24 марта 2017 г.
Мĕн тĕрлĕ професси çук пулĕ çĕр çинче?! Хăшĕ-пĕри çинчен илтмен те, каласа ăнлантарсан та ăса илме йывăр. Хамăр пурнăçра эпир вĕрентекенсемпе тата чир-чĕртен сыватакансемпе уйрăмах çывăхланатпăр. Вĕсене хисеплетпĕр, ĕмĕр тăршшĕпе тав тăватпăр. Çатăркаçырми ялĕнче пурăнакан Николаевсен туслă çемйинче вĕрентекенсем те, сывлăха сиплекенсем те пур.
Людмила Петровна Николаева (Андреева) Вăтапуçĕнчи вăтам шкултан вĕренсе тухнă хыççăн Çĕрпÿри çĕвĕ училищинче (1983-1984) вĕреннĕ. Унтан Канашри педагогига училищинче (1984-1987) пĕлĕвне малалла аталантарнă. Çĕвĕç ăсталăхне алла илнĕ çамрăк специалист икĕ çула яхăн Шупашкар хулинчи «Силуэт» ательере ĕçленĕ. Канашри педагогига училищинче юлашки курсра вĕреннĕ чухне (1987 çулхи пуш уйăхĕн 27-мĕшĕ) тăван ял каччипе, Юрий Григорьевичпа, çемье çавăрнă.
- Вăхăт питĕ хăвăрт шăвать. Сисмерĕмĕр те, пирĕн çемье чăмăртаннăранпа кăçал вăтăр çул çитет, - каласа парать Людмила Петровна. – Упăшкам Вăтапуçĕнчи шкултан вĕренсе тухнă, ун хыççăн Канашри медицина училищинче фельдшер профессине алла илнĕ. Салтак çулĕсенче те (Мускав тăрăхĕнче) фельдшер ĕçĕнчех тăрăшнă. Юрий Григорьевич 1984 çултанпа паян кунчченех Канаш хулинчи васкавлă пулăшу уйрăмĕнче вăй хурать.
- Вăл Раççейĕн хисеплĕ донорĕ тенине те илтнĕччĕ?
- Çапла, çак хисеплĕ ят пур унăн. Тахçантанпах çынсене юн парса пулăшать. Кăçал вăл çу уйăхĕнче 55 çул тултарать...
Людмила Петровна çирĕм пилĕк çул хушши Çатăркаçырминчи, унтан Кайăкьялти кĕçĕн çулхи ачасене çырма, вулама, Тăван çĕршыва юратма, туслăха упрама вĕрентрĕ. Асăннă шкулсем хупăннă хыççăн Вăтапуçĕнчи вăтам шкулта аслă вожатăй ĕçĕсене пурнăçласа пырать. Ял тăрăхĕн администрацийĕпе, вулавăшпа, Культура çурчĕпе тачă çыхăнса ĕçлет, унта тăрăшакансемпе ял халăхĕ валли кăмăла уçакан уявсем ирттерет. Ялти вулавăш ĕçне хастар хутшăнса ачасене кĕнекепе туслă пулма вĕрентет.
Юрий Григорьевичпа Людмила Петровна виçĕ ача çитĕнтерсе пурнăç çулĕ çине кăларнă. Асли, Роберт, ашшĕ пекех Канашри медицина училищинчен вĕренсе тухнă, Дагестанра хĕсметре тăнă. Халĕ ашшĕпе пĕрле ĕçлет. Анжелика амăшĕнчен ырă тĕслĕх илнĕ. Вăл Канашри педагогика училищинчен, унтан И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университетĕнчен вĕренсе тухнă. Халĕ Шупашкар хулинчи 14-мĕш вăтам шкулта ачасене вĕрентет. Кĕçĕнни, Вероника, Канашри медицина училищинче медицина сестрисене хатĕрлекен уйрăмра ăс пухнă, халĕ Республика больницин реанимаци уйрăмĕнче тăрăшать.
Ачисем пурте çемьеллĕ, ача-пăчаллă.
Юрий Григорьевичăн амăшĕ, Елена Николаевна Николаева, сиплевçĕ дипломне алла илнĕ хыççăн мĕн тивĕçлĕ канăва тухиччен Çатăркаçырминчи фельдшерпа акушер пункчĕн заведующийĕнче тăрăшнă.
Людмила Петровнăн йăмăкĕ, Татьяна, выльăх-чĕрлĕх тухтăрĕ пулса ĕçлет, вăл Хусанти ветеринари академийĕнчен вĕренсе тухнă.
- Пирĕн Роберт мăшăрĕ те, манăн юратнă кинĕм Елена Вадимовна, медицина сестри, – калаçăва малалла тăсать Людмила Петровна. - Вăл Вăрнар районĕнчи Чăрăш Шĕнер ялĕнче çуралса ÿснĕ. Халĕ декрет отпускĕнче, пирĕн-пе пĕрле пурăнать. Хама çуратса ÿстерсе çын тунă аннепе аттене те ырăпа асăнса хăварас килет. Анне, Зинаида Владимировна, (1936 çулта çуралнă) хăй вăхăтĕнче Кузбас- ра шахтăра вăй хунă. Атте те, Петр Андреевич, (936-2010 çç.) шахтăра ĕçленĕ. Чăваш Ене куçса килсен атте Шăхран лесничествинче моторист пулса тăрăшнă. Анне пирĕн виçĕ ачана та пăхса ÿстерме пулăшрĕ. Упăшка та аннене питĕ хисеплет. Пысăк тав аннене!
Эпир ялти ятлă-сумлă çынсене, Юрий Григорьевичпа Людмила Петровнăна, мăшăрланнăранпа вăтăр çул çитнĕ ятпа чун-чĕререн саламлатпăр. Вĕсене вăрăм ĕмĕр, тулли телей сунатпăр!
Юрий Никитин, обществăлла корреспондент