АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Нина ЯКОВЛЕВА: «Маншăн театр юмах пек туйăннă»

24 марта 2017 г.

Нина ЯКОВЛЕВА: «Маншăн театр юмах пек туйăннă»

 

Çуркунне çитнĕ май чун-чĕре темле çĕнĕлĕх кĕтет. Ара çуркунне пĕтĕм тĕнче чĕрĕлет-ха та. Канашри И.А.Кабалин ячĕллĕ 11-мĕш вăтам шкулта та çуркуннене хăйне евĕрлĕ кĕтсе илме шутланă ахăртнех. Кунти тăван чĕлхе учителĕ - Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ вĕрентекенĕ Надежда Максимова «Театрти çуркунне» фестиваль йĕркелерĕ. Унта хулари пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вĕренÿ учрежденийĕсенчи чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекенсем, шкул ачисем, ашшĕ-амăшĕ пуçтарăнчĕç. Мероприятин тĕллевĕ питех те пархатарлă: чăваш халăхĕн илемлĕ пултарулăх культурине сыхласа хăварса ăна çĕнĕрен вăй илтересси; театр искусствине тата унăн жанрĕсене ачасемпе çул çитмен çамрăксем хушшинче сарасси; мастер-классем урлă ал ĕç ăсталăхне аталантарасси; çемье, ашшĕпе амăшĕн сумне ÿстересси. Кунта çакна палăртса хăвармалла: Надежда Викентьевна чăвашлăха аталантарас тĕлĕшпе калама çук пысăк ĕç тăвать. Çакă вăл ирттерекен уроксенче, мероприятисенче питĕ уçăмлăн палăрать.

«Театрти çуркунне» фестивале Н.Максимова ертсе пыракан «Мерчен» фольклор ушкăнĕ уçрĕ. Ачасем Çăварни мешехин пĕр сыпăкне кăтартрĕç. 6-мĕш класра вĕренекен Настя Андреева «Анне» сăвва, 10-мĕш класс хĕрачи Настя Павлова Петĕр Хусанкай çырнă сăвва пăхмасăр вуларĕç.

Хулари Культура керменĕ çумĕнчи «Çамрăклăх» халăх театрĕ Николай Угаринăн «Çăлтăрсем тухаççĕ тÿпене» пьеси тăрăх лартнă спектаклĕн пĕр сыпăкне кăтартрĕ. Театрăн режиссерĕ - Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Алевтина Яшманова. Спектакльти сăнарсене Надежда Максимова вĕрентекен, Альбина Волкова чукун çул ĕçченĕ, Çĕнĕ Шелттем шкулĕн вĕрентекенĕ Ольга Зайцева, хулари 10-мĕш вăтам шкулта вĕренекен Даша Инокентьева, Уçырма шкулĕн вĕренекенĕ Гриша Петров, Канашри ПАТПра ĕçлекен Энтрияль арçынни Вячеслав Прокопьев, медицина колледжĕн студенчĕ Артем Зайцев питĕ ăста уçса пачĕç.

Унтан уявăн хисеплĕ хăни - Раççей тата Чăваш халăх артистки Нина Яковлева сăмах илчĕ. Хăйĕн кун-çулĕпе кĕскен паллаштарчĕ. Театр ĕçĕ-хĕлĕ çинчен каласа кăтартрĕ.

- Çитес çулхи январь уйăхĕнче Чăваш патшалăх академи драма театрĕ 100 çул тултарать. Çав 100 çултан 56 çулне эпĕ те унта ĕçленĕ тесе шутласа илтĕм те - тĕлĕнсе кайрăм. Ĕненес те килмест. Театр 50 çул тултарнă чухне те сцена çинче спектакльте вылянăччĕ. Пирĕн театр Хусанта çуралнă. Унта вĕренекен чăваш студенчĕсем, ĕçлекен çамрăксем 1918 çулта театр йĕркеленĕ. 1920 çулта Чăваш автономине туса хурсан театра Шупашкара куçарса килнĕ.

Театрăн кивĕ çурчĕ сыхланса юлайман, вăл Атăл управăшĕнче шыв айне юлнă. Пĕр купсан мунчала складĕнче вырнаçнă пулнă. Эпир вĕренме кĕнĕ чухне экзаменсене çав театрта тытрăмăр. Мускавран вĕренсе килнĕ çĕре, 1961 çулта, шăп та хальхи театрăн çуртне туса пĕтернĕ. Эпир пĕрремĕш сезон вĕренсе килнĕ çамрăксем çĕнĕ театрта ĕçлеме пуçларăмăр.

Пĕрле вĕренсе килнисенчен халĕ Валерий Николаевич Яковлев, эпĕ тата Нина Григорьевна Григорьева ĕçлетпĕр. Валерий Николаевич вĕренсе килсен пĕр-ик çул ĕçленĕ хыççăн çав институтах режиссер ăсталăхне алла илме кайрĕ.

Учительсенчен пĕри те тепри хăнана ыйту пачĕ. Мĕн-ха вăл артист? Шăпа е ĕмĕт?

- Ĕмĕчĕ вăл нихăçан пурнăçланайми ĕмĕт пулнă. Юмах пек туйăннă маншăн театр. Çавăнпа та шăпа пулчĕ пуль ĕнтĕ, ман телей пулчĕ. Тĕлĕнмелле илемлĕ професси суйласа илсе, ĕçре те чуна кантарса хамăн ĕмĕре утса тухатăп, - тет Нина Михайловна.

- Артиста каясси акă мĕнле пулса тухрĕ. 1956 çулта эпĕ шкул вĕренсе пĕтертĕм. Шăп çав çул Мускаври А.В.Луначарский ячĕллĕ театр училищинчен çамрăксене пуçтарма комисси килнĕ. Пире Шупашкартах экзаменсем тыттарчĕç, пултарулăха тĕрĕслерĕç. 20 вырăна 500 ачаччĕ ун чухне. Вăт çапла майпа ГИТИС студенчĕ пулса тăтăм.

Пĕрремĕш артистка Ольга Ивановна Ырзем пулнă. «Хăв пурăнас тенĕ пек ан пурăн» (А. Островский) спектакльте Груша рольне вылянă. Çав роле театр 50 çул тултарнă чух лартсан эпĕ те вылярăм, вăл та вылятчĕ. Вăл 80 çула çитсе пыраканскер, эпĕ çамрăк. Эпĕ чăвашăн чи паллă пĕрремĕш артисткипе пĕрле вылянăшăн та хама телейлĕ туятăп.

«Роле кĕме çăмăл-и?» - тесе час-часах ыйтаççĕ манран. Йывăр мар. Хăнăхнă ĕç. Çак ĕçе тума вĕреннĕ-çке-ха эпĕ. Гримеркăра ларнă чухнех сăнара кĕрсе пыратăп. Сцена çине тухиччен питĕ пăлханатăп. Пĕчĕк çеç роль пулсан та чĕре сиксе тухас пек тапать. Спектакльте малти вырăнта сăмахĕсене пăхмасăр вĕренесси мар, чи кирли - сăнара тĕрĕс уçса парасси. Сăмахсене пĕчĕк ача та ним мар вĕренме пултарать, геройăн кăмăл-туйăмне тĕрĕс кăтартса парасси вара самай кăткăс. Артистсене куракансем те нумай пулăшаççĕ. Чи пысăк искусство - чĕрĕ искусство, вăл, паллах, - театр.

- Нина Михайловна, сирĕн ачăрсем ашшĕпе амăшĕн профессине суйласа илмерĕç-и?

- Çук, аслă ывăл Хусанта авиаци институтĕнчен вĕренсе тухрĕ те направленипе Талды-Курганта службăра тăчĕ. Иккĕмĕш ывăл Мускавра энергетика институтне вĕренсе пĕтерчĕ. Ачасем иккĕшĕ те çемйисемпе Мускавра пурăнаççĕ. Мăнуксем те пирĕн питĕ маттурскерсем. Вĕсен çитĕнĕвĕсемпе чăннипех савăнатпăр.

Ман ачасене шкулта вĕреннĕ чухне кĕнеке нумайрах вулама чĕнсех калас килет. Кĕнеке, журнал вулани ăс-тăна пуянлатать, тавра курăма пысăклатать. Çавăнпа та çамрăк чухне ытларах вулăр. Кайран вăхăт çитмест. Театра юратăр. Театр вăл кино мар, вăл чăн-чăн пурнăçа чĕррĕн кăтартса пани-çке.

Раççей тата Чăваш халăх артисткипе Нина Яковлевăпа питĕ ăш пиллĕ калаçу пулчĕ. Вăл артист профессине суйласа илме ĕмĕтленекен çамрăксене нумай сĕнÿ-канаш пачĕ. Çакнашкал тĕлпулусем шкул ачисене питех те кирлĕ. Хăйсен ырми-канми ĕçĕпе ят-сума тивĕçнĕ çынсенчен вĕренмелли нумай.

Ирина АНДРЕЕВА

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика