24 марта 2017 г.
Ытларикун А.Я.Яковлев ячĕллĕ Ăвăспÿрт Кипеч пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкулта районти пĕрремĕш агрокласс уçăлнă. Вĕрентекенсемпе ачасем хăнасене çăкăр-тăварпа тата сăвă-юрăпа кĕтсе илнĕ. Мероприятие Чăваш Республин вĕрентÿ тата çамрăксен политикин министрĕ Юрий Исаев, Чăваш Республикин ял хуçалăх министрĕн çумĕ Надежда Гладкова, район администрацийĕн пуçлăхĕ Владимир Степанов, районти вĕренÿ управленийĕн пуçлăхĕ Юрий Алексеев, Вăрнарти ял хуçалăх техникумĕн директорĕ Ольга Львова, Чăваш патшалăх ял хуçалăх академийĕн вĕрентÿпе методика ĕçĕсен проректорĕ Людмила Корнилова, Ăвăспÿрт Кипеч ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Владимир Иванов тата ял халăхĕ хутшăннă.
- Паян пирĕн районта паллă пулăм, пĕрремĕш агрокласс уçăлать. Акса лартакан çĕрсен лаптăкĕпе Канаш районĕ республикăра пĕрремĕш вырăн йышăнать. Ăвăспÿрт Кипеч ял тăрăхĕнче усă курман çĕрсен лаптăкĕ, ыттисемпе танлаштарсан, чи пысăкки, çавăнпа та кунта аграгри класĕ ĕçлеме пулçани уйрăмах пĕлтерĕшлĕ. Ял хуçалăхне агрономсемпе инженерсем кирлĕ. Шкултах профиллĕ пĕлÿ илнĕ çамрăксем ял хуçалăхне тата тăван çĕре çывăх пуласса шанатăп. Ăнăçу сире, ачасем! - палăртнă район администрацийĕн пуçлăхĕ Владимир Степанов пуçтарăннисене саламланă май.
Чăваш Республикин вĕрентÿпе çамрăксен политикин министрĕ Юрий Исаев çапла пĕлтернĕ: «Канаш районĕн халăхĕ - хăватлă, маттур. Юрий Артемьев çыравçă, Анатолий Миттов ÿнерçĕ тата нумай-нумай поэт-писатель, спортсмен, ăсчах... тухнă ку районтан. Çĕрпе ĕçлекен çынсене мĕншĕн аталантармалла мар. Агрокласа уçнă май ятарлă пĕлÿ илнĕ ачасене вырăнтах хăварма тăрăшмалла».
Чăваш Республикин ял хуçалăх министрĕн çумĕ Надежда Гладкова агроклассене уçма паянхи вăхăт хистенине палăртнă. Çĕр çинче ĕçлеме ятарлă пĕлÿ илнĕ специалистсем кирлĕ, вĕсем ялсене каялла таврăнни, малашлăхра унта çемье çавăрса тĕпленни тăван тăрăха аталантарма тытăнасси пĕлтерĕшлĕ.
Ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Владимир Иванов, шкул директорĕ Светлана Павлова тата вырăнти фермер Николай Семенов аграри класне уçма пулăшнăшăн Чăваш Республикин, район ертÿлĕхне тав тунă. «Хамăра шаннă тивĕçе пурнăçа кĕртме пĕтĕм вăя хурăпăр, çитес вăхăтра кунтан чăн-чăн çĕр хуçисем вĕренсе тухĕç. Çак ĕçре пире Вăрнарти ял хуçалăх техникумĕн тата Чăваш патшалăх ял хуçалăх академийĕн специалисчĕсем пулăшса пырĕç. Ачасем, сирĕн шкулта вĕреннĕ вăхăтрах тепĕр хушма пĕлÿ илме май пур, çавăнпа та тăрăшса вĕренĕр», - пĕлтернĕ Светлана Геннадьевна.
Хăнасем 8-мĕш класра вĕренекенсен кăкăрĕсем умне агрокласра вĕреннине палăртакан ятарлă паллăсем çакнă, сарă галстук çыхтарнă. Уяв вĕрентекенсемпе вĕренекенсем хатĕрленĕ концертпа вĕçленнĕ. Мероприятие килнисем шкулти тавра пĕлÿ музейĕпе те палашнă.
Антонина ТЯМИНА
Сăн ÿкерчĕкĕ авторăн