07 апреля 2017 г.
«Çур аки умра - канăç çук чунра» текен каларăша çĕр ĕçне пуçĕпех парăннă çын кăна шутласа кăларма пултарнă. Мĕншĕн тесен çак хĕрÿ тапхăр çĕр ĕçченĕнчен пысăк яваплăх ыйтать: юр кайса пĕтнĕ-пĕтмен тăпрари нÿрĕке тытса, агротехника условийĕсене пăхăнса вăрлăха вăхăтра акса хăвармалла.
Район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ Анатолий Егоров, АПК организацийĕсемпе çыхăнса ĕçлекен пайăн тĕп эксперт специалисчĕ Валерий Долгов çак кунсенче «Пионер» агрофирма» тулли мар яваплă пĕрлĕхре, «Урюм» ЯХПКра çур акине мĕнле хатĕрленнипе паллашрĕç. Хуçалăхсенче хальхи вăхăтра тракторсене, прицепсене, сухаламалли, акмалли агрегатсене юсаççĕ.
Ĕç планĕпе килĕшÿллĕн «Пионер» агрофирмăра (генеральнăй директорĕ Николай Николаев, ĕç тăвакан директорĕ Владимир Николаев) Шелттем ял тăрăхĕн территорийĕнче 325,72 гектар çинче çурхи культурăсене акасшăн. Унсăр пуçне Янкăлч тата Ачча тăрăхĕнчи усă курмасăр выртакан çĕрсене сухаласа пусă çаврăнăшне кĕртмелле.
Хуçалăх машинăпа трактор паркне пĕтĕмпех çĕнетнĕ. Юлашки икĕ çулта кăна 100 млн тенкĕлĕх техника туяннă: икĕ комбайн, икĕ КБМ-11ПС культиватор, тырă акмалли комплекс, икĕ БДМ-4,4 дискатор, опрыскиватель, тракторсем, автомашинăсем тата ыт. те. 6 млн тенкĕлĕх минерал удобренийĕсем, тĕрлĕ им-çам кÿрсе килнĕ. Çунтармалли-сĕрмелли материал çителĕклĕ.
«Пионер» агрофирмăра ытларах çамрăксем ĕçлеççĕ. Механизаторсен канăвне йĕркелеме те тивĕçлĕ майсем туса панă: общежити, кану пÿлĕмĕсем пур, çывăх вăхăтра 50 вырăнлă столовăй хута каймалла. Юнашарах апат-çимĕç лавкки. Хуçалăх ертÿçисем хăйсен специалисчĕсен ĕç условийĕсене лайăхлатассишĕн, чăнах та, çине тăрсах тăрăшаççĕ. Пĕр сăмахпа, «Пионер» паян тесен паян уя тухма хатĕр.
Валерий ДОЛГОВ