çаврăнăшĕн çеçкисен илемлĕ сарă тĕсĕпе витĕнĕ.
Хальхи вăхăтра «Канмашра» çавăн пекех уй-хирте çум курăка пĕтерессипе тата çитĕнекен культурăсене сиенлĕ хурт-кăпшанкăран сыхлассипе те тимлеççĕ.
Валерий ДОЛГОВ