02 июня 2017 г.

Чăваш Енре кино пăхма кăмăлланине Шупашкарти кинофестиваль уçăлнă кун «Çеçпĕл» кинотеатрта пушă вырăн юлманни, вăл хупăннă чухне те куракан сĕре йышлă пулни çирĕплетеççĕ. Иртнĕ шăматкун сахал йышлă халăхсен кинематографне халалланă вуннăмĕш кинофестиваль Чăваш патшалăх филармонийĕнче савăнăçлă лару-тăрура хупăннă. Тĕп хула çыннисем кăна мар, пĕлтĕр хальхи вăхăта тивĕçтерекен кинозаллă пулнă районсенче пурăнакансем те кино çăлтăрĕсене йышăнчĕç, фильмсем пăхрĕç. Çакнашкаллисенчен пĕри пирĕн район пулчĕ. Фестиваль уçăлсан тепĕр кунхине Сиккассинчи Культура çурчĕ «Старики» фильмăн тĕп режиссерне Владимир Вобликова йышăнчĕ. Çавна май кунта район шайĕнчи анлă мероприяти иртрĕ. Халăх курав залĕнче асăннă фильма пăхнă вăхăтра эпир фойере Владимир Сергеевичран интервью илтĕмĕр.
- «Старики» - манăн пĕрремĕш фильм. Унччен эпĕ документлă фильмсем ÿкернĕ.
- Владимир Сергеевич, Эсир мĕн вĕренсе пĕтернĕ?
- Кăçал Мускав телевиденипе радиовещанин Останкинори институтне куçăмсăр майпа вĕренсе пĕтеретĕп. Унччен малтан театр училищинче пĕлÿ илнĕ.
- Ăçта çуралса ÿснине те пĕлме интереслĕ.
- Эпĕ Ярославль хулинчен. Унтах пурăнатăп. Чăваш çĕрĕпе 2014 çулта паллашрăм. Ун чухне «Локомотив» хоккей клубĕ хăрушă инкеке лекни çинчен ÿкернĕ документлă фильма илсе килнĕччĕ. Шăп çав çулхине лайăх енчен палăртăм темелле. Çакăнта, фестивальте, Раççейĕн тава тивĕçлĕ артисчĕпе Сергей Васильевич Фетисовпа паллашрăм. Вăл мана нумай сăн ÿкерчĕк, хăй вылянă рольсен списокне, Алексей Дударев çырнă «Вечер» пьесăна кăтартрĕ, эпĕ ăна дискпа та пăхрăм. Кино ÿкерме тĕллев лартрăм.
Чăнах та, кино ÿкертĕм. Укçи-тенкине те тупрăм. 2015 çулта «Старики» фильма Ярославль хулинче презентацилерĕмĕр. Йышлă куракан умне те кинона Чăваш Енрех кăлартăмăр. 2015 çулта кинофестивале унпа уçрĕç.
Шел пулин те, Сергей Фетисов актер кăçалхи май уйăхĕнче пурнăçран уйрăлчĕ. Ăна Чăваш Республикинче юрататчĕç, вăл икĕ района çитеймерĕ. Унăн ĕçне малалла тăсма мана ыйтрĕç.
«Старики» мана питĕ килĕ-шет. Сергей Васильевич нумай-нумай кинора ÿкерĕннĕ, анчах та ку - вăл тĕп рольте вылянă пĕртен-пĕр фильм.
- Çак фильм çинчен кăштах каласа кăтартăр-ха, тархасшăн.
- Ялта пĕччен пурăнакан ватă çынсем çинчен. Вĕсен ача-пăчи ÿссе çитĕнсе ялтан тухса кайнă, пысăк хулара тĕпленнĕ, çуралса ÿснĕ вырăна тахçанатнпах килсе курман. Ватăсем вара пĕр тĕллевпе пурăнаççĕ: паян е ыран чун тĕпренчĕкĕсем шăнкăравлĕç, е килсе кайĕç, е тата мĕн те пулин. Анчах нимĕн те пулса иртмест, ачисенчен хальчченхи пекех пĕр сас-хура та çук.
Режиссер кино ÿкерме пуçличчен хăйĕн умне тĕллев лартать: мĕн каласшăн-ха эсĕ хăвăн ĕçÿнте. Манăн пĕр ĕмĕт пулнă: фильма пăхнă хыççăн çынсем ашшĕ-амăшĕ патне шăнкăравласса, енчен те çывăх çыннисем çут тĕнчерен уйрăлса кайнă пулсан вĕсен ячĕпе чиркĕве кайса çурта лартасса кĕтрĕм. Çакна паян е ыран пурин те ăнланса илмелле, мĕншĕн тесен пĕри çамрăклах пĕчченлĕхре юлать, тепри _ каярах, çапах та çак вăхăт çитетех. Фильмра ачасене тÿрремĕн ÿпкелени çук, унта ачисем килтен тухса кайнăшăн ашшĕ-амăшĕн те айăп пур. Ашшĕпе ывăлĕ хушшинчи ĕмĕртен пыракан харкашу. «Вечер» пьеса çĕршыври ялсем мĕнле пĕтсе пыни çинчен.
- Кино ÿкересси, ăна куракан умне кăларасси самай кăткăс ĕç. Йывăрлăхсем пулмарĕç-и?
- Сменăра 14 сехет ĕçлеме тиврĕ. Ирхине 9 сехетре пуçласа ... - миçере пĕтет. Эпир пурте çамрăксем, юн вĕрет, ĕçлес хавхалану пысăк. Ман патăмра профессионал артистсем, иккĕшĕ тава тивĕçлĕ, пĕри халăх артисчĕ, Сергей Безруков теат- рĕнче ĕçлекен çамрăксем ÿкерĕнчĕç. Хамăр пурне те ăнланса пĕтереймесен те хавхалану пысăкчĕ. Пĕрремĕш ÿкерÿ кунне те паянхи пекех лайăх астăватăп. Ăста артистсем мана пултарулăх енчен çирĕпленме пулăшрĕç.
Хам ÿкернĕ фильма пăхнă чухне залра чи хыçала кайса тăратăп та куракансене сăнатăп.
Хам пурăнакан хулара Ярославльте ача-пăча валли «Ералаш» евĕрлĕ «Компот» программа уçрăм. Унта ÿкерĕнекен ачасене театр институтĕнчи педагогсем вĕрентеççĕ. Кĕркунне «Кинотаврике» кайма хатĕрленетпĕр, пире унта йыхравланă.
- Чăваш Республикине Эсир пĕрремĕш çул кăна килместĕр. Мĕнле шухăш-туйăм çуратрĕ вăл Сирте?
- Чăваш çĕрĕ, пĕр суймасăр, ÿстермесĕр калатăп, питĕ килĕ-шет. Сире пĕр кĕске истори каласа кăтартам-ха. Иккĕмĕш хут килсен фестивале хупнă çĕрте ларатпăр. Эпĕ йыхрав хучĕпе хыçалти ретри чи хĕрринчи вырăна лартăм. Ман хыçри рете çамрăк арçын ларчĕ, унтан хĕрарăм пычĕ. Вĕсем вырăн пайлаймаççĕ иккен. «Эсир мĕншĕн хăвăра çакăн пек тытатăр; Эсир мĕн, çынсем пирĕн хитре хула çинчен япăх шутлаччăр тетĕр-им?» - терĕ каччă. Çакна илтсен эпĕ çаврăнса пăхмасăр чăтаймарăм. Çакă маншăн чăвашсем хăйсен тĕп хулине Шупашкара, хăйсен республикине чăнласах юратнине, мăнаçланнине кăтартакан тĕлĕнмелле тĕслĕх вырăнне пулчĕ. Эпĕ Чăваш Ене питĕ юрататăп, кунта уçă чунлă çынсем пурăнаççĕ.
- Пысăк тав Сире, Владимир Сергеевич. Ăнăçу пултăр.
Ирина АНДРЕЕВА
хатĕрленĕ