19 августа 2016 г.
Яштака Григорий Константиновича уйăхра пĕрре Çатăркаçырминчен Вăтапуçĕнчи почта уйрăмне çутăпа тата газпа усă курнăшăн укçа тÿлеме килсен курма пулать. Унăн утти те, хусканăвĕ те, калаçăвĕ те Вăтапуçĕнчи вăтам шкулта ачасене нимĕç чĕлхине юратма вĕрентнĕ пиччĕш-
не Николай Константиновича аса илтерет.
_ Кăçал ĕç çыннин çулталăкĕ пулнă май ĕçре чапа тухнă çынсем çинчен çырасшăн. Эпĕ пĕлнĕ тăрăх, сирĕн «Çерем çĕрсене уçнăранпа 60 çитнĕ ятпа» медаль пур. Хăвăр çамрăк чух кам пулса ĕçленине каласа параймăр -и;
_ Эпĕ Караганда облаçне сухалама та, пулса çитнĕ тыр-пула пухса кĕртме те тăватă хутчен кайнă. Çавăнпа панă та мана çав медале. Хамăн ĕмĕрте эпĕ темле ĕçре те ĕçленĕ – сухаçă та пулнă, тăван хуçалăхра учетчикра, конюхра, лавккаçăра, Ухта хулинче чукун çул хывнă, тайгара нефть шыракансем валли кирлĕ чикĕ-сем палăртнă, Раççейĕн тĕрлĕ кĕтесĕнче вăрман каснă. Комсомол ăçта кайма хушнă _ çавăнта кайнă.
_ Апла эсир ниçта та нумай тытăнса тăман пулĕ;
_ Тытăнса тăнă – çурт-йĕр управленийĕнче диспетчерта вунă çул, чăх-чĕп фабрикинче тĕп складсен хуçинче те сахал мар ĕçленĕ.
Григорий Константинович Константинов кăçал 83 çул тултарчĕ, арăмĕ, Валентина Марковна – 82.
Туслă çемье ултă ача çуратса пăхса çитĕнтернĕ: асли, Надежда, тивĕçлĕ канура, вăл Канашри автоагрегат заводĕнче вăй хунă, Вячеслав Шупашкар хулинче, Альбина, Светлана тата Елена – Мускав хулинче ĕçлесе пурăнаççĕ. Юрий – подполковник, Приморье крайĕнче службăра тăрать. Пурте çемьеллĕ. Григорий Константиновичпа Валентина Марковнăн 12 мăнукпа 7 кĕçĕн мăнук.
Григорий Константинович çамрăк чунлă ватă, вăл халĕ те «Комсомольская правда» хаçат илсе тăрать. Хăй çарта службăра тăни, ăçта тата мĕнле вĕренни, 1957 çулта çемье çавăрни çинчен тĕпĕ-йĕрĕпе кăшт кулăшларах каласа пама та ăста.
_ Эпĕ шкулта ултă çул кăна вĕреннĕ, ун хыççăн шкула каяс килмен, кайран слесарь-вагонника вĕренсе тухрăм, темшĕн вăл ĕçре ĕçлес килмерĕ _ ĕçлемерĕм...
Григорий Константинович совет Çарĕнче, Мускав облаçĕнче, тăватă çула яхăн службăра тăнă, вăл унта ротăри писарь, аэродромри кăткăс ĕçсене пурнăçлакан сержант пулнă. Пуринпе те тарават Валентина Марковна Тури Юнтапа ялĕнчен.
_ Эпĕ унпа аннен аппăшĕ патне кайсан паллашрăм. Вăхăт хă-вăрт шăвать, сиссе те юлаймарăмăр ватăлнине, тепĕр çул мăшăрланни 60 çул пулать.
Григорий Константиновичăн та, Валентина Марковнăн та ĕçри çитĕнÿсемшĕн парса чыс тунă парне те, Хисеп хучĕ те, тĕрлĕ знакпа медаль те сахал мар. Ветерансем «Канаш ен» район хаçатне килĕштерсе вулаççĕ.
Юрий НИКИТИН,
обществăлла корреспондент