01 февраля 2017 г.
Шупашкарта Раççей Промышленность министерствин Координаци канашĕн ларăвĕ иртнĕ.
Раççей промышленноçпа суту-илÿ министрĕ Денис Мантуров Шупашкарта хăй ертсе пыракан министерствăн Промышленность енĕпе ĕçлекен координаци канашĕн ларăвне ирттернĕ. Ку хутĕнче ăна çĕршывăн апат-çимĕç машиностроенийĕн аталанăвĕн ыйтăвĕ- сене халалланă. Ларăва Раççей Президенчĕн федерацин Атăлçи округĕнчи полномочиллĕ Представителĕ Михаил Бабич, Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев, çĕршыври регионсен профиль министрĕсем хутшăннă.
Денис Мантуров хăйĕн докладĕнче палăртнă тăрăх, пĕлтĕр Раççейри промышленность производствин индексĕ 1,1 процент хушăннă. Çакăнта патшалăх отрасле пулăшнин витĕмĕ куç кĕрет. Ку енĕпе регионсен пуçарулăхĕ те пысăк пĕлтерĕшлĕ. Вăл Чăваш Ене тĕслĕх вырăнне илсе кăтартнă: «Регионсен промышленность фончĕсене туса хурас енĕпе пирĕн халь чемпион та пур. Чăваш Ен темиçе кун каялла хăйĕн Промышленность аталанăвĕн фондне 1,5 миллиард тенкĕ хывма йышăннă. Ытти регион та аталанăвăн çакнашкал институчĕсене туса хурасса шанатпăр».
ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Чă-ваш Ен промышленноçĕн аталанă- вĕпе паллаштарнă. Мăнаçланмалли пур. Республика импорта хамăрăн продукципе улăштарас енĕпе çине тăрса ĕçлет, чикĕ леш енне те чылай продукци ăсатать.
Ларура апат-çимĕç машиностроенине патшалăх енчен пулăшмалли мерăсене сÿтсе явнă.