17 августа 2016 г.
Такăр çулпа ялалла
Иртнĕ кĕçнерникун пирĕн районта республикăн транспорт тата çул-йĕр хуçалăхĕн министрĕ Михаил Резников пулчĕ. Сăлтавĕ _ районта çул-йĕр строительствипе юсав ĕçĕсене курса хакласси, çивĕч ыйтусене вырăнта татса парасси.
Çак кун Хучел ялĕнче пурăнакансемшĕн савăнăçлă пулăмпа палăрса юлчĕ. Ял патне çитекен асфальт çула урам хушшине кĕрекен хытă сийлĕ çулпа çыхăнтарчĕç.
Урамри çула тăпра хăпартса, ун çине сăмалапа хутăштарнă вак чул сарса хытарнă. Лайăх енĕ _ чул сапаланса выртмасть, асфальт пек хытса ларнă. Унăн тăршшĕ 2,004 метр. Унсăр пуçне çухрăм ытла тăршшĕ тротуар тунă. Халĕ йĕпе-сапара та кил умне пушмак тĕпне пылчăкпа вараламасăрах çитме пулать. Çул тăвасси çăмăл ĕç маррине пурте ăнланатпăр. Çавăнпа мĕн тунине упрама тăрăшмалла.
Çул уçнă çĕре министрпа пĕрле район администрацийĕн пуçлăхĕ Владимир Степанов, Патшалăх Канашĕн депутачĕ Кияметдин Мифтахутдинов, Хучел ял тăрăхĕн ертÿçи Леонид Иванов, районти БТИ директорĕ Виталий Иванов, «Воддорстрой» ООО генеральнăй директорĕ Анатолий Федоров хутшăнчĕç. Çула хута яраканни шăпах та çак подрядлă организаци.
«Çул вăл _ пурнăç» _ çакăн пек девиз пулнă Авалхи Римра. Регионăн е районăн экономика аталанăвĕ мĕнле пуласси нумай чухне çулсен пахалăхĕнчен килет. Кĕрлĕ-çурлă çумăрлă, пылчăк çанталăк- ра ялти лавккана тавар илсе килнĕ машинăсем çул çуккипе вырăна çитейменни, сутуçăсем куллен кирлĕ тавара михĕсене тултарса ял варринчи лавккана çити йăтни манăçа тухман-ха. Çăкăр турттаракан машинăсем лавккана килейменнипе ял çумĕнчи чарăнура кунĕпех çăкăр килессе кĕтнисем сахал пулнă-и тата; Халĕ вара асфальт çул, пахалăхĕ пĕтнĕ пулин те, ял варринех çитет.
Хучел тăрăхĕнче ял инфратытăмне аталантарас тĕлĕшпе нумай ĕç тăваççĕ. Кунта урамсене хытă сийлĕ çул сарни те, яла тирпей- илем кÿни те, тĕрлĕ юсав ĕçĕ ирттерни те шута кĕрет.
Ял çыннисен ячĕпе çĕршыв, республика, район ертÿçисене Герман Иванов ĕç ветеранĕ хăй çырнă сăвăпа тав турĕ. Сăмах мĕн çинчен пынине пĕлме унпа вулакансене те паллаштатпăр.
Ирина АНДРЕЕВА