31 марта 2017 г.
«Мĕншĕн шырамалла? Кунта пуç хунисем те тахçанах çухалнă. Вĕсене кĕтекенсем те тахçанах çут тĕнчерен кайнă. Вĕсем пурте тахçан-тахçанах манăçа тухнă...» - теттĕр эсир мана...
Пирĕн çĕршыври кашни çемьере тенĕ пекех Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче хыпарсăр çухалнă çын пур. Камăн сăн ÿкерчĕкĕ, камăн мĕнле те пулин япали е çырăвĕ упранса юлнă. Андрей Александрович Александрова ачисем, мăнукĕсем, тăванĕсем нумай çул хушши хыпарсăр çухалнă тесе шутланă. Ăвăспÿрт Кипеч шкулĕнчи «Мемориал» шырав кружокĕн членĕсем хыпарсăр çухалнă А.Александров шăпи çинчен каласа паракан информацисене шыраса тупсан вĕсен тăванĕсем мĕнешкел савăннине каласа пама та çук.
Андрей Александрович Ăвăспÿрт Кипеч ялĕнче çуралса ÿснĕ. Ялти çичĕ класлă шкула вĕренсе пĕтернĕ. Шкул хыççăн специальность илсе производствăра вăй хунă. 1933-1935 çулсенче Хĕрлĕ Çарта службăра тăнă. Салтакран таврăнсан Хусанта ĕçленĕ.
Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи пуçлансан Хусан çар комиссариачĕ ăна фронта ăсатнă. Малтан Калинин фрончĕн командирсене хатĕрлекен полк шкулĕнче вĕреннĕ. 1942 çул вĕçĕнче асăннă фронтра лару-тăру çивĕчленсе çитнĕ пирки, Ржевпа Сычево опреацийĕн иккĕмĕш тапхăрĕнче, курсантсене вĕрентме чарăнса вĕсене малти линие илсе кайнă. Пирĕн ентеш Андрей Александрович Александров артиллери чаçĕн курсанчĕ Калинин фрончĕн 20-мĕш гварди стрелковăй дивизин 46-мĕш гварди артполкĕн 20-мĕш вĕренÿ батальонĕн йышĕнче пулеметчик пулса тăшмана хирĕç çапăçнă. 1942 çулхи декабрĕн 5-мĕшĕнче Ржевпа Сычевошăн пынă хаяр çапăçусенче паттăрсен вилĕмĕпе вилнĕ. Ăна Калинин облаçĕнчи Ржев районĕнчи Никоново ялĕн çурçĕр хĕвел анăç енче пытарнă.
Паян пирĕн шкулта паттăрăн кĕçĕн мăнукĕн мăнукĕ Тимур Васильев вĕренет. Тимур пур çĕре те ĕлкĕрме тăрăшать: вĕренÿре те, спортра та маттур. Хăйĕн мăн аслашшĕпе чăнннипех мухтанать.
Ольга ВАСИЛЬЕВА, историпе общество пĕлĕвĕн учителĕ