09 июня 2017 г.
Валентина БОРИСОВА,
районти культура ĕçченĕ
- Акатуй мĕн авалтан пыракан уяв. Çак йăла-йĕрке пирĕн пата мăн асаттесенченех килнĕ. Çулсерен, çурхи ĕçсене вĕçлесен, çĕр ĕçченĕсем пурте пĕрле пуçтарăнса савăннă, пысăк хастарлăхпа палăрнисене хавхалантарнă. Эпир, районти культура ĕçченĕсем, Акатуй уявне чылай малтан хатĕрленме тытăнатпăр. «Иксĕлми канаш ен çăл куçĕсем» фестиваль йĕркелесе районти Акатуй валли ял тăрăхĕсенчи пултарулăх ушкăнĕсен илемлĕ номерĕсене суйласа илетпĕр. Кайран вĕсенчен уяв концерчĕн программине хатĕрлетпĕр. Куракансен кăмăлне туллин тивĕçтерме тăрăшатпăр.
Ксения ЕМЕЛЬЯНОВА,
редакци ĕçченĕ:
- Пирĕн çемье акатуй уявĕ çывхарасса çулсерен чăтăмсăррăн кĕтет. Пире уйрăмах ирĕклĕ мелпе кĕрешекенсен спорт мероприятийĕ кăсăклантарать. Унта Кирилл ывăлăм хутшăнать. Вăл хăйĕн ăсталăхне «Атлантра» туптать. Республика тулашĕнчи ăмăртусенче те хăйĕн çитĕнĕвĕсемпе савăнтарать.
Аркадий ГУРЬЕВ,
Энтрияль шкулĕн директорĕ
- Акатуй çулсерен спорт ăмăртăвĕсемпе пуян иртет. Юлашки çулсенче унта шкул çулне çитменнисем те хутшăнма пуçларĕç. Пĕлтĕр районти ача сачĕсене аслă ушкăна çÿрекенсем (арçын ачасемпе хĕрачасем уйрăммăн) велосипедпа 100 метр ярăнса ăмăртрĕç. Кайран вĕсемех 60 метра чупрĕç. Спорт мероприятийĕсене çемье командисем те хастар хутшăнаççĕ. Ашшĕсем эстафетăра - 400 метр, амăшĕсем - 300 метр, ачисем 100 метр чупса ăмăртаççĕ. Çак эстафета икĕ ушкăнпа иртет (ачисем 11 çула тата 14 çула çитичченхисем). Спорт ăмăртăвĕсене хутшăнас текенсен «Урожай» стадиона 9 сехет валли регистрацие пымалла.