16 июня 2017 г.
Çĕртме уйăхĕн 12-мĕшĕнче Чăваш Енре Раççей кунне анлăн паллă турĕç. Районсенче çак уява халалланă савăнăçлă чылай мероприяти иртрĕ. Уçырма ялĕнче, сăмахран, уяв кунне асамлăх пали - Чикĕ юпи (Пограничный столб) вырнаçтарчĕç. Тăван çĕршывăн чиккисене хÿтĕлекенсем кунĕн-çĕрĕн сыхă тăраççĕ, вĕсем Раççее тата унăн халăхне сыхлаççĕ. Уçырма ялĕнчи мемориала шăпах симĕс карттуслисене «Тăван çĕршыв сыхлăхĕ, тăшман, хăюлăх» ăнлавсен пĕлтерĕшне пуринчен те лайăх пĕлекенсене халалларĕç.
Çак савăнăçлă тата çав вăхăтрах хумхануллă мероприятине Уçырма ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Ольга Матьянова, район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ - районти финанс пайĕн начальникĕ Андрей Поляков, «Боевое Братство» тата Афганистан ветеранĕсен Раççейри пĕрлĕхĕн районти уйрăмĕн председателĕ Герман Николаев, пограничниксем, ял халăхĕ, шкул ачисем тата хăнасем хутшăнчĕç.
Уçырма ял тăрăхĕн ертÿçи О.Матьянова пуçтарăннисене уяв ячĕпе саламларĕ, ырлăх-сывлăх сунчĕ. Шкул ачисем пуçтарăннисене патриотла юрăсем шăрантарса савăнтарчĕç.
Юрий АЛЕКСЕЕВ,
Чăваш Ен, Крым тата Севастополь партнерла хутшăнăвĕсен правленийĕн председателĕ:
- Крым Республикипе Севастополь тата Чăваш Ен хушшинчи туслăх ÿссе çирĕпленсех пырать. Паянхи куна Крым çурма утравĕнче пилĕк пине яхăн чăваш пурăнать. Икĕ çул каялла кăна вĕсем тăватă пине яхăн шутланатчĕç. Чăвашсем Крым Республикине хаваспах ĕçлеме çÿреççĕ, чылайăшĕ унта пурăнма юлать. Унччен маларах хăйсем чăваш пулнине палăртман ентешсем те чылай, апла пулин те вĕсем тăван халăх культурине, йăли-йĕркине тата чĕлхине упраса хăварма пултарнă.
2016 çулта Севастопольти Балаклавск районĕнче Пĕтĕм чăвашсен Акатуйне уявларăмăр. Вăл Чăваш Наци конгресĕ пуçарнипе пулса иртрĕ. Уява Раççейĕн 23 регионĕнчен 700 ытла чăваш пуçтарăнчĕ. Вĕсем чăваш халăхĕн наци тумне, апат-çимĕçне тата йăли-йĕркине туллин кăтартма пултарчĕç. Акатуй уявĕ виçĕ куна пычĕ.
Пирĕн халăхсен туслăхне бизнесри хутшăнусем те çывăхлатаççĕ. Хальхи вăхăт тĕлне Крым Республикипе Севастополе Чăваш Енри çирĕм ытла предприяти хăйсен хатĕр продукцийĕпе тивĕçтерет. Вĕсемпе Керчь проливĕ урлă кĕпер хывнă çĕрте те хастар усă кураççĕ. Канаш хулинчи «Канмаш» предприяти Крым Республикине ял хуçалăх техники, Севастополе ватса вĕтетекен хатĕрсем ярса панă. Çакăн пек туслă хутшăнусем ÿссе пырасса шанатăп.