АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Лариса Николаева патĕнче Вупăр Карчăкпа Аçтаха тата тем те пĕр пурăнаççĕ

07 апреля 2017 г.

Лариса Николаева патĕнче Вупăр Карчăкпа Аçтаха тата тем те пĕр пурăнаççĕ

Сител ялĕнче çуралса ÿснĕ, халĕ Шăхасанта пурăнакан, район администрацийĕн вĕренÿ управленийĕнче шутлав ĕçĕнче тăрăшакан Лариса Николаева чăннипех «ылтăн алăллă ăста» ята тивĕç. Çак сăн ÿкерчĕке тинкеререх пăхăр-ха: хăй ларакан диван çине вырнаçтарса тухнă пуканесене, юмах-халапри Вĕри çĕлене, Вупăр карчăка, çичĕ пуçлă Аçтахана, Африкăра пурăнакан мартышкăпа слона тата тем тĕрлĕ чĕр чуна Лариса Вячеславовна хăй аллипе ăсталанă.

- Ал ĕçĕпе эпĕ ачаранпах интересленнĕ. Ман асанне кивĕ михĕсенчен кавир çыхатчĕ, тухья, хушпу тăватчĕ. Чăваш хĕрарăмĕн кĕписене, саппунĕсене чăваш тĕррипе илемлететчĕ, - тет Лариса. - Эпĕ те, асанне çумне тĕршĕнсе, вылямалла пĕчĕк тутăрсем тĕрлеттĕм, нускисем çыхаттăм. Манăн вĕрентекенĕм асанне пулнă тесе эпĕ çирĕппĕнех калама пултаратăп.

Пушă вăхăта пĕрре те ĕçсĕр ирттерес килмест, икĕ алă валли ĕç кирлех. Малтан эпĕ тăхăнмалли япаласем çыхаттăм. Ачасем çуралнă хыççăн ытларах вĕсем валли пуканесем, тĕрлĕрен тетте çыхма пуçларăм.

- Шăхасан клубĕнче ал ĕç ăстисен, юрлама-ташлама юратакансен «Ÿнер тĕнчи» текен ушкăн пур. Эсир унта çÿреместĕр-и?

-  Лариса Вячеславовнăн ачисем пĕчĕк пулнипе клуба çÿреме вăхăчĕ çукрах, - калаçăва хутшăнчĕ манпа пĕрле килнĕ Шăхасанти клуб методисчĕ Любовь Сергеева. - Вăл çыхнă, тĕрленĕ ал ĕçĕсем районти, республикăри куравсене хутшăнса сахал мар диплома тивĕçнĕ. Вăл çыхнă япаласем республикăри теттесен выстакисенче яланах пĕрремĕшпе иккĕмĕш вырăнсене çĕнсе илетчĕç. Пире пĕррехинче питĕ васкавлă Çĕнĕ çул символĕ - Автан кĕлетки кирлĕ пулчĕ. Камран ыйтас? Тÿрех Лариса Вячеславовна патне шăнкăравларăмăр. Вăл пире пĕр кун хушшинче çыхса, илемлетсе пачĕ. Питĕ пултаруллă хĕрарăм!

- Лариса, пĕр пукане çыхма мĕн чухлĕ вăхăт кирлĕ?

- Тĕрлĕрен. Питĕ васкавлă пулсан, пĕтĕм ĕçе пăрахса пĕр кунта çыхса пĕтеретĕн. Пысăккисене икшер эрне çыхни те пулнă. Алăри Хĕл мучине (ÿкерчĕкре Лариса аллинче) икĕ эрне çыхрăм. Ун çÿллĕшĕ пĕр метра яхăн - 83 сантиметр.

- Тăкакĕ пысăк, пурне те укçалла илмелле, сутса материал хакне кăларма пулмасть-и?

- Ачасем ыйтнипе тата хам ку ĕçе юратнипе çыхатăп вĕт-ха. Ман виçĕ ывăл, асли, Никита, вун пĕрте, пиллĕкмĕш класра вĕренет, Дима, вăталăххи, тăххăрта, виççĕмĕш класа çÿрет. Кĕçĕнни, Миша, иккĕре кăна-ха, садик ачи. Вĕсем ыйтнипе выльăх-чĕрлĕх кĕлетки, машина çыхса паратăп.

- Çипрен машина та çыхма пулать-и?

- Вĕсен тапочки-танк та, тапочки-машина та пур урана тăхăнса çÿреме. Кăштах, вырăсла каласан, фантази кăна кирлĕ. Ак çакă - сунарçă, пăшалĕ те пурччĕ, ачасем выляма илнĕ пулас. Ĕçĕ самаях пулсан та виçĕ кунта çыхса пĕтернĕччĕ. Ман упăшка пулла çÿреме юратать те, ăна çуралнă кун тĕлне пысăк çăрттан çыхса патăм. Хавхалантăр терĕм. Пулла таçта та - Сăр шывĕ таранах - çÿрет те, пĕрре те пулăсăр, пушă алăпа таврăнни пулман. Сăр шывĕ çине машинăпа, палатка илсе, çемйипех çĕр каçмалла кайни те пулнă. Эпĕ хам та пулă тытма юрататăп та, час-часах упăшкапа пĕрле каятпăр. Пирĕн çуртпа юнашарах таса уй та, хĕллехи канмалли кунсенче çемйипех, кĕçĕннисĕр, йĕлтĕр сырса ярăнма тухатпăр.

- Халĕ мĕн çыхатăр-ха?

- Вупăр карчăкăн чăх ури çинче ларакан пÿртне çыхса пĕтересшĕн. Ку ачасене укçа пухмалли енчĕк пулать ĕнтĕ. Кунта пÿрте хăпармалли пусма та пур. Пÿрт тăрринче - спутник антенни. Çавăнтах çăхан çăварне карса ларать. Халĕ Вупăр карчăк патне те цивилизаци çитнĕ. Карчăкне хăйне те çыхнă, ун юлташне, вилĕмсĕр Кащее те. Ăна ачасем выляма илсе кайнă пулас, таçта - курăнмасть. Çичĕ пуçлă Аçтахана манса хăварман, акă вăл, сентре çинче. Ман çыхнă çемĕн çыхас килет, вăхăчĕ анчах пултăр. Халĕ ывăлсене валли эрешлесе кофта çыхатăп.

- Лариса, Шăхасан клубĕнче ал ĕç ăстисем мастер-классем ирттереççĕ. Сирĕн çамрăксене, аслăраххисене пукане çыхма вĕрентес кăмăл çук-и?

- Вĕрентме пулать. Эпĕ хирĕç мар, чĕнччĕр кăна...

Василий ЛАПИН Автор сăн ÿкерчĕкĕ

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика