АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Журналист профессине улăштарать

10 февраля 2017 г.

Журналист профессине улăштарать

Сашăпа Таня иккĕшĕ те Ямашри вăтам шкултан вĕренсе тухнă. Таня ку  ялтах çуралса ÿснĕ, Саша кÿршĕри Вăрман Енĕшрен. Аттестат илнĕ хыççăн çамрăксем кашниех уйрăм çулпа кайнă. Саша Захаров, ачаранпах журналист профессине кăмăлланăскер, Чăваш патшалăх университетĕнчен вĕренсе тухать. Таня, тухтăр пулас ĕмĕтпе, малтан Канашри медицина училищинче вĕренет, унтан Шупашкарти медицина институтĕнче вĕренсе диплом илет. Халĕ вĕсен çем- йинче тăватă ача: асли, Аркадий, 5-мĕш класра, Оля 4-мĕшĕнче вĕренеççĕ, виççĕри Роман садике çÿрет, çур çулти Егор килте амăшĕпе.

- Саша, журналист профессийĕ ăнăçлă пулчĕ-и е ăна улăштарма тиврĕ?

- Диплом илнĕ хыççăн Шупашкарта тухса тăракан пĕр журналта ĕçлерĕм, Канаша килсен, хам реклама журналĕ кăларма тытăнтăм. Чиперех ĕçлеттĕмччĕ, доллар хакĕ ÿссе кайрĕ, типографи те ĕçсен хакне чылаях ÿстерчĕ, усламçăсен те хаçат кăларма укçи-тенки çитми пулчĕ пулас, журнала хупма тиврĕ. Мĕн тăвас? Ялта çуралса ÿснĕ çын валли ĕç тупăнатех. Мăшăрпа иксĕмĕр Вăрман Енĕшре выльăх-чĕрлĕх ĕрчетес терĕмĕр. Банкран кивçен укçа илсе витесене çĕнетрĕмĕр, ăратлă пăрусем туянтăмăр. Виçĕ çул ырми-канми ĕçлесе выльăхсен шутне 15 пуçа çитернĕччĕ, сăвакан ĕнесем кăна улттăччĕ.

Ачасем ÿсеççĕ, аслисен шкула кайма вăхăт çитрĕ. Ялта шкул та, садик та çук, тăватă çухрăма яхăн Ямаша çÿремелле. Таньăпа, тăвансемпе канашласа выльăх-чĕрлĕхе веçех сутрăмăр, банкран ипотека кредичĕ илтĕмĕр те Канашра икĕ пÿлĕмлĕ хваттер туянтăмăр. Унта пурăнма куçайман-ха, хамăр вăйпах юсав ĕçĕсем тăватпăр, илем кĕртетпĕр. Тăвансем те пулăшаççĕ пире. _ Вара хăвăр хулара пурăнма тытăнсан ялти ĕçсене пăрахатăр-им?

- Çу-ук! – тет Таня, малтан пирĕн калаçăва питĕ тимлĕ итлесе ларнăскер.

- Ачасем хула шкулĕнче вĕреннĕ май хĕлле хулара пурăнăпăр, çуркунне яла тапса сикетпĕр. Халĕ те эпир каникулсенче çемйипех ялта. Çулла вара-а! Халĕ эпир выльăх-чĕрлĕх ĕçне пăрахрăмăр, хурт-хăмăр енĕпе ĕçлеме тытăнтăмăр. Виçĕ çул каялла виçĕ вĕлле кăначчĕ, халĕ омшаникра çирĕм вĕлле хĕл каçать.

- Таня, хурт сăхасран та хăрамастăр-и?

- Малтан, чăнах та, вĕлле патне пыма питĕ шикленеттĕмччĕ, халĕ хăнăхса çитрĕм ĕнтĕ. Вĕсем ĕçленине пăхса тăма питĕ кăмăллă. Хурт-хăмăр тупăшне те аван парать, çавăнпа йышне татах ÿстерес кăмăл пысăк. Ачасем те, аслисем, хамăрпа пĕрле ĕçе хăнăхсах пыраççĕ. Çакă пире питĕ савăнтарать.

- Аркадипе Оля шкулта мĕнле вĕренсе пыраççĕ-ха?

- Иккĕшĕ те питĕ пултаруллă. Вĕренÿре те, спортра та. Йĕлтĕрпе чупма юратаççĕ, Оля хулари ăмăртусене хутшăнса кăçал тăваттăмĕш вырăна тухнăччĕ. Питĕ савăнчĕ уншăн. Аркадий баскетболпа питĕ туслă. Иккĕшĕ те шкулта ташă кружокне çÿреççĕ, Оля юрлама питĕ ăста.

- Таня, ыйтам-ха: эсир иксĕр те çамрăк, 35-ре кăна. Тăватă ачапах çырлахса лармастăр пулĕ ĕнтĕ?

- Пирĕн иксĕмĕр енчен те кукамай-кукаçи, асатте-асаннен çемйисем йышлă пулнă. Тăхăр ача таран çуратнă. Пурнăç условийĕсем хальхи пек лайăх пулман пулин те ачисем тĕрĕс-тĕкел, çирĕп сывлăхлă ÿснĕ, çĕршыва юрăхлă çынсем пулнă. «Çук», - тесе каламастăп, кусем кăштах ÿсчĕр-ха, пурнăç кăтартать... Çакăн пек калаçу пулса иртрĕ манăн нумаях пулмасть Канашра пурăнакан Захаровсен туслă çемйинче. Сашăн вăхăчĕ те сахалрахчĕ – вăл ялти тăванĕсемпе çĕнĕ хваттере тирпей-илем кĕртетчĕ, çапах та калаçма вăхăт тупайрĕ: «Хваттер планировкине кăштах улăштарса икĕ пÿлĕмрен виççĕ турăмăр», - кăмăллăн каласа пачĕ вăл мана.

Çамрăк çемьене халалланă пĕчĕк статьяна вĕçленĕ май Захаровсене пурне те ырлăх-сывлăх, хăйсем пуçăннă ĕçре пысăк çитĕнÿ сунас килет.

Василий ЛАПИН

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика