22 февраля 2017 г.
Республикăри Хĕллехи ял спорт вăййисем ку хутĕнче Хĕрлĕ Чутай районĕнче иртрĕç. Унта хутшăнакансем сакăр енлĕ тупăшура вăй виçрĕç. Спортпа туслă çемьесен хушшинчи ăмăртусене пирĕн районти Павловсен çемйи хутшăнчĕ. Владимирпа Алина тата вĕсен аслă ывăлĕ Сергей Канаш ен чысне тивĕçлĕ хÿтĕлерĕç.
Çемьесем малтанах хутăш эстафетăра вăй виçрĕç: ача мечĕке хоккей клюшкипе пĕр енчен тепĕр енне çапса пырса 40 метрлă дистанцие чупса тухать, пилĕк метртан хапхана мечĕк çапса кĕртет, кĕртеймесен 20 метр штраф çаврăмĕ чупать, унтан эстафетăна амăшне парать. Амăшĕ шыв тултарнă икĕ витрене кĕвенте çине çакса 40 метр чупать. Витресене лаша çуни патне лартать. Ашшĕ лашана çуна кÿлет те хăйĕн çемйине ярăнтарса финиша çити çаврăм тăвать.
Çак ăмăртура пирĕн ентешсем пьедесталăн çÿлти картлашкине йышăнчĕç. Дартс ?«Сектор 20» упражнени/, йĕлтĕрçĕсен ăмăртăвĕсенче те Павловсем мала тухрĕç. Çапла майпа çемьесем хушшинче Владимир, Алина, Сергей Павловсем шанчăклăнах пĕрремĕш вырăн йышăнчĕç. Саламлатпăр!
Хамăр хыпар