22 марта 2017 г.
Ялта мĕнле çынна ытларах хисеплеççĕ; Пурнăç йĕрки ĕмĕрсем хушшинче тĕлĕнмелле вăйлă улшăннă пулин те çын хушшинчи хутшăнусен хăш-пĕр пахалăхĕ ĕлĕкхиллех упранса юлнă. Уçă кăмăллă, урамра хирĕç пулсан сăмах хушмасăр, сывлăх сунмасăр иртмен, йывăрлăхра пулăшма васкакан, йышпа тăвакан ĕçрен пăрăнман, усал сунман, сăпайлă çынна чăнласах хисеплеççĕ. Мăн кăмăллă, куштан, вĕçкĕн, кахал этем хăйнешкеллипе кăна пĕр чĕлхе тупаять-тĕр.
Ял тăрăхĕн пуçлăхĕ вырăнти халăхăн нушине ăнланса ăна татса пама тăрăшать, бюджет укçи-тенкине перекетлĕ те кирлĕ пек усă курать, çынсен пуçарăвне шута илет тĕк ăна пушшех хисеплеççĕ. Район администрацийĕн пуçлăхĕ Владимир Степанов ку тĕлĕшпе Вăтакас Кипеч ял тăрăхĕн пуçлăхне Владимир Максимова тĕслĕх вырăнне палăртрĕ. Вырăнти ĕç-хĕле хамăр куçпа курса хаклама Вăтакас Кипеч тăрăхĕнчи Анаткас Кипеч ялне çитсе килтĕмĕр. Ял çыннисем пулăшнипе клубăн тăррине çĕнĕрен витнĕ. Бюджетра перекетленнĕ укçа-тенкĕпе вара ял тăрăхĕнчи ытти ĕçсене пурнăçлама пулать.
Анаткас Кипеч клубĕ ялти пуçламăш шкул пулнă çуртра вырнаçнă.
- 1980 çулччен ку çуртра кĕçĕн класс ачисене вĕрентнĕ. Вăтакас Кипеч шкулне хута ярсан вара кунта клуб йĕркеленĕ. 2004 çулта тултан та, шалтан та штукатурка турăмăр. Кунта халĕ Анаткас Кипеч ял клубĕпе библиотеки вырнаçнă.
Клуб тăрри юхăнсах çитнĕччĕ. Ялта пурăнакан Алексей Никифоровпа унăн шăллĕ Андрей, Дмитрий Евдокимов, Руслан Феоктистов клуб тăрринчи кивĕ шифера илсе ун вырăнне профнастил витрĕç. Юсавпа строительство ĕçĕсене кĕске вăхăтра, икĕ эрнере, туса пĕтерчĕç. Питĕ тăрăшса ĕçлерĕç. Çанталăкĕ те пире ăнланчĕ курăнать - хĕвеллĕ те ăшă тăчĕ. Пирĕн ял тăрăхĕн территорийĕнчи культура объекчĕсем кивĕрех, çавăнпа та ытларах хамăрăн вăйпа тытса тăма тивет. Ялти çынсем ĕçлени, паллах, укçа-тенке перекетлеме пулăшрĕ. Стройматериалсем туянма 150 пин тенкĕ тăкакларăмăр. Малашне клубăн чÿречисене те çĕнетмелле, вĕсем тахçанах кивелнĕ, - каласа кăтартрĕ Владимир Михайлович. - Ялта культура çурчĕ пулмаллах. Кунта уяв мероприятийĕсем, халăх пухăвĕсем ирттеретпĕр. Суйлав ирттерме те клуб кирлĕ.
- Владимир Михайлович, ял тăрăхĕнчи 10 ялтан тата хăшĕнче çакнашкал пысăк ĕç тума палăртнă?
- Анат Вăрманял клубĕн чÿречисене, алăкĕсене улăштарасшăн, вĕсем кивелсе çитнĕ. Кайри Ăнтавăш ялĕнче плотина тумалла.
- Хальхи вăхăтра бюджет укçи-тенкипе тухăçлă усă курассине мала хураççĕ.
- Пирĕн юлашки вăхăтра «инициативлă бюджетировани» тесси модăна кĕчĕ темелле. Эпир нумай ĕçе хамăр вăйпа, ял халăхĕ пулăшнипе тăватпăр. Тепĕр чухне вĕсенчен укçа та пуçтаратпăр. Акă, сăмахран, пушар машинине ял халăхĕ пулăшнипе тытса тăратпăр. Район 100 пин тенкĕ уйăрса парать, пĕтĕмпе çак службăна тытса тăма 350 пин тенке яхăн каять. Ытти суммăна вырăнти бюджетран тата ял халăхĕнчен пуçтаракан укçаран йĕркелетпĕр. Шăпах çакă пулать те ĕнтĕ «инициативлă бюжетировани».
Кăçал Экологи тата Амăшĕпе ашшĕн çулталăкĕ пулнă май Вăтакас Кипеч ял тăрăхĕнче нумай ачаллă, юхăннă çуртсенче пурăнакансене çĕнĕ çурт-йĕрпе тивĕçтерессипе мĕнле ĕçсем тума палăртнă-ха? Виçĕ çул каялла пĕр çемьене (вĕсен пилĕк ача) çĕнĕ çурт туса патăмăр. Халĕ эпир виçĕ ачаран ытларах çемьесене çĕр участокĕ парас енĕпе ĕçлетпĕр. Паянхи кун икĕ çемьене çĕр лаптăкĕпе тивĕçтернĕ.
Авариллĕ çуртсенче пурăнакансене хăтлă çурт-йĕрпе тивĕçтермелли программăпа ĕçсене вĕçленĕ. Кайри Ăнтавăшри садика юсаса 11 хваттер тунă, Кипеч станцийĕнчи бараксенче пурăнакансене унта куçарнă. Пĕр сăмахпа, ял çыннисен пурнăçĕпе пурăнать ял тăрăхĕн ертÿçи.
Анаткас Кипеч клубĕн заведующийĕ Анна Спиридонова район тата ял тăрăхĕн ертÿлĕхне пысăк пулăшу кÿнĕшĕн тав сăмахĕ каларĕ.
Ирина АНДРЕЕВА