АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Камсем-ши вĕсем, сăн ÿкерчĕкри çамрăксем?

03 февраля 2017 г.

Камсем-ши вĕсем, сăн ÿкерчĕкри çамрăксем?

Совет влаçĕ вăхăтĕнче аслă ăрури ĕçпе чапа тухнă çынсем çамрăксене ырă ĕçсем тума пил парас йăла пурччĕ. Ун шутĕнче - пĕрле тăрса сăн ÿкерчĕк ÿкерттересси. Ку сăн ÿкерчĕке манăн иртнĕ ĕмĕрти 80-мĕш çулсен пуçламăшĕнче ВЛКСМ Канаш райкомĕнче (халĕ вăл çуртра хулари ачасен музыка шкулĕ) тума май килчĕ.

Пĕрремĕш ретре - Ленин орденне тивĕç пулнă Канаш районĕнчи паллă çынсем. Сулахайран пĕрремĕшĕ - Канаш район больницин тĕп врачĕ пулнă Фирс Григорьев, унпа юнашар – Сиккассинчи Жданов ячĕллĕ колхозăн («Урюм» ЯХПК) районĕпе паллă тракторисчĕ Петр Мурзуков. Петр Егоровичпа юнашар ларакан хĕрарăма палласа илеймерĕмĕр. Район администрацийĕн тĕп эксперт специалисчĕ Валерий Долгов шутланă тăрăх, пуçне чечеклĕ тутăр çыхнă хĕрарăм Çĕнĕ Аччари Михайлова Мария Алексеевна е Энтри- ялĕнчи Ефимова Ксения Ефимовна пулма пултарать. Мĕншĕн тесен вĕсене иккĕшне те хăй вăхăтĕнче Ленин орденĕпе наградăланă. Сулахайран тăваттăмĕшĕ – Сиккассинчи Жданов ячĕллĕ колхозра сысна ферминче ĕçлесе чапа тухнă Иванова Анна Ивановна. Унпа юнашар - Вăрăмпуçĕнчи «Путь Ленина» колхоз бригадирĕ, Социализмла Ĕç Геройĕ Мария Зиновьева. Унпа юнашар тепĕр Социализмла Ĕç Геройĕ, «Мотор» колхоз доярки Валентина Дмитриева. Сылтăмран иккĕмĕшĕ – Вăтапуçĕнче 1907 çулта çуралнă, шурă финнсемпе пынă вăрçăра паттăрлăх кăтартнăшăн Ленин орденне тивĕç пулнă Николай Максимович Измайлов. Сылтăмран пĕрремĕшĕ - 1947-62 çулсенче «Канаш» колхоза тивĕçлĕ ертсе пынă Львов Иван Львович. Вĕсенчен чылайăшĕ пирĕнтен уйрăлса кайнă пулин те, халăх вĕсен чыслă ятне асра тытать. Асăннă çынсене пурне те Канаш районĕн энциклопедине кĕртнĕ.

Иккĕмĕш ретре - ĕçре, вĕренÿре пархатарлăх кăтартнă колхозсемпе совхозсенчи, шкулсенчи комсомолецсем. Камсем-ши вĕсем, хăш ялтан? Мĕнле куçса пынă-ши вĕсен пурнăç урапи? Мĕнле професси илсе ятлă-сумлă пулнă-ши? Ман шутпа, халĕ вĕсем аллăран иртнĕ çынсем пулмалла. Çак сăн ÿкерчĕкри çамрăксене пĕлекенсенчен вĕсен шăпи пирки «Канаш ен» хаçата телефонпа е çырупа, е электронлă почтăпа пĕлтерме ыйтатăп. Тен, 80-мĕш çулсенчи комсомолецсем хăйсемех сас парĕç.

Василий ЛАПИН

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика