17 марта 2017 г.
Пирĕн Чăваш Республики илемлĕ вырăнсемпе палăрса тăрать. Сире пĕр тĕлĕнмелле те питĕ хитре чиркÿ çинчен каласа парас килет.
Канаш районĕнче Çÿлти сала (Высоковка) пур. Ку ял çÿллĕ ту çинче вырнаçнă. Ытла та тĕлĕнмелле хитре вырăн кунта... Тĕнчипе те кунтинчен шăпрах та лăпкăрах кĕтес çук пулĕ. Сывлăшĕ те урăх кунта, тулли ÿпкепе сывласассăн та сывласа тăранаймассăн туйăнать. Йĕри-тавра симĕс вăрман сарăлса выртать, юнашарах Çавал шывĕ юхса иртет.
Сĕве хулин тата уесĕн 1565-1567 çулсенчи çыру кĕнекинче Высоковка ялне «мăкшă-ирçен йывăç-курăкпа витĕннĕ Сустатов çĕрĕ» тесе палăртнă. Вăл Хусан ханстви вăхăтĕнче Хусан феодалĕсен шутланнă, унта чаплă çынсен çĕрĕсене сухаласа акма Сăр тăрăхĕнчи мăкшă-ирçесене вăйпа куçарнă.
Высоковка ялĕнче пурăнакансен йышĕ хăвăрт ÿснĕ. 1859 çулта унта 65 кил пулнă, вĕсенче 150 арçынпа 202 хĕрарăм пурăннă, 1907 çулта 115 кил, 440 çын шутланнă.
Сала чиркĕвне 1870 çулта лартнă, вăл паянхи кун та ĕçлет-ха. Ăна чиркĕве çÿрекенсем хăйсем укçа-тенкĕ пуçтарса хăпартнă. Çĕрпÿ уесĕн Анаткас Кипеч ялĕнче 1877 çулта çуралнă Андреев Федор Андреевич çак чиркĕвĕн старости пулнă. 1930 çулта ăна, мĕншĕннине пĕлеймерĕм, ĕçлесе юсанмалли лагере 8 çуллăха янă.
Çветтуй Троица чиркĕвĕ 3 престоллă: Çв.Троица, Çв.Архангел Михаил тата Çв.Дмитрий Солунский. Çак храма хăпартнă чухне, стенисем çирĕпрех пулччăр тесе, растворĕ çине чăх çăмарти янă тет, ăна ял халăхĕ пуçтарса панă ĕнтĕ. Чиркĕве чултан хăпартнă, тĕп храмĕпе сулахай енче ăшă пулман, сылтăм енне вара хутнă. Çÿллĕшĕ, чан çапмаллине шута илсен, 14 хăлаç, чанĕ 3 хутлă. Çветтуй Троица чиркĕвне 1884 çулта сăвапланă. 1936 çулхи июнĕн 14-мĕшĕнче храм хупăннă. Ваттисем каласа панă тăрăх, чиркÿрен малтан лаша вити тунă, унтан удобрени хумалли склад. Малти Ăнтавăш ялĕнче пурăннă Мурышкина Зинаида Алексеевна (ман ватă кукамай) çак чиркĕве ĕçлеттерсе ярас тесе Мускава та темиçе хутчен кайнă, Киева та çитнĕ. 1989 çулта храм çĕнĕ вăйпа ĕçлесе кайнă, служба ирттерме пуçланă, 1989 çулхи июнĕн 16-мĕшĕнчен пуçласа 1994 çулччен пĕрремĕш пачăшкă Иванов Петр Иванович пулнă, унтан 1994_1995 çулсенче Кисляков Борис Александрович служба ирттернĕ. Павлов Николай Иванович 1995 çулхи октябрьтен 1977 çулхи декабрьччен Высоковка чиркĕвĕн пачăшки пулнă, 1998-2001 çулсенче чиркĕве Васильев Борис Михайлович ертсе пынă. Паянхи кун кунта Александр Алексеев протоиерей служба ирттерет. Ытла та питĕ ăшă кăмăллă çын вăл.
1886 çулта чиркÿпе юнашар йывăçран часовня туса лартнă, 1906 çулта çавăнтах, инçе мар, пасар урамĕнче кирпĕчрен часовня хăпартнă. Шел пулин те, вĕсем паянхи куна сыхланса юлайман.
Высоковка питĕ пуян ял шутланса тăнă тет, ытларах вырăссем пурăннă унта. Монастырь те пулнă тет, манахсен çĕр шăтăкĕнчи çулĕсем те пур тесе калаççĕ, паянхи куна ишĕлкелесе пĕтнĕ ĕнтĕ вĕсем. Пуянсем ылтăн пытарса хăварнă пирки те сăмах çÿрет, кун пирки ваттисем калаçкалатчĕç.
Чиркÿ стени çумĕнче виçĕ вил тăпри пур. Кунта ĕлĕкех çак чиркÿре ĕçленĕ пачăшкă, унăн мăшăрĕпе хĕрĕ канлĕх тупнă. Çакăн пек тĕлĕнмелле хитре вырăн пур пирĕн тăрăхра, питĕ пуян историллĕ вăл. Тата, кун пирки сахал çын пĕлет, Высоковка ялĕн сулахай енче Улăп тăпри (курган) пур. Вăл Канаш районĕн «Культура еткерлĕхĕ» шутланса тăрать.
Нумаях пулмасть чиркÿ çумĕнчи айлăмри çветтуй çăл куç çине йывăçран илемлĕ пура вырнаçтарса лартрĕç.
Анастасия ИВАНОВА