03 февраля 2017 г.
Чăваш Республикин юстици министрĕ Наталья Тимофеева ытларикун район администрацийĕнче канашлу ирттерчĕ. Район администрацийĕн пуçлăхĕ Владимир Степанов, министерствăн тата район администрацийĕн пурлăх тата çĕр хутшăнăвĕсен пайĕсен специалисчĕсем муниципаллă пурлăхпа тата çĕрсемпе тухăçлă усă курассипе çыхăннă ыйтусене тишкерчĕç.
Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Чăваш Республикин Патшалăх Канашне янă Çырăвĕнче Юстици министерствине «Халăх инвентаризацийĕ» ирттерсе вырăнти влаçсемпе пĕрле хуçасăр çĕрсене тупса палăртма, пуçаруллă, ĕçчен çынсен аллине пама хушнăччĕ.
Канашлу хыççăн Юстици министерствин специалис- чĕсем район администрацийĕн представителĕсемпе пĕрле вырăна тухса куçман пурлăхăн виçĕ объектне тишкерчĕç.
Антонина ТЯМИНА
Сăн ÿкерчĕкĕ авторăн