24 марта 2017 г.
Республикăн Наци библиотеки кашни çулах «Литературăллă Чăваш Ен» конкурс ирттерет. Кăçал çак конкурса 2016 çулта Чăваш кĕнеке издательствинче пичетленсе тухнă кĕнекесем хутшăнаççĕ. Конкурсăн тĕллевĕ - кĕнекесене халăх хушшинче сарассси, вĕсемпе халăха туслаштарасси тата нумай вуланакан кĕнекене палăртассси.
Пуш уйăхĕн 17-мĕшĕнче Çеçпĕл ял библиотекинче Амăшĕпе Ашшĕн çулталăкне халалласа Ангелина Павловская çыравçăпа тĕлпулу иртрĕ. Вулав залне вĕрентекенсемпе 7-мĕш класра вĕренекенсем, культура çурчĕн тата музей ĕçченĕсем, ялти çамрăксемпе аслă çулхи çынсем - кĕнеке тусĕсем пухăнчĕç. Мероприятие йĕркелесе ертсе пыраканĕ Галина Шадрова библиотека заведующийĕ пулчĕ.
Ангелина Павловская çамрăк çулсенчи çынах мар. «Саланнă кĕлте» ятлă пĕрремĕш кĕнеки Чăваш кĕ- неке издательствинче 2010 çулта пичетленсе тухрĕ. Ку - повеçсемпе калавсен пуххи. Кĕнекене кĕртнĕ произведенисем Раççей историйĕн çывăх çулĕсене, чăваш халăхне те самаях кисретнĕ пăтăрмахлă тапхăрсене çутатса параççĕ.
Пуçласа çыракан автор мар Ангелина Ивановна. «Ялав» тата «Тăван Атăл» журналсенче тăтăшах пичетленнĕ унăн хайлавĕсем. Вĕсене вулакан яланах хапăлласа йышăнать. Мĕншĕн тесен вăл чăваш чĕлхи илемне сума суса çырма пĕлет, геройсем - пурнăçран илнĕ пире çывăх сăнарсем, вĕсен шăпи, кун-çулĕ, чун ыратăвĕ юнашар çыннăнни евĕрех чуна хускатаççĕ, шухăша яраççĕ. Вĕсемпе пĕрле пăшăрханатпăр, телейĕшĕн хĕпĕртетпĕр.
Чи малтанах тĕлпулăва килнисем авторпа çывăхрах паллашрĕç, унăн ĕçĕ-хĕлĕ çинчен пĕлме кăсăклă пулчĕ вĕсене. Çыравçă Вăрмар тăрăхĕнчи Пĕчĕк Енккасси ялĕнче çуралнă. Çĕрпÿри библиотека техникумĕнчен вĕренсе тухнă, 1959-1964 çулсенче И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика институтĕнче аслă пĕлÿ илнĕ. Чылай çул библиотека тытăмĕнче ĕçленĕ, шкулта вырăс чĕлхипе литературине вĕрентнĕ.
Малалла калаçу «Вĕрене шывĕ те пылак» роман тăрăх иртрĕ. Кĕнеке тусĕсем тĕрлĕрен ыйтăва сÿтсе яврĕç, калаçăва активлă хутшăнчĕç. Романăн тĕп сулăмĕ – Йÿçкасси ятлă чăваш ялĕн кун-çулĕ, терт-нуши, савăнăçĕ. 1-мĕшпе 2-мĕш кĕнекисем пирки те аса илтĕмĕр. Октябрьти революци тапхăрне çырса кăтартнă унта, колхоз йĕркеленни, репресси, ссылка, Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин саманчĕсем. Фронтра та, тылра та çăмăл мар йÿçкассисене. Уйрăлу, нушапа асап Çеменпе Аннан юратăвне татах та çирĕплетеççĕ. Романа амăшĕсене халалланă гимн теме те юрать. 3-мĕш кĕнекере вĕсен ачисем тата мăнукĕсем çинчен вуласа пĕлме çав тери интереслĕ.
Этем пурнăçĕнче юрату пархатарĕ чи сăваплă кĕтрет пулнине автор витĕмлĕн сăнарласа панă. Ахальтен мар юрату кашни çыннăн чĕринче йĕр хăварать. Кашни çыннăн юратас, телейлĕ пулас килет.
Паянхи пурнăçа илсессĕн хăш-пĕр çыншăн «телей» сăмах çунатлă ĕмĕт вырăнĕнчех. Мĕншĕн тесен халĕ нумайăшĕ телее укçара, мулра кураççĕ. Чăнах та, укçа тем те тума пултарать: çынсене кукăр çулпа та чуптарать, юратакан чĕресене те пĕр-пĕринчен уйăрттарать. (Шкул ачисем кĕнекери Асаматпа Хĕлип сăнарĕсене уçса пачĕç).
Произведенири геройсем пек йăнăшас мар тесен мĕн тумалла-ха çамрăксен; Ангелина Ивановна тĕслĕхсем илсе кăтартрĕ, ырă сĕнÿсем пачĕ. «Кашнин Çеçпĕл пек пулма тăрăшмалла», - терĕ.
Вулакансем çыравçăн ĕçне пысăк хак пачĕç. Ахальтен мар Ангелина Павловская ытти çулсенче те çак конкурсра хăйĕн кĕнекисемпе темиçе хутчен те çĕнтернĕ. «Ку кĕнеке пурнăç кĕнеки вырăнĕнчех», - терĕç вулама юратакансем.
Çыравçă хăйĕн ытти кĕнекисем çинче те чарăнса тăчĕ. Вăл калаçнине итлеме питех те кăмăллă пулчĕ.
Ангелина Ивановна çырнă пек пурăнма вĕрентекен кĕнекесем татах та кирлĕ пире, вулакансене. Ахальтен каламан ватăсем: «Кĕнеке - чун апачĕ», - тесе.
Ангелина Ивановнăна тĕлпулăва килме кăмăл тунăшăн чунтан тав турăмăр. Ÿлĕм те çĕнĕрен-çĕнĕ хайлавсем çырма çирĕп сывлăх, телей, ăнăçупа çитĕнÿ сунтăмăр. Мероприяти хыççăн пирĕн хăна Çеçпĕл Мишши ячĕллĕ паркра, поэт çуралнă кил патĕнче тата музейра пулса курчĕ.
Галина ШАДРОВА, Çеçпĕл ял библиотекин заведующийĕ