15 марта 2017 г.
Карăклă ял тăрăхĕнчи хĕрарăмсем пĕрре те ахаль лармаççĕ. Нумайăшĕ килти ĕçсене пĕтернĕ хыççăн Карăклăри спорт шкулне васкать. Кунта вĕсене хĕрарăмсен канашĕн председателĕ Галина Трофимовна Прокопьева тĕрлĕ хускану тутарать. Занятисем эрнере икĕ кун иртеççĕ.
Карăклă ял вулавăшĕнче хĕрарăмсем валли ал ăстисен кружокĕ ĕçлет. Эрнере пĕр хут пуçтарăнса тĕрлĕ ал ĕçĕ тăваççĕ, çыхма вĕренеççĕ. Çĕнĕ хаçат-журналпа паллашаççĕ.
Кăçалхи нарăс уйăхĕнчен пуçласа вара Юмансарта пурăнакан хĕрарăмсем йĕлтĕр туйисемпе утассине йĕркелесе ячĕç.ĕ Халĕ вĕсем кашни кун Карăклă ялне туясемпе утса çитсе килеççĕ.
«Хама аванрах туйма пуçларăм, ыйхă та лайăх килет. Утса килнĕ хыççăн кăмăл та çĕкленет», - каласа парать 82 çула кайнă Анна Тихоновна Михайлова.
Маттурах çав пирĕн хĕрарăмсем!
Елена КОЗЛОВА,
Карăклă ял библиотекин
заведующийĕ