АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Вăрăм ĕмĕрлĕ пул, аннеçĕм!

10 марта 2017 г.

Анне! Çут тĕнчере çак сăмахран хакли çук та пулĕ. Аннерен хитререххи, сăпайлăраххи, ĕçченреххи кам пур-ши? Вăл сывă пулсан эпир, унăн ачисем, яланах телейлĕ. Мĕншĕн тесен анне – кил ăшши!

Пирĕн анне Павлова Нина Константиновна 1937 çулта Вăрăмпуç ялĕнче çуралнă. Ачалăхĕ йывăр тапхăрта иртрĕ унăн. Пĕчĕкрен пĕтĕм йывăрлăха тÿс-се, ĕçе хăнăхса ÿснĕ. Çемьере асли пулнăран пушшех те пĕтĕм ĕç ун çине тиеннĕ. Вĕсем улттăн пĕр тăван. Кукаçине 1942 çулта вăрçа илсе кайсан пурнăç татах та йывăрланнă.

«Пĕчĕклех ĕçе хăнăхтарнă пире, пĕрре те ахаль лартман. Тĕрĕ тĕрленĕ, шăтăкла çыхнă, кĕнчеле арлама та ир вĕреннĕ. Кÿршĕ яла кукамайсем патне ларма каяттăм. Анне çакăм туса паратчĕ те сÿс арлама кайнă, тăватшар хутăрса килеттĕм каникул вăхăтĕнче. Çулла кÿршĕ хĕрĕсемпе ир те, каç та купăста шăварма çÿренĕ, пин-пин тĕп те пурччĕ пуль унта. Тантăшсем акатуйне каятчĕç, мана вара аттепе анне ĕç хушса хăваратчĕç хăйсем ĕçе кайсан», - аса илет анне.

Ÿснĕ майăн ĕçĕ те хушăнса пынă аннен. Вăрманта утă, хирте пăрçа çулнă вăл, ывăннине пĕлмесĕр çурлапа тырă вырнă, çум çумланă.

7 класс пĕтернĕ хыççăн унăн малалла вĕренес ĕмĕчĕ те пулнă. Пĕррехинче вăл тантăшĕсемпе Мускава медсестрана вĕренме кайма тесе пуçтарăннă, анчах ашшĕ ăна, Канаш хулине çитнĕскере, каялла пырса илнĕ.

1953 çулта паспорт тутарсан анне Шупашкарта стройкăра ĕçлеме пуçлать, анчах килте ĕçлекен кирлĕрен ăна каллех яла чĕнсе илеççĕ. Тăван ялта колхозра вăй хурать, пĕр хушă кирпĕч заводĕнче те ĕçлет.

1960 çулта ял каччипе çемье çавăрать. 1966 çулта колхозра стройбригада йĕркеленнĕ хыççăн анне стройкăра ĕçлеме пуçланă. Унта вара мĕн тивĕçлĕ канăва тухиччен, 20 çула яхăн, вăй хунă. «Ĕç ветеранĕ» медале тивĕçнĕ.

Мăшăрĕпе Иван Павловичпа ултă ача - пилĕк ывăлпа пĕр хĕр - çитĕнтерсе ура çине тăратнă. Халĕ вĕсем пурте çемьеллĕ. Аттен механизатор стажĕ тăватă теçеткерен те иртет. Çак çулсем хушшинче хăйĕн ăсталăхне вăл чылай туптанă. Тинтерех ĕçлеме пуçланă çамрăк механизаторсене те йывăрлăхсенче яланах пулăшма тăрăшнă. Анчах та питĕ шел, атте пирĕнтен уйрăлса кайрĕ çав. Халĕ аттен ĕçне малалла ывăлĕсем тăсаççĕ, вĕсем пурте çартан таврăнсан атте çулĕпе кайнă. Техникăна юратни мăнукĕсенче те палăрать.

Аннеçĕм, юратнă аннеçĕм, темшĕн-çке паян аса илÿсем тыткăнне лекрĕм. Сан çинчен шухăшланипе-ши? Эс пирĕншĕн мĕн-мĕн тунине шутласа та пĕ- тереес çук. Анне çĕвĕ машинипе çĕлеме питĕ ăстаччĕ. Мана, пиччене тата шăллăмсене кашни уяварах çĕнĕ кĕпе çĕлесе паратчĕ. Мĕн чухлĕ тĕрĕ тĕрлемен-ши çĕвĕ машинипе: чÿрече каррисем, вырăн хатĕрĕсем. Мĕн тĕрлĕ кăна алсиш-нуски, кофта çыхса савăнтарман-ши ачисене, мăнукĕсене.

Пилĕк ывăлна салтака ăсатса кĕтсе илтĕн. Ултă ачуна та туй туса мăшăрланма пулăшрăн. Тата вĕсене стройка вăхăтĕнче пулăшма мĕн чухлĕ вăй-хăват кирлĕ пулнă сире аттепе иксĕре. Эсир пире сăпайлă пулма, пĕр тăвансене хисеплеме, йывăр самантра пĕр-пĕрне пулăшма, çыннăн ырă енĕсене хаклама, пус çумне пус хушма тата ыттине те вĕрентнĕ. Тавах, аннеçĕм, пирĕншĕн тăрăшнăшăн. Эпир сан умра пысăк парăмра.

- Халĕ анне ман патра пурăнать. Кăçал кăна ал ĕçĕсемпе киленме пăрахнă, куçĕ япăх курать. Стройкăри йывăр ĕç те хавшатрĕ çав унăн сывлăхне. Унччен малтан темĕн тĕрлĕ шаль, тапăчки, минтер пичĕ çыхатчĕ. Кашни кинне, мăнукне, тăвансене шаль парнелерĕ. Мĕн ачаран шăтăкла çыхма вĕрен- нĕскер эрешсене питĕ хăвăрт тавçăрса илет, темĕн тĕрлине те çыхма пĕлет. Библиотекăна килсе тăракан чăвашла çĕнĕ кĕнекесене чи малтан анне вулать, хаçат-журнала тишкерсех тăрать. Юлашки вăхăтра манăн хĕрĕн ачине пăхать. Пĕрре те ахаль ларасшăн мар, хăйне валли ĕç тупатех. Хусканусем тумасан хытсах ларатăп, - тет. Вун пилĕк мăнукĕпе тата вун пĕр кĕçĕн мăнукĕпе мухтанать, мăнаçланать пирĕн анне. Татах та нумай çул çут тĕнче илемĕпе киленсе, пире савăнтарса пурăнма Турă сывлăх патăрччĕ сана, юратнă аннеçĕм!

Галина ШАДРОВА,

Çеçпĕл ял библиотекин заведующийĕ

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика