АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Сăн ÿкерчĕкри çамрăксене палларăмăр

03 марта 2017 г.

Сăн ÿкерчĕкри çамрăксене палларăмăр

Февралĕн 3-мĕшĕнче «Канаш ен» хаçатра «Камсем-ши вĕсем, сăн ÿкерчĕкри çамрăксем?» - тесе ыйтса пысăк сăн ÿкерчĕк пичетлерĕмĕр. Редакцие çийĕнчех Катекре пурăнакан Козлова Светлана Ильиничнăран шăнкăрав çитрĕ: «Кусем пурте Катекри вăтам шкулта 9-мĕш класра вĕренекенсем, - терĕ вăл пире телефонпа, - 1963 çулта çуралнăскерсем. Эпĕ вĕсемпе 8 класс таран вĕреннĕ. 

Сулахайран пĕрремĕшĕ - Кушăк ачи, тем тесен те ятне ас тумастăп. Çак сăн ÿкерчĕке темиçе çынна та кăтартрăм, пĕри те уйăрса илеймерĕ. 
Унпа юнашар тепĕр каччă - Анатолий Трофимов, Владимир хулинче пурăнать.
Толяпа юнашар чиперкке - Лариса Димитриева, Асхва ялне качча тухнă, вĕсен 2 арçын ача. Канашра хваттер илнĕ. Асхвара çурт лартас тесе мăшăрĕпе иккĕшĕ те Питĕре ĕçлеме çÿреççĕ. Упăшки сварщик, Лариса кулинари енĕпе пултаруллă. 
Ларисăпа юнашарри - Ляля Васильева, Владимир хулинче трактор заводĕнче ĕçлет. Çемьере пĕр ача. 
Черетпе пиллĕкмĕшĕ, чакăр куçлă хĕр - Светлана Федорова, Владивостокра пурăнать. Çемьере хĕрпе ывăл.
Светăпа юнашарри - Васильева Валентина, ун çинчен нимĕнех те ыйтса пĕлеймерĕм.
Тепри - Галина Егорова, Владимирта пурăнакан Анатолий Трофимовăн мăшăрĕ, иккĕшĕ те - предпринимательсем.
Савăнăçпа çиçекен хĕр - Римма Мишарина, Горький облаçĕнче пурăнать. Унпа юнашарри - Корытникова Наташа, вăл Шупашкарта пурăнать, йывăр ĕçре ĕçленипе кăçал тивĕçлĕ канăва тухать. Çемьере пĕр ывăл.
Сылтăмран виççĕмĕшĕ - Васильева Надя, Шупашкарта химипе технологи факультетĕнчен вĕренсе тухнă, Канашра ĕçлет, Асхва ялне качча тухнă.
Сылтăмран иккĕмĕшĕ - Вячеслав Данилов, çамрăклах çĕре кĕнĕ. Сылтăмран пĕрремĕшне никам та паллаймарĕ.
- Светлана, хăвăрăн шăпа мĕнлерех?
- Эпĕ Улатăрти совхоз-техникумран бухгалтера вĕренсе тухрăм, «Восток» колхозра (Янкăлч ялĕ) вунă çул бухгалтерта ĕçлерĕм.
- Çемье пысăк-и?
- Ывăлпа хĕр, ултă хĕр мăнук. Пурте Катекре пурăнатпăр. Упăшка вахтăна çÿрет.
 Тавах сире пирĕнпе калаçма вăхăт тупнăшăн.


Василий ЛАПИН

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика