17 февраля 2017 г.
Кайри Ăнтавăш ялĕнче çуралса ÿснĕ Ольга Максимовнăпа Любовь Павлиновна мĕн пĕчĕкрен туслă пулнă. Иккĕшĕ те Малти Ăнтавăшри çичĕ çул вĕренмелли шкулта пĕлÿ илнĕ, тăван хуçалăхра пĕрле сысна пăхнă, унтан ĕне ферминче тăрăшнă.
1960 çултан пуçласа вĕсен ĕç сукмакĕсем юпленнĕ. Çирĕм çула çывхаракан çамрăк хĕр Ольга ялтан Волгоград хулине чукун çул çине ĕçлеме тухса кайнă.
- Унта пĕр çул кăна тытăнса тăтăм. Коми тăрăхĕнчи Кожва салинче ĕçлесе пурăнакан Коля пичче хăй патне йыхравларĕ. Тăван тăванах, хÿтлĕх те пулĕ тесе пичче патне вĕçтертĕм, - каласа парать 77 çула кайнă Ольга Максимовна.
- Унта малтан пичче ĕçлекен хăмасем çуракан цехра тăрăшрăм, путвалтан тачкăпа пăчкă кĕрпи турттараттăм. 1962 çулта Аркадий Михайлович Самоваровпа (1938-1994) çемье çавăртăмăр. Юратнă мăшăрăм ĕмĕр тăршшĕпех вăрман базинче ĕçлерĕ, тивĕçлĕ канăва тухсан нумаях та пурăнаймарĕ, чир-чĕре пула вăхăтсăр çĕре кĕчĕ. Ĕçре хастар пулнă, медальсем, тĕрлĕрен хисеп палли илме тивĕçлĕ пулчĕ. Эсир пĕлместĕр те пулĕ, вăл СССР, РСФСР, Чăваш халăх артисчĕн Ефим Никитинăн арăмĕн шăллĕ пулнă. Эпир Чăваш Ене килсен Никитинсем патĕнче пĕрре мар хăнара пулнă. Хăйĕнпе пĕрле спектакльсем курма та илсе каятчĕ, вăл тĕлĕнмелле аван выляни халĕ те куç умĕнче.
Ольга Максимовна 1964 çулта чукун çулсене пăхса тăма тытăннă та мĕн тивĕçлĕ канăва тухиччен çак ĕçе улăштарман. Ĕçри хастарлăхшăн вунна яхăн тĕрлĕрен награда илме тивĕçлĕ пулнă, пĕрре кăна мар социаллă ăмăртусен çĕнтерÿçи пулнă.
- Хисеп хучĕсем темĕн хулăнăшехчĕ, куçса килнĕ чухне вĕсене илсе килес темерĕм. Çав тăрăхра халĕ 1965 çулта çуралнă Олег ывăлăм пурăнать. Вăл çурт-йĕр техникумĕнчен вĕренсе тухнă, Вологда хулинче тĕпленнĕ. Хĕрĕм, Люда, фармацевт. Пĕлÿ илнĕ хыççăн мĕн тивĕçлĕ канăва тухиччен хăй суйланă профессипе ĕçлерĕ.
2016 çулта Ольга Максимовнăпа унăн хĕрĕ Людмила Аркадьевна Чăваш çĕршывне куçса килчĕç. Канаш хулинче хваттер туянчĕç.
- Тăван тăрăха таврăннишĕн чун-чĕререн савăнатăп. Малтанах килмелле - хĕрĕм тивĕçлĕ канăва тухасса кĕтсе пурăнтăм. Ача чухне пĕрле чупса çÿренĕ, унтан пĕрле фермăра тăрăшнă тантăшăмпа Любовь Павлиновнăпа çур ĕмĕр ытла иртнĕ хыççăн тинех çывăхланма пултартăмăр.
Любовь Павлиновна тус-тантăшне ырă енчен аса илнĕ май хăйĕн ашшĕ çинчен те каласа кăтартрĕ:
- Манăн атте, Павлин Осипович Осипов, Шăхасанта ял хуçалăх техникисене юсакан уйрăмра механик пулса ĕçленĕ. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи пуçлансан унти юсавлă тракторсене пурне те фронта ăсат-нă хыççăн вăл хăй те тăван çĕршыва хÿтĕлеме тухса кайнă.
Нарăс уйăхĕн 2-мĕшĕнче Павлин Осипович сержанта нимĕç фашисчĕсем вилмеллех амантнă. Ăна Псков тăрăхĕнчи Зенцово ялĕн масарне пытарнă, вăл ун чухне вăтăр çиччĕре кăна пулнă.
- Аттене пытарнă масар çинче эпĕ хам хĕрĕх пиллĕк тултарсан пултăм, унти вил тăприне илсе килтĕм. Атте вăрçа кайсан анне, Анна Федровна, виçĕ ачапа тăрса юлнă. Тертне сахал мар тÿснĕ. Халĕ те асрах: ялта пÿрт лартма тытăнтăмăр, пĕренесене мăклама мăк кирлĕ, ăна илме лаша кÿлсе Шупашкар хулине пĕр пĕччен кайрăм. Эпĕ те Ольга Максимовна пек икĕ ача пăхса çитĕнтернĕ: асли, Ольга, Канашри педагогика училищинчен вĕренсе тухнăранпах кĕçĕн класс ачисене вĕрентет. Ывăлăм, Василий, Çĕрпÿри ял хуçалăх техникумĕнче ăс пухнă, халĕ Шупашкарта ĕçлесе пурăнать. Пурте çемьеллĕ. Ольăн виçĕ ача, Ваççан – иккĕ. Вĕсем ман пата час-часах килсе çÿреççĕ, хуçалăхра пулăшса хăвараççĕ.
Любовь Павлиновна тăван хуçалăхра ĕçленĕ чухне сурăх, ĕне, сысна, пăру пăхнă. Утмăл çула çитиччен тăрăшнă, çав тапхăрăн 17 çулне колхозри трактористсем валли тутлă апат пĕçерне. Вĕсене апатлантарма уй-хире лашапа та, çуран та çÿренĕ.
- Каласан кулăшла та пек, тивĕçлĕ канăва кайсан пăру фермине хурала вырнаçрăм. Фермăри пăрусене вăрласа каясран шикленнипе вĕсемпе юнашар çывăрнă каçсем те пулнă.
Юрий НИКИТИН, обществăлла корреспондент