АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Татмăшсем „Пултаруллă вĕренекенсене“ палăртрĕç

05 апреля 2017 г.

Татмăшсем „Пултаруллă вĕренекенсене“ палăртрĕç

Пултаруллă ачасемпе ĕçлесси, вĕсен çулне-йĕрне аталантарасси паянхи кун чи пысăк ыйтусенчен пĕри. Çакна тĕпе хурса, тимлĕх уйăрса тăрăшаççĕ те Вăтакас Татмăш вăтам шкулĕнчи вĕрентекенсем. Акă пуш уйăхĕн 23-мĕшĕнче чи пултаруллисемпе чи тавçăруллисене палăртса хавхалантарас тĕллевсемпе „Çулталăкри вĕренекен“ конкурс иртрĕ. Унта Савельева Салампи (1-мĕш класс), Тенькова Люба (2-мĕш класс), Григорьева Ангелина (3-мĕш класс), Иванов Глеб (4-мĕш класс), Павлова Вероника (5-мĕш класс), Исакова Юля (6-мĕш класс), Козлова Катя (7-мĕш класс), Герасимова Катя (8-мĕш класс), Федорова Люба (9-мĕш класс), Григорьев Николай (10-мĕш класс) хутшăнчĕç. Конкурса хутшăнакансем хăйсемпе паллаштарчĕç. Савельева Илемпипе Тенькова Люба нумай кĕнеке вулаççĕ, чĕр чунсем çинчен калакан энциклопедисемпе интересленеççĕ, ташлама-юрлама юратаççĕ. Григорьева Ангелина кĕçĕн классенченех çын умне тухса калаçма, сăвă вулама, тĕрлĕ хайлав çырма хăнăхса пырать, пушă вăхăтра вара тĕрлет. Иванов Глеб квиллинг мелĕпе тĕрлĕ ÿкерчĕк, савăт ăсталать, районти конкурссене хутшăнса малти вырăнсене йышăнать. Павлова Вероника вара „5“ паллăсемпе кăна вĕренет, бисерпа тĕрлĕ кÿлепе ăсталать, ашшĕпе амăшне, асламăшне пулăшма та вăхăт тупать. Герасимова Катя тăван тăрăха юратать, вăл татах та илемлĕрех пултăр тесе „Илемлĕх проекчĕсем“ тăвать. Федорова Люба пур предмета та юратса вĕренет, кăçал вăл республикăра общество, тăван ен культури предмечĕсемпе иртнĕ олимпиадăсене хутшăнчĕ. Тăван шкула ылтăн медальпе вĕренсе пĕтерме ĕмĕтленекенскер сăвă-калав çырма та, ташша-юрра та ăста. Григорьев Николай сăвă çырма, вĕсене вулама, юрлама юратать, волейбол вăййине кăмăллать. Салтак пулас ĕмĕтпе кĕлеткене çирĕплетес тесе час-часах шкулăн спорт залне çÿрет, йĕлтĕрпе те, çуран та чупать. Ачасем конкурсра хăйсем паянхи пурнăç таппипе тан утса пынине, ĕçе хăнăхса ÿснине, пур енлĕ аталанса пынине кăтартса пачĕç. Кĕçĕн ÿсĕмри ачасем хушшинче малти вырăна Григорьева Ангелина тухрĕ, вăтаммисем хушшинче Павлова Вероника, аслисем хушшинче Григорьев Николай çĕнтерÿçĕ пулчĕç.

Вера ГРИГОРЬЕВА, чăваш чĕлхипе литература вĕрентекенĕ

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика