22 февраля 2017 г.
Иртнĕ эрнекун Правительство çуртĕнче республикăри аграрисен анлă ларăвĕ иртрĕ. Унăн ĕçне Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн председателĕ Иван Моторин тата Федераци Канашĕн Çут çанталăкпа усă курассипе тата аграрипе продовольстви политики енĕпе ĕçлекен комитечĕн членĕ Вадим Николаев хутшăнчĕç.
Чи малтанах Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ - Чăваш Республикин ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов сăмах илчĕ, вăл республикăри агропромышленность комплексĕн иртнĕ çулхи ĕçне пĕтĕмлетрĕ, çавăн пекех умри тĕллевсене те палăртрĕ.
2016 çулта Чăваш Енре туса илнĕ ял хуçалăх продукцийĕн индексĕ 101,4 проц. танлашнă. Чăвашстат пĕлтернĕ тăрăх, республикăри аграрисем иртнĕ çулта 609,2 пин тонна (пĕтĕм ĕç хыççăнхи виçе) тĕш тырă туса илнĕ, 2015 çулхипе илсен - 109,6 проц. Çак кăтарту, юлашки 15 çулпа илсен, чи пысăкки. Çĕр улмине 593,1 пин тонна пуçтарса кĕртнĕ. 170,8 пин тонна пахча çимĕç çитĕнтернĕ, ку юлашки çулсемпе пăхсан - чи лайăх кăтарту. Сахăр кăшманĕ те çĕр ĕçченне тухăçĕпе кÿрентермен, ăна 44,1 пин тонна пуçтарса илнĕ (166,9 проц.).
Юлашки виçĕ çулта акакан çĕрсен лаптăкĕ 4,3 проц. ÿснĕ (23,7 пин гектар чухлĕ), халĕ вăл 576,8 пин гектарпа танлашать. Вăл шутран пĕрчĕллĕ культурăсен - 12 проц. (30,9 пин гектар чухлĕ), паянхи куна - 287,5 пин гектар.
Пĕлтĕр республикăри хуçалăхсенче выльăх-чĕрлĕхпе чăх-чĕп ашĕ туса илесси виçĕм çулхипе танлаштарсан кăштах ÿснĕ. Çăмарта илесси пĕр процент ытларах чакнă. Кăçалхи кăрлач уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне мăйракаллă шултра выльăх - 191,9 пин пуç (99,3 проц.), вăл шутра ĕнесем - 91,3 пин пуç (99,0 проц.), сыснасем - 150,9 пин пуç (92,6 проц.), чăх-чĕп 3994,1 пин пуç (77,1 проц.) шутланнă.
2016 çулта республикăри агропромышленность комплексĕн организацийĕсене тата ял хуçалăх таварĕ туса кăлараканĕсене патшалăх пулăшăвĕпе 2115,8 млн тенкĕлĕх тивĕçтернĕ, вăл шутран федераци бюджетĕнчен - 1479,5 млн тенкĕ, республика бюджетĕнчен - 636,3 млн тенкĕ.
Чăваш Республики килти хушма хуçалăха аталантарма çăмăллатнă кредит илессипе Раççейре малтисен йышĕнче. «АПК аталанăвĕ» наци проекчĕ ĕçлеме пуçланăранпа республикăра пĕчĕк хуçалăх тытакансем 27,9 млрд тенкĕлĕх кредит илнĕ, уйрăм çынсем килти хушма хуçалăха аталантарма 129,0 пин кредит килĕшĕвĕ тунă. Кредитсене бюджетран субсидиленĕ.
Республикăра 2012 çултан пуçласа фермер ĕçне пуçăнас текенсене тата çемье фермисене йĕркелесе яракансене грантсем парса хавхалантараççĕ. Çак тапхăртанпа патшалăх пулăшăвĕпе 247 фермер усă курнă (вĕсенчен 30-шĕ - çемье фермисен пуçлăхĕсем).
Ял халăхне килти хушма хуçалăхра туса илнĕ продукцие реализацилеме малашлăхра ял хуçăлах потребителĕсен кооперативĕсем пулăшĕç, 2017 çулта вĕсене муниципаллă кашни районтах йĕркелеме палăртнă.
Вăхăт ыйтнă май кашни отрасльтех улшăнусемпе çĕнĕлĕхсем пулса иртеççĕ. Кăçалтан, сăмахран, агропромышленность комплексĕн организацийĕсене çĕнĕ йĕркепе кредит параççĕ. Çавăн пекех ял хуçалăх организацийĕсене патшалăх пулăшăвĕпе тивĕçтересси те çĕнĕлĕхсемпе пуянланнă. Канашлура çак ыйтусем çинче Чăваш Республикин ял хуçалăх министрĕн çумĕ Марина Загребаева чарăнса тăчĕ.
2017 çулта республикăри аграрисене пулăшма федераци бюджетĕнчен 1483,2 млн тенкĕ килмелле, республика бюджетĕнче çак тĕллевпе 773,6 млн тенкĕ пăхса хăварнă. Патшалăх пулăшăвĕн пĕтĕмĕшле сумми 2256,8 млн тенкĕпе танлашĕ (ÿсĕм 6,7 проц.).
Чăваш Енре ял хуçалăх организацийĕсем патшалăхран 31 енпе пулăшу илме пултарнă, çак енсем малашне те сыхланса юлĕç, анчах та вĕсене кăçалтан 7 тĕп субсидие пĕрлештернĕ.
Федераци Канашĕн Çут çанталăкпа усă курассипе тата аграрипе продовольстви политики енĕпе ĕçлекен комитечĕн членĕ Вадим Николаев ял хуçалăх ĕçченĕсене патшалăх пулăшăвне тивĕçесси çинчен çур акине тухсан мар, чылай маларах шутламалли çинчен чĕнсе каларĕ.
Артемий МЯСНИКОВ
Сăн ÿкерчĕк ЧР Ял хуçалăх Министерствин сайтĕнчен