18 января 2017 г.
Валерий Васильевич Долгов – Канаш район администрацийĕн тĕп эсперт специалисчĕ, ĕлĕкрех ăна районăн тĕп агрономĕ тенĕ. Ячĕ урăх пулин те ĕçĕн пĕлтерĕшĕ те, калăпăшĕ те улшăнман Валерий Васильевичăн, ял хуçалăхĕнче çĕр ĕçĕ енĕпе ĕçлекен пысăк опытлă, анлă тавра курăмлă специалист пулнă май пĕрмаях районти ял хуçалăх пĕрлешĕвĕсене, агрофирмăсене, хресчен фермер хуçалăхĕсене тухса çÿреме тивет.
Ку калаçăва эпир çĕнĕ çул умĕнех ирттернĕччĕ, вăхăт иртсе-шуса пычĕ, каярахпа вăрăм уяв кунĕсем пуçланчĕç, диктофон çине çырса илнĕ пуплеве паян кун кăна хут çине куçарма май килчĕ...
- Валерий Васильевич, çĕнĕ 2017 çулччен шутлă кунсем кăна юлчĕç, уй-хирти ĕçсем тахçанах вĕçленнĕ, çавăнпа районти ял хуçалăх предприятийĕсен ĕçне пĕтĕмлетсе тивĕçлĕ хак пама пулать пулĕ...
- Районта пирĕн пĕр колхоз (вăл «Цивиль» хуçалăх), 7 тулли мар яваплă пĕрлĕх, 40 хресчен хуçалăхĕ тата хушма хуçалăхсем. Районта 70 яхăн хуçалăх çуркунне çур аки вĕçленни, кĕркунне уйран тыр-пула пухса кĕртни çинчен статуправленине отчет тăратать. Хăшĕ-пĕрин çĕрĕ те 15 гектар çеç, вĕсем хресчен хуçалăхĕ шутланса тăнипе районти тĕп специалистсен вĕсен ĕçне тишкерсе, кирлĕ пулсан пулăшу пама та тивет. Налук службинче вĕсене пурне те «хресчен хуçалăхĕ» статус панă, çавăнпа пирĕн вĕсемпе курса калаçмалла, ĕçĕпе интересленмелле.
- Хăш хуçалăх мĕнле ĕçлени, тыр-пул, тымар çимĕç кашни гектартан миçе центнер пухса кĕртни çинчен «Канаш ен» хаçата вулакансене пĕлме интереслĕ пулĕ...
- Районĕпе 16405 гектар çинчен тĕшĕллĕ тырă, 258 гектар çинчен çĕр улми, 17 гектар çинчен пахча çимĕç, 638 гектар çинчен кукурузăн симĕс массине пуçтарса кĕртнĕ. Тырă вырнă вăхăтра çанталăк типĕ тăчĕ. Техникăна маларах юсаса хатĕрленĕ хуçалăхсем тыр-пула вăхăтра, пĕр тăккаламасăр пуçтарса кĕртрĕç. Тата çакна та асăнса хăвармалла: пире кашни çулах кĕрхи культурăсене миçе гектар акса хăвармалли план параççĕ. Çав плана пурнăçланă хуçалăхсем вырмана пĕр эрне маларах тухрĕç те, çанталăк условийĕсемпе туллин усă курса тыр-пула вăхăтра вырса-çапса кĕлетсене хыврĕç.
Статуправлени даннăйĕсем тăрăх, 16405 гектар çинчен вырса, тасатса кĕлетсене хывнă тырă виçи (вырăсла - «амбарный вес») 32556 тоннăпа танлашать. Çапла вара, кашни гектарăн вăтам тухăçĕ - 20,6 центнер. Ку кăтарту республикăри вăтам тухăçпа пĕрешкел.
Гектартан 30 центнер ытла тырă çапса-тĕшĕлесе кĕртнĕ хуçалăхсем те пур районта. Ман Карăклă çĕрĕсем çинче питĕ тухăçлă ĕçлекен «АСК-Канаш» тулли мар яваплă хуçалăх ĕçче- нĕсене ырă сăмахпа асăнса хăва- рас килет. Фирмăн 505 гектар çинчи тыррăн вăтам тухăçĕ 33 центнерпа танлашрĕ! 210 гектар çинчи кĕрхи туллăн вăтам тухăçĕ 45 центнер пулчĕ!
- Карăклă çĕрĕсем ытти хуçалăхсеннинчен нимĕнпе те уйрăлса тăмаççĕ. Тухăç вара - çĕрпе пĕлĕт пек. Мĕнре-ши сăлтавĕ?
- Агротехника требованийĕсене пăхăнса ĕçленинче. «Цивиль» колхоз та кĕрхи тулă ту-хăçĕпе савăнтарчĕ: 298 гектар çинчи вăтам тухăç 30 центнер ытла пулчĕ. «Канмаш» агрофирма районти пилĕк ял тăрăхĕнче 2500 гектар ытла лаптăк çинче тыр-пул ÿстерет. Вăтам тухăç 31 центнерпа танлашрĕ! Тырă туса илес енĕпе районта çак фирмăна çитекен хуçалăх çук.
Хресчен хуçалăхĕсем те тăрăшса ĕçлеççĕ. Вĕсен шутĕн-че - Çеçпĕл тăрăхĕнчи Лукьянов Иван Егоровичпа унăн кĕрĕвĕ Протасов Иван Владимирович. Вĕсем пĕр пин гектар çинче тĕшĕллĕ тырă çитĕнтереççĕ. Вăтам тухăç 24,5 центнер пулчĕ. Çавăн пекех Ямаш тăрăхĕнчи Герасимов Владимир Николаевич фермер хуçалăхĕ çулталăка лайăх кăтартупа вĕçлерĕ. 310 гектар çинчи тĕш тыррăн вăтам тухăçĕ 27 центнер ытла пулчĕ. Янкăлч тăрăхĕнчи Валерий Михайлович Никонов фермер хуçалăхĕ 500 гектар çинче тĕш тырă туса илчĕ. Вăтам кăтарту 25 центнертан та иртсе кайрĕ.
- Валерий Васильевич, çĕр улми кăларнă вăхăтра çанталăк питĕ йĕпе-сапаллă пулчĕ. Хăш-пĕр хуçалăхăн «иккĕмĕш çăкăрĕ» юр айне те юлчĕ пулмалла...
- Ĕлĕк çĕр улмине кашни колхоз-совхозра ÿстернĕ. Ялсенче столовăйсем ĕçленĕ. Вĕсем валли ятарласа 10-15 гектартан кая мар лартса хăварнă. «Канаш», «Цивиль» колхозсенче «иккĕмĕш çăкăр» 160-200 гектар йышăннă. Кăçал районĕпе те 260 гектар çинче кăна ÿстернĕ. Ăна та çанталăкăн йывăр условийĕсенче кăларма тиврĕ. Хуçалăхсенче ятарлă техника пулманни те йывăрлăх кăларса тăратрĕ. Çĕр улмине алă вĕççĕн пуçтарма тиврĕ. «АСК-Канаш» вара комбайнсене кунĕн-çĕрĕн ĕçлеттерсе 70 гектар çинчи «иккĕмĕш çăкăра» вăхăтра, пĕр тăкаксăр пуçтарса кĕртрĕ. Сиккассинчи Олег Васильевич Шпаков фермер çĕр улмине 25 гектар çинче лартса тăвать. Çĕр улми кăларакан комбайн пулман пирки фермерăн кÿршĕ ялсенчи çынсене тара тытса, кашни ĕç кунĕшĕн кашни çынна 700 тенкĕрен пуçласа 1000 тенкĕ таран укçа тÿлесе ĕçлеттерме, пысăк тăкак тÿсме тиврĕ.
- Патшалăх фермер хуçалă- хĕсене çĕнĕ техника илме пулăшу памасть-им?
- Парать. Анчах фермерсем çĕр улми лаптăкĕ пĕчĕк, 5-10 гектар кăна, пулнă пирки комбайн илме васкамаççĕ. Патшалăх пахча çимĕç, çĕр улми управăшĕсем тума та пысăк пулăшу парать. Çав сăлтава пулах фермерсем пулăшу илсе çĕнĕ управăшсем тăвасшăнах мар. Çĕр улмин вăтам тухăçĕ пĕлтĕр 128 центнерпа çеç танлашрĕ. Ку питĕ пĕчĕк кăтарту. Пытарма кирлĕ мар: çĕр улмин çурри яхăнĕ çĕр айне юлчĕ. Копалкăсемпе усă курма май килмен пирки хăш-пĕр фермерсен çĕр улми анисене культиваторсемпе чавтарма тиврĕ.
- Валерий Васильевич, районта пахча çимĕçне 17 гектар çинче туса илнĕ терĕр...
- Пахча çимĕçĕн лаптăкĕ те çултан-çул пĕчĕкленсе пырать. «Цивиль» колхоз 5 гектар çинче хĕрлĕ кăшман акса тăвать. Унсăр пуçне Шпаков фермер виçĕ гектар хĕрлĕ кăшман, виçĕ гектар купăста туса илет. Çакна палăртса хăвармалла: вăл Канаш çывăхĕнчи ача-пăча учрежденийĕсене хăй лартса ÿстерекен пахча çимĕçĕпе туллин тивĕçтерсе тăрать. Олег Васильевичăн купăста тухăçĕ гектартан 400 центнер пулчĕ. Ку аван кăтарту. Хĕрлĕ кăшман вара, çанталăк условийĕсене пула, тухăçпа савăнтармарĕ. Сиккасси фермерĕ купăстана фурăсемпе Оренбург тата Саратов облаçĕсене ăсатса тупăш аван илчĕ. «Ку тупăш çĕр улми тăкакне саплаштарма май туса пачĕ», - тесе савăнать вăл.
- Ман темиçе çул каялла Куславкка районĕнчи пахча çимĕç ÿстерекен Семенов фермерпа курса калаçма тÿр килчĕ. Вăл купăста-хăяр туса илнисĕр пуçне гектарĕ-гектарĕпе арпус, дыня, виктори ?çĕр çырли/ ÿстерет. Пирĕн районта çавăн пек культурăсемпе интересленекенсем çук-и?
- Çырла, дыня ÿстерекен фермер е хуçалăх ертÿçи çук пирĕн таврара. Ăвăспÿрт Кипеч ялĕнчи Николай Семенов фермер 7 гектар çинче сад ĕрчетет. Эпир унта пулса курнă. Чăнах та, унăн улмуççи, груша сорчĕсем вуншар. Ун пахчинче иçĕм çырли те пысăк тухăç парать. Николай Семеновичăн сад пахчинче кăнтăрта çимĕç паракан абрикоссемпе аçтăрхан мăйăрĕсем те хăйсене килти пекех туяççĕ.
- Николай Семенович хăй хуçалăхне аталантарма грант та илчĕ вĕт-ха?
- Çав патшалăх укçине илнĕ хыççăн кăна фермер сывлăш çавăрса илчĕ. Вăл нумай çул хушши сухаланмасăр выртнă çĕре пусă çаврăнăшне кĕртсе сад ĕрчетсе ячĕ. Мĕн чухлĕ тăкак тÿсме тиврĕ унăн. Халĕ ун патĕн-че сад ăстисен республика шайĕнчи семинарĕсене те ирттереççĕ. Пирĕн Чăвашра Николай Семенов пек пултаруллă çынсем пурришĕн ман чун савăнать.
- Кĕрхи культурăсене районти хуçалăхсем çителĕклĕ акса хă-варчĕç-и?
- Планпа пирĕн 5450 гектар акса хăвармаллаччĕ. План пурнăçланчĕ. Фермерсем те, хуçалăхсен ертÿçисем те кăçалхи çанталăка сăнаса çакна ăнланчĕç: кĕрхи культурăсемпе ĕçлекен хуçалăхсем вырмана пĕр-икĕ эрне маларах тухрĕç, вĕсен тырă тухăçĕ те пысăкрах пулчĕ. Акнă кĕрхи культурăсем лайăх шăтса тухрĕç, халĕ вĕсем хулăн юр айĕнче лайăх хĕл каçасса шанас килет. «Канмаш» хуçалăх 500 га акса хăварчĕ, вăл 400 гектар сухаланмасăр выртнă çĕре пусă çаврăнăшне кĕртсе кĕрхи культура акрĕ. Маларах асăннă Лукьяновпа кĕрĕвĕ кĕрхи культурăсене 700 гектар ытла лаптăк çинче вырнаçтарчĕç.
Кĕрхи культурăсем çинчен пайăрласа калас пулсан тулă 4990 гектар йышăнать, 140 га – кĕрхи вика. Ыраша 400 гектар кăна акнă. Мĕншĕн сахал? Сăлтавĕ - ыраш хакĕ йÿнĕ пирки. Хăй вăхăтĕнче Канаш элеваторĕ ыраша 2-3 тенкĕпе туянатчĕ, унăн хăй хаклăхĕ те 2 тенкĕ. Кама кирлĕ ун пек харама каякан ĕç; Канаш элеваторĕ туянакан хака ÿстерсе лару-тăрăва лайăхлатасшăн, анчах ыраш акакан хуçалăхсем районта хальлĕхе сахал-ха.
Хуçалăхсем лайăх тупăш паракан вика çине куçа пуçларĕç. Ун вăрлăхне Саратов облаçĕнчен килсех туянса каяççĕ. Вика тухăçĕ гектартан 15-16 центнер кăна пулсан та, хакĕ пысăк пирки тупăш ытларах парать.
Кăштах «Ямашевское» хуçалăха асăнса хăварас килет. Çĕрне вăл нумай илсе тултарнă, анчах унпа кирлĕ пек ĕçлесе тупăш илеймест-ха. Сăмахран, Çĕнĕ Чалкасси тăрăхĕнче «Родина» хуçалăхăн пулнă, пушă выртакан 400 га çине кăçал çурхи культура акрĕ, анчах тухăç начар пулнă пирки тупăш илеймерĕ. Агротехникăна пăхăнса ĕçлемесен, вăрлăх акса хăварнипе кăна, тырă тупăш памасть. Малтан çĕре лайăх сухаламалла, çителĕклĕ удобрени, çум курăкне пĕтерме гербицид хывмалла, вара тин пысăк тухăç илес шанăç пулать.
- Валерий Васильевич, çĕр ĕçченĕ паянах çитес тыр-пул çинчен шутлать: вăрлăха тасатса кондицие лартмалла, удобрени, çунтармалли-сĕрмелли материалсем çителĕклĕ туянмалла...
- Çапла. 2017 çулта пирĕн 17 пин гектартан кая мар çурхи культурăсем акса хăвармалла. Çур аки ирттерме 2859 тонна вăрлăх кирлĕ пулать. «Россельхозцентрăн» Канашри филиалĕн даннăйĕсем тăрăх, 2859 тоннăн 86 проценчĕ кăна кондицие тивĕçтерет. Хăш-пĕр хуçалăхăн вăрлăхĕнче çум курăк вăрри, вăрлăха сăтăр тăвакан сăвăс ?«амбарный клещ» тетпĕр/ пулнă пирки вăл кондицие ларайман.
- Бензин, дизтопливо та чылай кирлĕ вĕт-ха çур акине вăхăтра тата пысăк пахалăхпа ирттерме...
- Хальхи вăхăтра хуçалăхсенче хăватлă техника чылай пулнă пирки энергие перекетлекен технологипе ĕçлеççĕ. Сăмахран, кĕрхи çĕртме вырăнне уя çиелтен кăна шăйăрттарса хăвараççĕ. Вара топливо та пĕр гектар пуçне 150-200 литр мар, сахалрах пĕтет. Чылай хуçалăх, тырă сутса укçа туса, çунтармалли-сĕрмелли материалсене çителĕклĕ туянса хунă.
- Патшалăх ăна йÿнĕрех хакпа сутмасть-и?
- Темиçе çул каялла дизтопливо, бензин туянма патшалăх çăмăллăх панă, халĕ ун пек япала çук. Халĕ ял хуçалăх предприяти- йĕсене, фермер хуçалăхĕсене, кашни гектар пуçне ял хуçалăх культури туса илме тÿснĕ тăкака шута илсе, патшалăх субсиди парать.
Канаш районĕнчи тата тепĕр пысăк ĕç вăл - сухаламан çĕрсене пусă çаврăнăшне кĕртесси. Декабрĕн 1-мĕшĕ тĕлне ун пек çĕрсем районта 12416 гектар. Пирĕн пушă выртакан çак çĕрсене виçĕ çул хушшинче сухаласа пусă çаврăнăшне кĕртмелле. 2016 çулта 2550 гектар çĕрпе усă курма тытăнмаллаччĕ. «Бородино» текен тулли мар яваплă пĕрлĕх Шаккăл тăрăхĕнчи 600 гектар çĕре, ÿссе ларнă йывăçсене кăкласа, сухаласа хăварчĕ, 110 гектар çине кĕрхи культура акрĕ.
«Канмаш» хуçалăх та Çĕнĕ Ачча тăрăхĕнчи вăрман ÿссе ларнă 400 гектар çĕре йĕркене кĕртсе кĕрхи культура акса хăварчĕ. Кипеч тăрăхĕнче Шупашкарти аш-какай комбиначĕ 200 гектар çерем çĕре сухаларĕ. Пушă выртакан çĕрсене йĕркене кĕртес ĕçсем Ухман, Ăнтавăш тăрăхĕсенче аван пыраççĕ. Тепĕр икĕ-виçĕ çул хушшинче сухаланмасăр выртакан çĕрсене пусă çаврăнăшне кĕртсе пĕтерес шанăç пур.
Василий ЛАПИН калаçнă