05 мая 2017 г.
Çу уйăхĕн 9-мĕшĕнче пирĕн халăх Тăван çĕршыв историйĕнчи чи хаяр та юнлă Аслă вăрçăра Çĕнтерÿ тунăранпа 72 çул çитнине паллă тăвать. Çĕнтерÿ кунĕ çĕршыв ирĕклĕхĕпе никама пăхăнманлăхшăн кăтартнă паттăрлăхпа чăтăмлăх символĕ пулса тăчĕ. Эпир вăрçă ветеранĕсемпе фронтовиксем, тыл ĕçченĕсем умĕнче пуçăмăра таятпăр. Шел пулин те, вĕсен йышĕ çулсерен сайралса пырать.
Алексей Кириллович Кириллов (варринче) Йăлмачча ялĕнчен. Ăна çара 1944 çулхи ноябрь уйăхĕнче чĕнсе илнĕ. Салтакăн çулĕ Инçет Хĕвел тухăçне выртнă. Вăл радист пулнă, яппунсене хирĕç çапăçнă. Тăшмана çапса аркатнă хыççăн Китай чиккинче хĕсметре тăнă. Тăван тăрăха 1951 çулта тин таврăннă. Алексей Кирилловича Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин 2-мĕш степень орденĕпе, «Японие çĕнтернĕшĕн», ытти медальпе наградăланă. Вăрçăпа ĕç ветеранĕ ялта ывăлĕн çемйипе пурăнать.
Уяв ячĕпе сире, хисеплĕ ветерансем!