16 июня 2017 г.
Раççейри Экологи, Чăваш Енри Амăшĕпе Ашшĕн çулталăкĕсене тата район 90 çул тултарнине халалланă Акатуй уявĕ «Юрататăп сана, Канаш ен!» флешмобпа уçăлчĕ. Унтан уяв сцени çине районти ачасен пĕрлештернĕ хорĕ тухрĕ. Пуçтарăннисене уяв ячĕпе район пуçлăхĕ И.Иванов тата район администрацийĕн пуçлăхĕ В.Степанов саламларĕç.
- Кăçалхи Акатуя Раççейри Экологи, Чăваш Енри Амăшĕ-пе Ашшĕн çулталăкĕсене тата район 90 çул тултарнине халалларăмăр, -палăртрĕ Владимир Николаевич уява уçнă май. - «Ĕç çынна илем кÿрет», «Ĕçне кура - чапĕ», - теççĕ халăхра. Йăлана кĕнĕ йĕркепе Акатуйĕнче кăтартуллă ĕçлесе пыракан хуçалăхсене, çĕр ĕçченĕсене тата ытти отрасльте тăрăшакансене чыслатпăр. Вĕсем район аталанăвĕнче пысăк тÿпе хываççĕ, эпир пултаруллă ентешсемпе мăнаçланатпăр.
Çу уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне районта 88 хресчен (фермер) хуçалăхĕпе 18 ял хуçалăх предприятийĕ шутланать. Вĕсем çурхи культурăсене 17630 гектар çинче (102,6 проц.) акса хăварнă, вăл шутран пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсем - 13330 гектар (102,3 проц.), пĕр çул ÿсекен курăксем 1780 гектар (108 проц.) йышăнаççĕ.
Кăçал районпа пĕрле «çуралнă» 53 çын 90 çулхи юбилейне паллă тăвать. Канаш енре 80 çултан аслăрах 1341 çын пурăнать. Çĕр çул урлă каçнă тăватă çын пур. Вĕсене пурне те ырлăх-сывлăх тата вăрăм кун-çул сунатпăр. Пирĕн вĕсенчен тĕслĕх илмелле.
Уява килнĕ Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ - Чăваш Республикин ял хçалăх министрĕ С.Артамонов Чăваш Республикин Пуçлăхĕн М.Игнатьевăн саламĕпе паллаштарчĕ. Хăнасен йышĕнче çавăн пекех Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕсем К.Мифтахутдиновпа В. Иванов, «Канашсем» ентешлĕхĕн президиумĕн членĕсем А.Кибеч, Ю.Тарасов, Л.Филиппова, Ю. Алексеев тата ыттисем пулчĕç.
Районăн 90 çулхи юбилейне уявлама Украинăран ятарласа килнĕ Н.Лисовая Çеçпĕл Мишши çуралнă тăрăха çитсе курчĕ. Унта вăл поэтăн ентешĕсемпе калаçрĕ, çĕр ĕçченĕсен уявĕпе кăмăллă юлнине пĕлтерчĕ.
Акатуйĕнче «Янра хут купăс» конкурс та ирттерчĕç. Унăн çĕнтерÿçи ята Ямашри Культура çурчĕн ĕçченĕсем тивĕçрĕç. «Канашсем» ентешлĕх ямашсене «Чайка» купăс парнелерĕ.
Районти депутатсен пухăвĕн йышăнăвĕпе «Канаш районĕн хисеплĕ гражданинĕ» сумлă ятпа Юрий Михайлович Артемьева, Вагиз Тимершинович Ямалиева тата Илья Кузьмич Суранова чысларĕç.
Сцена çине çур акинче пысăк хастарлăхпа ĕçленĕ хуçалăхсен ертÿçисене те чĕнсе кăларчĕç, вĕсене дипломсем тата кубоксем парса чысларĕç. «Канмаш» Агрофирмăн 1-мĕш вырăн (ертÿçи А.Лапшин), АСК «Канаш» 2-мĕш вырăнта (Е.Терентьев), Киров ячĕллĕ ЯХПКн виççĕмĕш вырăн (Н.Андреев). Хресчен (фермер) хуçалăхĕсем вырăнсене çапларах пайларĕç: 1-мĕш вырăн В.Никоновăн, 2-мĕш вырăн И.Лукьяновăн, 3-мĕш вырăн А.Владимировăн.
Уявра никама та тунсăх пулмарĕ. Кашниех хăйне валли чун киленĕçĕ тупма пултарчĕ. Хăватлă мотоциклсемпе килсе çитнĕ байкерсем, тÿперен Раççей Федерацийĕн, Чăваш Енĕн тата ял тăрăхĕсен ялавĕсемпе анакан парашютистсем, хут çĕленсен фестивалĕ, лашасен чупăвĕ тата ял тăрăхĕсен картишĕсем чылайăшне тыткăнларĕ.
Тавралăха каç сĕмĕ хупласа иличченех Асхва çывăхĕнчи стадионта хаваслă юрă-кĕвĕ, шав янăраса тăчĕ. Уяв савăнăçлă дискотекăпа вĕçленчĕ.
Антонина ТЯМИНА
Надежда ЛИСОВАЯ,
Пĕтĕм Украинăри чăвашсен пĕрлĕхĕн ертÿçи:
- Эпĕ кун пек уявра кăçал пуçласа пулса куртăм. Калама çук килĕшрĕ. Çанталăкĕ те уява пуçтарăннисене кÿрĕнтермерĕ. Акатуя пĕлтĕр пĕрремĕш хут Остер хулинче йĕркелесе ирттертĕмĕр. Унта сирен ентеш, кăвар чĕреллĕ поэт Çеçпĕл Мишши канлĕх тупнă. Çак уява унта кăçал та йĕркелесе ирттерме палăртатпăр.
Лидия ФИЛИППОВА,
«Тăван Атăл» журнал тĕп редакторĕ:
- Уяв йĕркелÿçисем Акатуй программине çулран-çул çĕнĕлĕхсем кĕртсе пыни савăнтарать. Районта çамрăксемпе ĕçлени вара уйрăмах сисĕнет. Ачасене наци уявĕ çумне пĕчĕклех явăçтарни те лайăх пулăм. Кăçал сцена çинче районти ачасен пĕрлештернĕ хорне курма пултартăмăр. Шкул çулне çитменнисем спорт ăмăртăвĕсене хастар хутшăнаççĕ. Акатуя халăх çулсерен йышлăн пуçтарăнать. Канаш районĕ пурнăç таппинчен юлмасть тесе уççăмăнах çирĕплетсе калама пултаратăп.
Вячеслав ШПАКОВ,
Сиккасси Культура çурчĕ çумĕнчи
«Асам» ушкăн ертÿçи:
- Акатуй уявне чун-чĕререн кĕтетпĕр. Уява тивĕçлĕ шайра ирттерме çулталăкĕпех хатĕр- ленетпĕр. Халăх умне автор юррисене те кăларма тăрăшатпăр. Кăçал Шевкен Гришши çырнă «Пирĕн Акатуй» сăвва кĕвĕлесе юрра хыврăм. Халăх ăна хапăлласа йышăнасса шанатăп. Юрра «Асам» ушкăн шăрантарать: Юрий Максимов, Алексей Мурзуков тата эпĕ. Акатуй уявĕн концерт программи валли вырăсла çĕнĕ юрă «Небо над землей» та хатĕрлерĕмĕр. Ăна купăспа выляса тата гитара каласа юрлăпăр. Çитес çул та сцена çине çĕнĕ юрăсемпе тухма чун хавалĕ пур.
Наталия ТРОФИМОВА,
Канашри чăх-чĕп фабрикин технологĕ:
- Канашри чăх-чĕп фабрикинче 2008 çултанпа ĕçлетĕп. Чăваш патшалăх ял хуçалăх академийĕнче вĕренсе аслă пĕлÿ илтĕм. 2010 çулта унти биотехнологи факультетĕнчен вĕренсе тухрăм. Мана кăçал, ял хуçалăх отраслĕнче ĕçлекен çамрăк специалиста, Акатуй уявĕнче çурт-йĕр условийĕсене лайăхлатма свидетельство пачĕç. Пĕлтĕр çакăн пек свидетельствăна манăн аппа Мария Григорьева та тивĕçнĕччĕ. Вăл Шăхасан салинче хваттерлĕ пулчĕ. Пире, ял хуçалăхĕнче ĕçлекен çамрăк специалистсене, çакăн пек пысăк тимлĕх уйăрнăшăн Раççей тата республика ертÿçисене пысăк тав сăмахĕ калас килет.
Ача амăшĕ Светлана, Ухман ялĕ:
- Шкул çулне çитмен ачасем хушшинче 100 метра чупса манăн хĕр Даяна Алексеева пĕррмĕш тухрĕ. Ăна укçа парса хавхалантарчĕç. Унсăр пуçне Даяна велосипедпа ярăнса та пĕрремĕш пулчĕ. Икĕ хутчен укçа призерĕ пулса тăчĕ. Акатуй уявне эпир кашни çулах килетпĕр. Хĕрĕм паян ăмăртусенче пĕрремĕш вырăн çĕнсе илнишĕн питĕ савăнтăм. Пĕчĕк çеç ача çакăн пек çитĕнÿсем туни мăнаçлăх ту-йăмĕ çуратать. Даяна мĕн пĕчĕкренех спортпа питĕ туслă, тĕрлĕ вăйă выляма, чупма юратать. Çĕнсе илнĕ укçипе эпир халĕ карусельпе, карета кÿлнĕ лашапа ярăнăпăр, батутсем çинче савăнăпăр.