10 февраля 2017 г.
Чăваш халăх поэчĕ П.П.Хусанкай çуралнăранпа 110 çул çитрĕ. Çавна май районти вĕренÿ учрежденийĕсенче ачасене паллă сăвăçăн пурнăçĕпе, пултарулăхĕпе кăсăклантарас тата пулас ăрăвăн чăвашла илемлĕ пуплев ăсталăхне аталантарас тĕллевпе чылай ĕç туса ирттернĕ.
Çак ĕçрен Уçырмари «Хĕвел» ача садĕнче ĕçлекенсем те пăрăнса юлмарĕç. Кăрлач уйăхĕн 26-мĕшĕнче пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан Вырăскас Пикших вăтам шкулĕнче аслă поэтăмăра халалласа «Петĕр Хусанкай хайлавĕсене пăхмасăр калатпăр» илемлĕ вулав конкурсĕ иртрĕ. Конкурсра пирĕн ача садĕнчи Н.Н.Андреевăпа А.В.Малова воспитательсем аслă поэтăмăрăн сăввисене вуласа малти вырăнсене йышăнчĕç.
Алина Владимировнăпа Надежда Николаевна чăвашла илемлĕ пуплев ăсталăхне аталантарас тесе ача садĕнче те нумай вăй хураççĕ. Вĕсем тăрăшнипех Уçырмари «Хĕвел» ача садĕнче те чăваш халăх поэтне халалланă «Эпир пулнă, пур, пулатпăр!» конкурс иртрĕ. Çак конкурсра ачасем пĕр-пĕринпе ăмăртмаллах, савăнса та кулса, сăвăсем вуларĕç. Чи пултаруллисен ĕçĕсене вара «Хастарлăх çăл куçĕ» видеосăвăсен конкурсне Чăваш Республикин тĕп хулине ăсатрĕç.
Роза МАЛИНА, Уçырмари «Хĕвел» ача сачĕн заведующийĕ