АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ирина Андреева - чи талантлă ертÿçĕ

02 июня 2017 г.

Ирина Андреева - чи талантлă ертÿçĕ

   Ытларикун Шупашкарта, Чăваш патшалăх пукане театрĕнче, Чăваш Енри Хĕрарăмсен союзĕ йĕркеленĕ «Хĕрарăм - çулталăкри чи лайăх директор», «Чăваш Енри çамрăк директор», «Ял хĕрарăмĕ - предприниматель» республика конкурсне пĕтĕмлетнĕ. Ăсталăх тупăшăвне 32 хĕрарăм хутшăннă.
   Номинантсемпе çĕнтерÿçĕсене Чăваш Республикин Хĕрарăмсен канашĕн Ыр кăмăллăх фончĕн попечитель канашĕн председателĕ Лариса Игнатьева, Патшалăх Канашĕн комитет председателĕ Николай Малов, ЧР Правительство Председателĕн çумĕ - финанс министрĕ Светлана Енилина, сывлăх сыхлавĕн министрĕ, Чăваш Енри Ашшĕсен канашĕн председателĕ Владимир Викторов, культура министрĕ Константин Яковлев, юстици тата пурлăх хутшăнăвĕсен министрĕ Наталья Тимофеева, вĕрентÿ министрĕн çумĕ Алевтина Федорова, Ĕç тата социаллă хÿтлĕх министерствин пай ертÿçи Ольга Еремина саламланă.
   Сиккассинчи Культура çурчĕн директорĕ Ирина Андреева «Хĕрарăм - çулталăкри чи лайăх директор» конкурсра «Талантлă ертÿçĕ» номинацире çĕнтерÿçĕ пулса тăнă. Ирина Анатольевна культура тытăмĕнче 30 çул ĕçлет, вĕсенчен 13 çулне ертÿçĕ должноçĕнче. Çак тапхăрта мĕн чухлĕ ырă улшăну пулса иртмен пулĕ: çурта тултан та, шалтан та юсаса илемлетнĕ, хăтлăх кĕртнĕ, çĕнĕ йышши оборудованипе тивĕçтернĕ. Чăн та, ялти клуба кĕрсе тухма питĕ кăмăллă. Килен-каяна кунта яланах ăш пиллĕн кĕтсе илсе ăсатаççĕ.
И.Андреева ертсе пыракан коллектив çулленех район е республика шайĕнчи мĕнле те пулин конкурсра çĕнтерÿçĕ е лауреат ятне тивĕçет; район чысне республика шайĕнче, республика ятне регион тулашĕнчи фестивальсенче ăнăçлă хÿтĕлет.
   Акă, сăмахран, 2014 çулта Сиккассинчи Культура çурчĕ «Ялти чи лайăх культура учрежденийĕ» номинацире республикăри 50 Культура çурчĕ хушшинче пĕрремĕш степеньлĕ Диплом çĕнсе илнĕччĕ. Çавăн пекех «Чи лайăх миниципаллă культура учрежденийĕ» номинацире 100 пин тенкĕ грант илме пултарнăччĕ. Кусем юлашки çулсенче Ирина Андреева ертсе пынипе тунă çитĕнÿсен пĕр пĕчĕк тĕсĕ кăна.
   Ирина Анатольевнăна сумлă наградăна тивĕçнĕ ятпа саламлатпăр, малашне те пысăк çитĕнÿсем тума ырлăх-сывлăх сунатпăр. Культура вучахĕ хĕмленсе кăна тăтăр, нумай-нумай çамрăка пултарулăх çулĕ çине кăлартăр.

Ирина АНДРЕЕВА

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика