АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Сисмесĕр иртсе кайнă ачалăх

07 апреля 2017 г.

Сисмесĕр иртсе кайнă ачалăх

«80 çул тултартăм, ачалăх тутине пĕлеймерĕм», - каласа парать хăйĕн пирки Фаина Максимова.

Фаина Сергеевна 1937 çулхи мартăн 19-мĕшĕнче Ямаш ялĕнче çуралнă. 1939 çулта унăн ашшĕне салтака илсе кайнă, Инçет Хĕвел тухăçĕнче хĕсметре тăнă вăл. Служба вĕçленсен килне таврăнса та ĕлкĕреймен - тăван çĕршывăн Аслă вăрçи пуçланнă. Тепĕр çулхи март уйăхĕнче пĕчĕк çеç хĕрачан ашшĕ Ленинград хулине хÿтĕлесе пуçне хунă. Çамрăк мăшăрĕ вара 5 çулти Фаинăпа тата 3 çулти Юрий ятлă ывăлĕпе тăлăха тăрса юлнă.

Чипер Фаина хăйĕн çамрăк çулĕсене тăван ялĕнчех пурăнса ирттернĕ. Ямаш шкулĕнчен 10 класс вĕренсе тухнă хыççăн Улатăрти вăрман училищине кайса кĕнĕ. Нумай терт курнă вăл хăйĕн ачалăхĕнче. Фаина Сергеевна мĕн пĕчĕкренех питĕ маттур пулнă. Хăй каласа панă тăрăх, вăл çичĕ уйăхрах пĕрремĕш утăмсем тунă. Ĕлĕк хальхи пек мар-çке-ха, ача пăхма никама та декрет отпускĕ паман, колхоз уй-хирĕнче ĕçлемелле пулнă. «Пĕчĕкренпех питĕ пăшатан пулнă эп, анне ĕçе тухса каяс умĕн ман урана сĕтел уринчен кантрапа кăкарса хăваратчĕ», - кулса аса илет Фаина Сергеевна. Йывăр, шутсăр йывăр килнĕ çемьене ашшĕсĕр. Пепкесем, Фаинăпа Юра, хăйсен ашшĕ-не курман. Çавна пула ĕнтĕ вĕсем ачалăх мĕн иккенне пĕлмесĕрех ÿснĕ.

Вăрман училищинчен вĕренсе тухсан Фаина Сергеевнăна Архангельск облаçĕнчи Новодвинск хулине сĕтел-пукан заводне ĕçлеме кайма направлени панă. Çак хулара вăл 49 çул пурăннă. Кунтах, Новодвинск хулинче, чăваш каччиппе Егор Максимович Мак- симовпа паллашнă. 1963 çулта вĕсем çемье çавăрнă. «Анне мана темиçе хутчен те каларĕ: «Ма Якурпа килсе паллаштармарăн?» - тесе. Çамрăк пулнă, вăтаннă ĕнтĕ...» - кулса калать Фаина Сергеевна. Кĕçех вĕсен ывăл çуралнă. Тĕрлĕ сăлтава пула Максимовсем аллă çултан каялла Чăваш Республикине таврăннă. Ку вăхăта ывăлĕ те çемьеленме ĕлкĕрнĕ. Фаина Степановнăпа Егор Максимович, ывăлĕпе кинĕ тата виçĕ мăнукĕ Новодвинск хулинчен Шупашкара килнĕ, кунта хваттер туяннă. Çамрăксем хулара юлнă, аслашшĕпе асламăшĕ хăйсен тăван кĕтесне Ямаша таврăннă. Килĕ юхăнса кайнă пирки Максимовсем çĕнĕ çурт хăпартма тытăннă. Шел пулин те, Егор Максимович тăватă çул каялла чире пула çĕре кĕнĕ, тепĕр икĕ çултан ывăлĕ вилнĕ. Иккĕшне те рак чирĕ пĕтернĕ. Ытла та йывăр хуйхă пулнă ку Фаина Сергеевнăшăн. Икĕ çул хушшинче тĕнчери чи çывăх çыннисем ĕмĕрлĕхех уйрăлса кайни Фаина аппа чĕринче нихăçан тÿрленейми суран хăварнă. Кун пек çухатăва чăтса ирттерме ытла та йывăр...

Халĕ Фаина Сергеевна Ямашри çĕнĕ çуртĕнче пĕчченех кун кунлать. Шупашкарта пурăнакан аслă мăнукĕ асламăшне манса каймасть, кашни эрнере тенĕ пекех килсе тăрать. Питĕ савăнать кинемей кинĕпе виçĕ мăнукĕ хăнана килсессĕн!

Фаина Сергеевна пĕр самант та ĕçсĕр ларма юратмасть. Кил хушшинче ĕç нумай унăн, икĕ алă валли мĕн те пулин тупăнатех. Орхидея ятлă чечеке питĕ юратать, вĕсене килĕнче ÿстерет. Пушă вăхăтра кĕнеке вулама кăмăллать. Ял библиотекинче ĕçлекен Ирина Валерьяновна ăна çĕнĕ кĕнекесемпе паллаштарсах тăрать. Ялта ĕçлекен Ольга Михайловна тухтăр та ватă кинемей патне час-часах килет, мĕн ыратнине е мĕн пăшăрхăнтарнине ыйтса пĕлет.

Нумаях пулмасть кинемей килĕ умĕнчен канав чавса иртсе кайнă. Ялта пурăнакан Эдуард Иванович Анисимов, Людмила Альфредовна Анисимова, Михаил Иванович, Дарья Васильевна, Иван Данилович, Григорий Данилов тата ыттисем те Фаина аппана ун урлă каçса çÿреме пĕчĕк çеç кĕпер туса панă.

Мартăн 19-мĕшĕнче Фаина Сергеевна 80 çул тултарнă. Ку çавра çула вăл ял-йышпа ирттерме шутланă. «Мана пулăшман çын ялĕпе те юлмарĕ пулĕ, вĕсене тав тума хам укçа тÿлесе Шупашкартан «Çавал» ансамбль чĕнсе илтĕм», - каласа кăтартрĕ вăл. Ялти Культура çуртне пухăннă халăх Шупашкар артисчĕсен концертне тăвăллăн алă çупса йышăннă. Пĕтĕм ял-йыш Фаина аппана çуралнă кунпа саламланă.

Кăçалхи март уйăхĕнче Ф. Максимован ашшĕ Ленинградра пуç хунăранпа 75 çул çитнĕ. Кăçал Фаина Сергеевна Ленинград облаçне çитсе ашшĕн вил тăприйĕ умĕнче пуç таясшăн. Турă вăй патăр çак ырă кăмăллă хĕрарăма хăйĕн ĕмĕтне пурнăçа кĕртме.

«Ăçтан вăй-хал тупать-ши çак самаях ватă хĕрарăм?» - тĕлĕнтĕм эпĕ Фаина аппапа курса калаçнă хыççăн. Ун пек çынсем пирĕн хушăра пулни обществăна илем кÿрет.

Анастасия ИВАНОВА

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика