АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Сухайкассисенчен тĕслĕх илмелли пур

15 марта 2017 г.

Сухайкассисенчен тĕслĕх илмелли пур

Сухайкасси ял тăрăхĕ Канаш хулинчен пĕр çухрăмра вырнаçнă.  Ял тăрăхĕнче вăтам шкул, «Экипаж» ача сачĕ, фельдшерпа акушер пункчĕ, культура çурчĕ, тĕслĕх библиотека, райпо лавкки тата усламçăсен виçĕ киоскĕ ĕçлеççĕ. Вырăнти çĕрсем çинче «Агат» тулли мар яваплă пĕрлĕх тухăç туса илет. Сухайкасси тавра- шĕнче ĕçчен те тăрăшуллă халăх пурăнать. Вĕсем пур ĕçе те пĕрле татса пама тăрăшаççĕ, чăвашсен мĕн авалтан пыракан ниме йĕркине çирĕп пăхăнаççĕ. Пĕр-пĕр ĕçе пуçăнсан ватти те, вĕтти те айккине пăрăнса юлмасть.

Сухайкасси ял тăрăхне 2015 çулхи чÿк уйăхĕнчен пуçласа П.Семенов ертсе пырать. Павел Юрьевич Сухайкасси ялĕнче çуралса ÿснĕ. Шкул хыççăн Канашри педагогика колледжĕнче физкультура уйрăмĕнче вĕреннĕ. Алла диплом илнĕ хыççăн А.Г. Николаев ячĕллĕ ачасен канупа сывлăхне çирĕплетекен «Космонавт» лагерьте кăштах ĕçленĕ, республика тулашне тухса çÿренĕ. Вырăнта халăх ял тăрăхĕн пуçлăхне суйланă чухне П.Семенов хăйĕн кандидатурине сĕннĕ, конкурс комиссийĕ хастар йĕкĕт кăмăлне тивĕçтернĕ. Ял тăрăхĕн çĕнĕ пуçлăхĕ сухайкассисен шанăçне тивĕçлипе тÿрре кăларса пынине уçăмлăнах палăртма пулать.

ÇУЛ-ЙĔР. Павел Юрьевич ял халăхĕн пурнăç условийĕсене лайăхлатас тĕллевпе нумай ĕç тăвать. Районти хăш-пĕр яла кĕрлĕ-çурлă тата вăйлă çумăрсем çунă хыççăн автомашинăпа кăна мар, çурран та кĕрсе тухаймăн. Сухайкасси ялĕнче кашни урамах хытă сийлĕ çул çитернĕ. Унччен маларах пулнă асфальт çула çулсерен юсаса тăраççĕ, çуккисене вак чул сарса йĕркене кĕртеççĕ. Çак пĕлтерĕшлĕ ĕçсене çул-йĕр хуçалăхĕн ĕçченĕсем килсе туса парасса кĕтсе лармаççĕ, маларах пуçтарăнса канашлаççĕ те палăртнă кун туслă йышпа тухса ĕçе пикенеççĕ. Пĕлтĕр сухайкассисем хăйсен вăйĕпе 300 метр çул çинчи шăтăк-путăка вĕри асфальтпа сапланă, çак тĕллевпе вырăнти бюджетран пĕр пус укçа та тăкакламан. Ял урамĕсенчи 6 километр çула чул сарса çирĕплетнĕ. Мурзыван урамĕнче çырма урлă çул хывса икĕ вырăнта шыв юххи валли пăрăхсем хурса хăварнă. Халĕ кашни водитель хăйĕн автомашинипе тикĕс те яка çулпа хапхи тĕлнех çитме пултарать.

ÇУТĂ - УРАМСЕНЕ. Кĕркуннехи каçсенче хăш-пĕр ялсене тĕксĕм хупăрласа илет. Умра мĕн выртнине асăрхамасăр такăнса ÿкесси те çавăнтах. Çакăн пек ÿкерчĕке курсан, чи малтанах, электроэнергие перекетлеççĕ ахăртнех, текен шухăш пуçа пырса кĕрет. Анчах та ку ыйту патне тепĕр майлă та пыма пулать. Сухайкассисем, сăмахран, урамри çутă хатĕрĕсем çине энергие перекетлеме пулăшакан диодсем вырнаçтарнă. Ялта пĕтĕмпе 10 урам, вĕсенчен 7-шĕ çĕрлехи вăхăтра çап-çутă ялкăшса лараççĕ. Юлнă виçĕ урамĕнче специалистсем ĕçсене вĕçлесе пыраççĕ. Çакă ытти ял тăрăхĕсемшĕн ырă тĕслĕх вырăнĕнче пулмалла.

ЯЛ ÇУМĔНЧЕ КŸЛĔ-ПĔВЕ ПУРРИ ЫРЛЁХ. Çуллахи шăрăх кунсенче шыв хĕрринчен ача-пăча татăлмасть, аслисем те кун каçипе ĕçлесе ĕшĕннĕ хыççăн унта чÿхенсе киленме васкаççĕ. Шывра хур-кăвакал та ишсе савăнма пултарать. Çу кунĕсенче, пушар тухас хăрушлăх ÿснĕ тапхăрта, ял тăрăхĕнче шыв упранни калама çук пĕлтерĕшлĕ, инкек, мĕн сиксе тухас пулсан пушар машини пичкине тепĕр хутчен тултарма таçта аякка çитсе килмĕ. Анчах та пĕвесем çулсем иртнĕ май ăшăхланаççĕ, хăшĕ-пĕри курăкпа тулса ларса симĕсленсе каять. Сухайкасси ялĕнчи Озерная тата Степная урамсем хушшинчи кÿлĕ, сăмахран, типме пуçланă. Ялта шанчăклă шыв управĕ пултăр тесе ял халăхĕ кÿлле юсаса тарăнлатма тĕллев лартнă. Шутланă - тунă. Юшкăна тасатнă тата пĕве умне çирĕплетнĕ хыççăн шыв халĕ унта тăватă метр тарăнăш тăрать. Çурхи ейÿ тата вăйлă çумăрсем пĕвене çурса каяс хăрушлăх та çук, ун çине ытлашши шыва вăхăтра кăларса яма икĕ пысăк пăрăх вырнаçтарса хăварнă.

МĔН ЛАЙĂХХИ - АЧАСЕМШĔН. Сухайкасси ял тăрăхĕнче вырăнти администраци те, ял çыннисем хăсем те ачасене пысăк тимлĕх уйăрни курăнать. Ача садĕнче чÿречесене пластик рамăсем çине куçарнă. Халĕ хĕллехи сивĕсенче чÿречерен çил вĕрсе шăхăрса лармасть, ачасен пÿлĕмĕсем ăшă тата хăтлă. Ачасене спорта тивĕçлипе явăçтарас тĕллевпе шкул валли 90 пин тенкĕлĕх спорт инвентарĕ туяннă. Шкулта ирĕклĕ мелпе кĕрешекенсен секцине уçнă. Вăл пĕлтĕр çу уйăхĕнче ĕçлеме пуçланă. Тренировкăсене çÿреме меллĕ пултăр тесе маттăсене унчченхи хими класĕнче сарса вырнаçтарнă. Ачасем çавăн пекех йĕлтĕрпе чупассипе, волейбол, хоккей тата бильярд енĕпе ĕçлекен секцисене те хавхаланса çÿреççĕ. Спортсменсен йышĕ çулсерен хушăнсах пырать. Кăçал ялта ача-пăча площадкисен конкурсне йĕркеленĕ. Кашни урам ăмăртмалла тенĕ пек ачасем валли канупа вăйă вырăнĕсем ăсталанă. Фантазие ирĕке ярса конкурсантсем ятарлă лапамсенче кĕске вăхăтра ярăнчăксем, хăйăр çинче вылямалли уйрăм вырăнсем, пĕчĕк çуртсем, машина, танк, юмахри персонажсем вырнаçтарнă. Конкурс вăхăтĕнче ялта ачасен çичĕ площадки ÿссе ларнă. Комисси чи лайăх ĕçсене тĕпчесе виçĕ çĕнтерÿçе-урама палăртнă, вĕсем кашниех брусчаткăран сарнă 100-шер метр тăршшĕ тротуара тивĕçнĕ.

ÇĔНТЕРŸ АЛЛЕЙИ. Çулсерен районти ялсенче Аслă Çĕнтерÿ кунĕ тĕлне пĕлтерĕшлĕ ĕçсем туса ирттереççĕ. Тăван Çĕршывăн Аслă вăрçинче пуç хунă ентешĕсене асăнса лартнă палăксемпе обелисксене юсаса йĕркене кĕртеççĕ, юхăннисене çĕннисемпе улăштараççĕ. Сухайкассинче пурăнакансем çак уяв тĕлне Çĕнтерÿ аллейи уçнă. Аллейăра 5 кедр, 5 кăвак чăрăш, 10 туя тата хырпа чăрăшăн 350 хунавне лартнă. Йывăçсене упраса хăварас тĕллевпе Çĕнтерÿ аллейине тимĕртен эрешлесе тунă картапа 300 метр тăршшĕ тытса çавăрнă.

ЯЛА - ТАСАЛĂХПА ТИРПЕЙЛĔХ. Ял тăрăхĕсенче пуçтарăнакан çÿп-çап - çивĕч ыйтусенчен пĕри. Çавна май вăрман хĕррисенче, çырма-çатрара хăйне евĕр свалкăсем йĕркеленсе каяççĕ. Çакă экологие пысăк сиен кÿрет. Сухайкасси ял тăрăхĕнче вырăнти çÿп-çапа турттарса тухас ĕçе йĕркелеме пултарнă. Çуркуннерен пуçласа кĕркуннеччен çÿп-çап пуçтаракан машина ял тăрăхне уйăхра икĕ хутчен килсе çÿрет, хĕллехи вăхăтра - пĕр хутчен. 2016 çулта ятарлă техника свалкăна 310 кубла метр çÿп-çап турттарса тухнă. Ял халăхĕ иртнĕ çулта 100 ытла субботника хутшăннă, вĕсен вăйĕпе вырăнта ÿссе ларнă 7 «свалкăна» тĕп тунă.

КОНКУРССЕНЧЕ - МАЛТИСЕН ЙЫШĔНЧЕ. Сухайкассинче пурăнакансем ялти урамсем хушшинчи, район, республика шайĕнчи конкурссене хастар хутшăнаççĕ. «Ялти чи лайăх урам» ăмăртура иртнĕ çулта Молодежная тата Мурзыван урамĕсем çĕнтернĕ. Унта пурăнакансене урамсене малалла та хăтлăлатма 50-шар пин тенкĕ укçа уйăрса панă. «Çĕнĕ çул уявĕ тĕлне чи капăр илемлетнĕ урам тата картиш» конкурсра Новая тата Мурзыван урамĕсем мала тухнă. Хальхинче хавхалану премийĕ 15-шер пин тенкĕпе танлашнă. Новая урам районти конкурсра çав номинацирех 3-мĕш вырăна тивĕçнĕ. 2016 çулта «Огни Чувашии» республика конкурсĕнче Сухайкасси ял тăрăхĕ çĕнтерÿçĕ пулса тăнă. Çĕнĕ çул каçне йĕркелесе ирттерессипе сухайкассисем 2016 çулта республикăра 1-мĕш вырăн йышăннă, кăçал 2-мĕш вырăна тухнă.

КУЛЬТУРА - ТИВĔÇЛĔ ШАЙРА. Сухайкасси ял тăрăхĕнче çак ыйту та пысăк тимлĕхре. Культура çурчĕ валли 90 пин тенкĕлĕх ятарлă хатĕр туяннă, вырăнти артистсене 60 пин тенкĕлĕх капăр тум тăхăнтарнă. «Сухайкасси кинемисем» ансамбле чăвашра анчах мар, тутарта та лайăх пĕлеççĕ. Иртнĕ çулта вĕсем Тутар Республикин Тури Услон районĕн культура пайĕ чĕннипе «Сапантуй-2016» наци уявне кайса килнĕ, унти халăха чăваш халăх юрри-кĕввипе савăнтарнă. Ялти уявсене ирттерме Сухайкассинче сцена ăсталанă, кăçал унăн тăррине витме палăртаççĕ. Яла пырса кĕнĕ тĕлте «Я люблю Сугай» стела вырнаçтарнă, кун пек çĕнĕлĕхе хальлĕхе пур ялта та курма çук. Культура çуртĕнче ташă ушкăнĕ ĕçлет, вырăнти ал ĕç ăстисемпе кулинарсем «Хозяюшки» клуба çÿреме кăмăллаççĕ.

МАЛАШЛĂХРИ ĔÇСЕМ. Ял тăрăхĕн пуçлăхĕ П.Семенов малашлăхри ĕмĕт-тĕллевĕпе те паллаштарчĕ. Çитес вăхăтра ялти клуба реконструкцилесе унăн иккĕмĕш хутне хăпартасшăн. Ача садĕнче тепĕр ушкăн уçмалла. Юсамалли пĕве пур. Çĕнĕ масар йĕркелемелле. Çĕнĕ фельдшерпа акушер пункчĕ тумалла. Парксемпе аллейăсем лартмалла. Кăшарнире шыва кĕме Çвяттуй çăлкуç ăсталамала. Хоккей курупкине çĕнетмелле. Павел Юрьевича çак çăмăл мар ĕçре ăнăçу сунатпăр. Ĕмĕт-тĕллевĕ епелерех пурнăçа кĕрсе пынине хаçатăн çитес номерĕсенче çырса пĕлтерĕпĕр.

Артемий МЯСНИКОВ

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика