02 июня 2017 г.
Майăн 28-мĕшĕнче - Тăван çĕршывăн чиккисене хÿтĕлекенсен кунĕ. Хăйсен уявне пограничниксем кăçал та анлăн уявларĕç. Йăлана кĕнĕ йĕркепе малтан Канашри Афганецсен скверĕнче «вĕри точкăсенче» пуçĕсене хунă ентешсене асăнса лартнă палăк умĕнче митинг иртрĕ. Саппасри пограничниксене, районпа хула администрацийĕсен ертÿçисене, Канаш хулин, Канашпа Тăвай районĕсен çар комиссарне Юрий Барышова, Дагестанра пуç хунă Руслан Желудкинăн ашшĕ-амăшне, ветерансене хулари шкулсенче вĕренекен çамрăк армеецсем саламларĕç, сăвăсем вуларĕç. Салтак тивĕçне пурнăçланă чухне вилнĕ пограничниксене пĕр минут шăп тăрса асăнчĕç, палăк умне чечексем хучĕç.
Районта пурăнакан пограничниксем çак кун Анат Сурăм ялĕнче асăмлăх палли - Чикĕ юпи (Пограничный столб) вырнаçтарчĕç. Çак ĕç-пуçа Пограничниксен кунне халалларĕç. Анат сурăмра çуралса ÿснĕ 12 каччă çар тивĕçне чикĕ хуралĕн службинче пурнăçланă. Симĕс карттуслисем «Тăван çĕршыв сыхлăхĕ, тăшман, хăюлăх» ăнлавсен пĕлтерĕшне пуринчен те лайăх пĕлеççĕ.
Чикĕ юпи лартас ĕçе 1983-1985 çулсенче Балтика тăрăхĕнчи чикĕ хурал округĕн Клайд-Кедо КППра хĕсметре тăнă Павел Альбертович Иванов йĕркелесе пычĕ. Асăмлăх паллине ялти Кĕçтук Кольцов воин-поэтăн музейĕ çывăхĕнче вырнаçтарнă. Мероприятие пуçтарăннă çынсене Юрий Барышов çар комиссарĕ, Кăшнаруй ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Владимир Максимов, «афганец» ветерансен районти обществин председателĕ Герман Николаев тата ыттисем саламланă. Владимир атте Чикĕ юпине сăвапланă. «Сурăм ен» пултарулăх ушкăнĕ концерт кăтартнă.
Вăтапуç ял тăрăхĕнче чылай пограничник - Владимир Андрианов, Геннадий Дмитриев, Юрий Михайлов, Анатолий Тимофеев, Александр Андрианов, Михаил Кужаков, Эдуард Тимофеев, Анатолий Николаев, Владислав Антонов, Андрей Кузьмин, Валерий Белов, Анатолий Полетаев, Николай Андреев, Николай Григорьев, Евгений Иванов, Александр Измайлов - пурăнать. Вĕсем те хăйсен уяв кунĕнче ял варринче Чикĕ юпи лартнă.